Рыцарев Борис Владимирович

Борис Владимирович Рыцарев (30.6.1930, Мускав — 25.11.1995, Мускав) — совет кинорежиссёрĕ тата сценарисчĕ, юмах-фильм жанрĕн маçтăрĕ. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1995).

Биографи

1950—1952 çулсенче Щепкин ячĕллĕ театр училищинче актёр уйрăмĕнче вĕреннĕ, 1958 çулта ВГИК-ри режиссёр факультетĕнче (С. И. Юткевич ăста лаççи) диплома тивĕçнĕ.

М. Горький ячĕллĕ АÇФТК, «Молдова-филм», «Беларуçфильм» киностудисенче ĕçленĕ. Пĕрремĕш фильмĕ — «Пирĕн аттесен çамрăклăхĕ», А. А. Фадеевăн «Разгром» романĕпе.

1966 çулта «Аладдинăн асамлă лампи» фильма режиссёр пулса ӳнерлет.

«Пирĕн аттесен çамрăклăхĕ», «Возьми меня с собой», «Пăр мăнук-хĕр», «На златом крыльце сидели…» фильмсен сценерисене хайланă.

1995 çулхи чӳкĕн 25-мĕшĕнче онкологи амакне пула вилнĕ[1].

Мускавра, Миус çăвинче пытарнă.

Документалистика