Бочкович Кирилл Васильевич
Бочко́вич Кири́лл Васи́льевич (1918, Саврань[d], Подольская губерния[d] — 1944 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ, Приморское[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Хура тинӗс флочӗн Одессӑри тинӗс-ҫар базин тинӗс пехотин 384-мӗш уйрӑм батальонӗн сывлӑшран тапӑнасран хӳтӗлекен уйрӑм взвод командирӗн ҫумӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945), 2-мӗш статьялӑ старшина.
Пурнӑҫӗ
Кирилл Васильевич 1918 ҫулта Подольск кӗпӗрнинчи Балтика уесӗнчи Саврань вырӑнӗнче украин хресченӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ.
1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. СССР Тинӗс-ҫар флочӗн вӗренӳ отрядӗнчи электромеханика шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941 ҫултанпа хутшӑннӑ. Малтанах Хура тинӗс флочӗн «Ворошилов» крейсерӗ ҫинче, унтан «Бодрый» тата «Фрунзе» эскадра миноносецӗсем ҫинче хӗсметре тӑнӑ.
1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна тинӗс пехотин 384-мӗш батальонӗн сывлӑшран тапӑнасран хӳтӗлекен уйрӑм взвод командирӗн ҫумне лартнӑ. Ҫав ҫулхи кӗркунне Таганрога, Мариуполя тата Осипенко хулисене ирӗке кӑларнӑ чухне десант операцийӗсене хутшӑннӑ.
1944 ҫулхи пуш уйӑхӗн иккӗмӗш пайӗнче Константин Ольшанский аслӑ лейтенант ертсе пыракан десант ушкӑнӗн йышне кӗнӗ. Десант тӗллевӗ — Одесса операцине пурнӑҫланӑ чухне Николаев хулине ирӗке кӑларакан совет ҫарӗсене пулӑшасси пулнӑ. Николаев портне ҫитсен ушкӑн икӗ талӑк хушшинче тӑшманӑн 18 тапӑнӑвне сирсе янӑ, 700 яхӑн гитлеровеца тӗп тунӑ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 20-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ вӑрӑ-хурахӗсемпе кӗрешнӑ чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Бочкович Кирилл Васильевич 2-мӗш статьялӑ старшинана Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[1].
Николаев хулине ирӗке кӑларнӑ десантниксенчен Бочкович кӑна суранланман — вӑл тӳрех 384-мӗш батальона таврӑннӑ та ҫар операцийӗсене малалла хутшӑннӑ.
1944 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче Одесса облаҫӗнчи Жебряины (халӗ Приморское) ялӗ таврашӗнче десант операцийӗ вӑхӑтӗнче Кирилл Васильевич вилнӗ. Ӑна Одессӑра пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ
- Ленин орденӗ
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ
- Медальсем
Астӑвӑм
- Саврань ялӗнчи шкул скверӗнче паттӑра халалласа палӑк лартнӑ, унта ун ячӗпе хисепленекен урам пур.
- Одесса облаҫӗнчи Подольск хулинче Паттӑрӑн бюстне лартнӑ, ун ячӗпе урама ят панӑ.
- Подольск хулинчи 6-мӗш шкулӗ патӗнче Паттӑрӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Приморское ялӗнче Бочкович ячӗллӗ урам пур, унта палӑк лартнӑ.
- Николаев хулинче 68 десантник ячӗллӗ скверта палӑк лартнӑ.
- Богоявленское посёлокӗнче Буг лиманӗ хӗрринче, десантниксем ҫула тухнӑ вырӑнта, астӑвӑм чулне вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 201. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Подвиг во имя жизни: Очерки о Героях Советского Союза, уроженцах Одесской области. / Сост.: Абрамов А. Ф., Бульба А. И. — Одеса: Маяк, 1984. — С. 59–63.
- Жигалов И. М. Флотская доблесть. — 1983.
- Медведев, Н. Я. Нас было 68 / Литературная запись Ивана Жигалова. — Изд. пер. и доп. — М. : ДОСААФ, 1966. — 50 000 экз.
- Божаткин, М. И. Десант принимает бой. — Николаев : Возможности Киммерии, 1998. — 379 с. — ББК СТ 63.3(4Укр-4Мик).
- Морская доблесть / сост. Ю. И. Чернов, А. А. Воронин. — М. : Воениздат, 1982. — 206 с. — 65 000 экз. — ББК 359.75(09) + 3КСМ.