Бочарников Георгий Алексеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Бочарников Георгий Алексеевич
Бочарников Георгий Алексеевич.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1920 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ(1920-05-17)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ(2012-01-12) (91 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ артиллери
Артиллери
Звани
Старшина
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ орден Отечественной войны I степени орден Отечественной войны II степени Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ «Хисеп палли» орден медаль Жукова юбилейная медаль «50 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» юбилейная медаль «60 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» юбилейная медаль «65 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» юбилейная медаль «Сорок лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»

Бочарников Георгий Алексеевич (1920 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ, Новорождественская[d]2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ, Тихорецк[d], Краснодар Ен) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946).

Пурнӑҫӗ

Георгий Бочарников 1920 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Новорождественская станицӑра (халӗ — Краснодар крайӗнчи Тихорецк районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ирех ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ, ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Шкулта ҫичӗ класс вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ейскри тырӑ совхозӗнче механик, колхозра комбайнёр пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. Румыни чикки патӗнче вырнаҫнӑ 269-мӗш корпуслӑ артиллери полкӗнче водитель пулса хӗсметре тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан пӗрремӗш кунсенчех фронта лекнӗ. Тӑшманран хӳтӗленсе ҫапӑҫнӑ, Ҫурҫӗр Кавказ таран чакнӑ. 1942 ҫулта аманнӑ, сипленнӗ хыҫҫӑн каллех фронта таврӑннӑ. Кавказшӑн пынӑ ҫапӑҫусене, Украинӑна ирӗке кӑларма, Днестр урлӑ каҫма тата Европӑри ҫӗршывсене тӑшманран ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. 1944 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне старшина Георгий Бочарников 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш тапӑну ҫарӗн 301-мӗш стрелоксен дивизийӗн 823-мӗш артиллери полкӗн 7-мӗш кӗпҫеллӗ артиллери батарейин оруди командирӗ пулнӑ. Берлина штурмланӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[1].

1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗн каҫӗнче 230-мӗш стрелоксен дивизийӗ Трептов-парк районӗнче Шпрее юханшыв урлӑ каҫнӑ чухне нимӗҫсен танкӗсем тапӑнса килнӗ. Батарея командирӗ йывӑр амансан, Бочарникова хӑйне те пуҫран амантнӑ пулсан та, командӑлассине хӑй ҫине илнӗ. Тӑшман вут-ҫулӑм сапнӑ пулсан та Бочарников Шпрее урлӑ каҫма йӗркелесе ҫитернӗ тата плацдармшӑн пынӑ ҫапӑҫура батарея вучӗпе тӑшманӑн 8 атаккине сирсе янӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Бочарников расчётчӗ Рейхстаг еннелле каякан штурм ушкӑнне пулӑшса пынӑ. Юлашки ҫапӑҫусенчен пӗринче Бочарников хӑйӗн орудине чи пӗрремӗш Вильгельмштрассе ҫине кӑларнӑ та рейхсканцелярин тӗп алӑкӗсене тӗллесе персе тухнӑ[1].

Вӑрҫӑ вӗҫленсен тӑван ялне таврӑннӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗ 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑларнӑ Указпа нимӗҫ-фашист оккупанчӗсемпе кӗрешнӗ чухне кӑтартнӑ харсӑрлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Георгий Бочарников старшинана Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата 9051-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1].

1949 ҫултанпа Краснодар крайӗнчи Тихорецк хулинче пурӑннӑ. 1970-мӗш ҫулсен варриччен ҫурт-йӗр тӑвакан организацисенче, унтан тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Ҫурҫӗр Кавказ чугун ҫулӗнче ӗҫленӗ. КПСС Тихорецк горкомӗн пайташӗ пулнӑ[1].

2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче вилнӗ[2].

Хисепӗсем

Ҫавӑн пекех ҫак наградӑсене тивӗҫнӗ:

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бочарников Георгий Алексеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ 14:03 Их имена для нас священны (выр.). Тихорецкие вести (20 нарӑсӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.

Каçăсем