Борщёв Сергей Тимофеевич
Сергей Тимофеевич Борщёв (чыслав хутӗнче — Борщов; 1912 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ, Косы[d] — 1977 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Одесса) — Совет Ҫарӗн гварди полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946).
Пурнӑҫӗ
Сергей Борщёв 1912 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Косы ялӗнче (хальхи — Украинӑри Одесса облаҫӗн Подольск районӗ) рабочи кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулпа ФЗУ вӗренсе тухсан шахтӑра забойщикра вӑй хунӑ. 1930—1935 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1932 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ, ҫав ҫулталӑкрах Ӗренпурти ҫар авиаци училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1939 ҫулта ӑна каллех ҫара чӗнсе илнӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан — фронтра. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Сергей Борщёв гварди подполковникӗ 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 16-мӗш сывлӑш ҫарӗн 2-мӗш гварди штурм авиадивизийӗн 79-мӗш гварди штурм авиаполкӗн командирӗн вӗҫев пайӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ[1].
1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Борщёв тӑшманӑн чукун ҫул эшелонӗсене, каҫӑсене, техникипе салтакӗсене разведка тума тата штурмлама 132 хутчен вӗҫсе тухнӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Указӗпе Сергей Борщёв гварди подполковника Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе (№ 55792) тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 7053) чысланӑ[1][2].
1952 ҫулта Борщёв Сывлӑш-ҫар академине, 1956 ҫулта Тӗп штабӑн ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. Академире кафедра пуҫлӑхӗ пулнӑ, ҫар ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ятне тивӗҫнӗ. 1964 ҫулта гварди полковникӗ хисеппе запаса тухнӑ. Одессӑра пурӑннӑ, унтах ӗҫленӗ. 1977 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем
Ҫавӑн пекех ӑна пиллӗк Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Александр Невский тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, медальсемпе чысланӑ[1].
Астӑвӑм
Одессӑра С. Т. Борщёв ячӗпе ҫакӑн пек астӑвӑм палӑкӗсене вырнаҫтарнӑ[2]:
- вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми (Греци урамӗ, 25);
- 2-мӗш Христиан масарӗ ҫинчи палӑк;
- Одесса облаҫӗнчен тухнӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗсен ячӗсене ҫырнӑ астӑвӑм палли;
- Паттӑрсен ячӗсене ҫырнӑ стела.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Борщёв Сергей Тимофеевич (выр.). AZ Library. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2
Борщёв Сергей Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
Каҫӑсем
Борщёв Сергей Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра