Бородин Николай Иванович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Бородин Николай Иванович (1923 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ, Кошелевка[d], Пенза кĕперни — 1975 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ, Чулхула) — Рабочи-хресчен Хӗрлӗ Ҫарӗн аслӑ сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Николай Бородин 1923 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Кошелевка ялӗнче (халӗ — Пенза облаҫӗнчи Спасск районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1935 ҫулта вӑл ҫемйипе пӗрле Горький хулине (халӗ — Чулхула) куҫса кайнӑ, унта 1-мӗш шкулта ҫичӗ класс тата станкзавод ҫумӗнчи фабрикӑпа завод вӗренӗвӗн шкулне пӗтернӗ. Воробьёв ячӗллӗ заводра токарь пулса ĕҫленӗ. 1942 ҫулта Рабочи-хресчен Хӗрл Çарне хӗсмете илнӗ. Ҫав ҫултанпах — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче. Танка хирӗҫ пӑшал наводчикӗнчен пуҫласа стрелоксен взвочӗн командирӗн пулӑшуҫи таран ҫитнӗ. Калинин, Дон, Воронеж, 1-мӗш Балтиҫум тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулта ВКП(б) йышне кӗнӗ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑватӑ хут аманнӑ. 1942 ҫулта Ржевшӑн ҫапӑҫнӑ, Сталинград тата Курск ҫапӑҫӑвӗсене, Беларуҫ ССРне тата Балтиҫумне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре, Неман форсированине, Тухӑҫ Прусси операцине хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне гварди асли сержанчӗ Николай Бородин 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 11-мӗш гварди ҫарӗн 1-мӗш гварди мотострелоксен дивизийӗн 171-мӗш гварди стрелоксен полкӗн взвод командирӗн пулӑшуҫи пулнӑ[1].
1944 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче, тӑшман пенине пӑхмасӑр, салтаксен ушкӑнӗпе пӗрле Бородин хӑйӗн полкӗнчен пӗрремӗш Алитус таврашӗнче Неман урлӑ каҫнӑ. Аманнӑ пулин те ҫапӑҫу хирӗнчен кайман, юхан шывӑн анӑҫ ҫыранӗнче плацдарма ҫирӗплетме хутшӑннӑ. Бородин хӑйӗн ушкӑнĕпе пӗрле тӑшманӑн пӗр ротине яхӑн пӗтернӗ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе «фронтра нимӗҫ-фашист захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне командованинҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫавӑн чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» гварди асли сержанчӗ Николай Бородин Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне Ленин орденӗпе тата 7337-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗпе пӗрле тивӗҫнӗ[1].
1945 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Бородин сусӑрлӑха пула демобилизациленнӗ. Виҫӗ ҫул хушши Пенза облаҫӗнчи Наровчат районӗнче колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ, кайран каллех Горькие куҫса кайнӑ, Горькинчи автомобиль заводӗнче вӑй хунӑ. 1975 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче вилнӗ, Кивӗ Автозавод ҫӑвинче пытарнӑ[1].
Ӑна ҫавӑн пекех II степень Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе тата ытти медальпе чысланӑ.
Астӑвӑма ӗмӗрлетни
- Николай Бородинӑн бюстне Пенза облаҫӗнчи Наровчат ялӗнче Наровчат районӗнчен тухнӑ тата кунта пурӑннӑ ҫынсене халалланӑ Паттӑрсен аллейинче лартнӑ.
- Николай Бородинӑн астӑвӑм хӑмине Чулхулара вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ҫакнӑ[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Тюльников Л. К., Басович Я. И. Герои Советского Союза — горьковчане. — Горький, 1981.