Брагин Василий Ефимович
Брагин Василий Ефимович (1920 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ, Кострома облаҫӗ[d] — 1969 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Кострома облаҫӗ[d]) — советски офицер, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫул).
Пурнӑҫӗ
Василий Брагин 1920 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Большая Речка ялӗнче (халӗ — Кострома облаҫӗн Вохма районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, колхозра ӗҫленӗ. 1940 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Полк шкулне вӗренсе пӗтернӗ, кӗҫӗн сержант ҫар хисепне илнӗ, уйрӑмӑн командирӗ пулса тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан — фронтра. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Витебск патӗнче аманнӑ, госпитале лекнӗ. 1943 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен фронт курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ, пулемёт взвочӗпе, каярах ротӑпа командӑланӑ. 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне Брагин Василий лейтенант 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн 277-мӗш стрелоксен дивизийӗн 854-мӗш стрелоксен полкӗн пулемёт ротипе командӑланӑ. Беларуҫ ССРне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[1].
1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Витебскран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле тӑшман хӳтӗлевне татса кӗнӗ чухне Брагин хӑйӗн ротине тӑшманӑн аяккинчен илсе тухнӑ, ҫакӑ ҫапӑҫӑва ӑнӑҫлӑ ирттерме май панӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Брагин роти Витебск облаҫӗн Докшицы районӗнчи Кальник ялӗ патӗнче Березина юханшывӗ патне пӗрремӗш тухнӑ та тӳрех ун урлӑ каҫнӑ. Рота тӑшманӑн пемелли вырӑнӗсене пусарнӑ, темиҫе хаяр контратакӑна сирсе янӑ, ҫакӑ юнашар подразделение юханшыв урлӑ ӑнӑҫлӑ каҫма май панӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вильнюс патне ҫывхарсан, полк позицийӗсене тӑшманӑн танкӗсемпе пехоти тапӑннӑ чухне, Брагин Куликов салтакпа пӗрле ҫул хӗрринчи вӑрттӑн вырӑнта вырнаҫнӑ та гранатӑсемпе икӗ танка сирпӗтсе янӑ, унтан пехотӑна хирӗҫ пеме тытӑннӑ: 200 ытла нимӗҫ салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, вӗсене контратакӑлама чӑрмантарнӑ. Невежис юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне Брагин йӑвӑр аманнӑ, ӑна госпитале янӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе командованин заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешнӗ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Брагин Василий лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ, ӑна Ленин орденӗпе тата 8872-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Брагина запаса кӑларнӑ. Вӑл тӑван кӗтесне таврӑннӑ, «Красная Горка» колхозра ӗҫленӗ: малтан председатель пулнӑ, каярах — кӗҫӗн зоотехник. 1947 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1949 ҫултанпа — пенсире. 1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Дор ялне куҫса кайнӑ, унта «Правда» колхозра ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ, Вохма посёлокӗн масарӗнче пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
Ҫавӑн пекех ӑна темиҫе медальпе наградӑланӑ.
Астӑвӑм
Кострома облаҫӗн Вохма районӗнчи Дор ялӗнче Брагин пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Вохмӑри урама тата ҫав районти Тихоновка вӑтам шкулне ун ятне панӑ[1].
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Голубев Е. П. Боевые звёзды. — Ярославль: Верх.-Волж.кн.изд., 1972.
Каҫӑсем
Брагин Василий Ефимович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра