Бочарников Аркадий Николаевич

Бочарников Аркадий Николаевич (1925 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Булановка[d], Курск кӗпӗрни[d]1944 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ, Мажейкяйской районное самоуправление[d], Литва) — ефрейтор, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн ҫар ӗҫченӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Аркадий Бочарников 1925 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Булановка ялӗнче, хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра ку ял Белгород облаҫӗн Шебекински районӗнче вырнаҫнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче ҫемйи Курск облаҫӗн Суджа районне куҫнӑ. Вӑл вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ. 1941 ҫул кӗркунне, оккупаци хыҫҫӑн, Бочарниковсем Короча районӗн Нечаево ялӗнчи тӑванӗсем патне куҫса кайнӑ. Вунултӑ ҫулти Аркадий хӑйӗн ҫемйипе пӗр ҫул ытла оккупациленӗ ҫӗрсенче пурӑннӑ[1].

1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Нечаево ялне ирӗке кӑларсан Бочарников хӑй кӑмӑлӗпе Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете кайнӑ. Рыбинск хулинче артиллери курсӗнчен кӗске вӑхӑт вӗренсе тухсан ӑна 533-мӗш танксене хирӗҫ кӗрешекен артиллери полкне наводчик специальноҫӗпе янӑ[1].

1944 ҫулхи ҫулла Бочарников «Багратион» операцине хутшӑннӑ. 533-мӗш танксене хирӗҫ кӗрешекен артиллери полкӗ Бобруйскпа Осиповичи патӗнче харсӑррӑн ҫапӑҫнӑ. Кобрин хулишӗн кӗрешнӗ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. Тӑшман хирӗҫ тапӑннӑ чухне хӑйӗн туппипе тӑшманӑн ДЗОТне, сӑнав пунктне тата пулемёт вырӑнне пӗтернӗ. Ҫак паттӑрлӑхшӑн ӑна «Хӑюлӑхшӑн» медальпе чысланӑ[1].

1944 ҫулхи кӗркунне Аркадий Бочарников ефрейтор 1-мӗш Балтикаҫум фрончӗн 61-мӗш ҫарӗн 533-мӗш танксене хирӗҫ кӗрешекен артиллери полкӗнче оруди наводчикӗ пулнӑ. Хӗрлӗ Ҫар пайӗсемпе пӗрлешӗвӗсем Литва территорийӗнче тапӑну пуҫланӑ[2].

1944 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Литва ССР-ӗнчи Мажейкяй районӗнчи Крижишки ялӗ патне нимӗҫсен танкӗсемпе пехоти артиллери пулӑшнипе вӑйлӑ тапӑннӑ. Бочарников наводчикӑн орудийӗ пехота йӗркисенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Артиллерист нимӗҫ танкӗсене 100—150 метр таран ҫывӑх чӑтса кӗтнӗ те пӗрремӗш хут персех «Тигр» йывӑр танка ҫунтарса янӑ. Тепӗр тӑшман танкӗ тапӑнса пынӑ май артиллери вырнаҫӑвӗ тӑрӑх пеме тытӑнӑ. Снаряд сирпӗннипе оруди панорами арканнӑ, командир йывӑр аманнӑ. Бочарников ефрейтор ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ: вӑл орудине кӗпҫе урлӑ тӗллесе, снаряда хӑй тӗллӗн авӑрласа пенӗ. Тата пӗр «Тигр» ҫунма пуҫланӑ. Оруди пачах ӗҫлеме пӑрахсан артиллерист окопа пытаннӑ та танка хирӗҫ гранатӑпа тӑшманӑн виҫҫӗмӗш машинине сирпӗтнӗ. Хӑй аманнӑ пулсан та кӗрешме пӑрахман. Тӑшман танкӗнчен янӑ снаряд сирпӗннӗ чухне вилнӗ[1]. Ӑна Литвари Сяда хулинчи ҫар масарӗнче пытарнӑ[2].

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗ 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑларнӑ Указпа фронтри ҫар заданисене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ-фашист оккупанчӗсемпе кӗрешнӗ чухне кӑтартнӑ харсӑрлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Аркадий Бочарников ефрейтора вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пама йышӑннӑ.

Ҫавӑн пекех вӑл ҫак наградӑсене тивӗҫнӗ:

Паттӑр ятне хӑй хӗсметре пулнӑ ҫар чаҫӗн йышӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑр ячӗпе Курск облаҫӗнчи Глушково районӗнчи Тёткино вӑтам шкулӗ хисепленет, шкул ҫурчӗ ҫине астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • А. Н. Бочарников бюстне Короча хулинчи Г. Д. Гай ячӗллӗ паркра лартнӑ.
  • Паттӑр ятне Шебекино хулинчи Мухтав аллейинче ҫырса хӑварнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Бочарников Аркадий Николаевич. Российское военно-историческое общество. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бочарников Аркадий Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Каҫӑсем