Бражников Александр Николаевич
Александр Николаевич Бражников (1920 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ, Армавир, Кубанская область[d] — 1996 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ, Запорожье[d]) — советсен ҫар летчикӗ, подполковник, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1].
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Бражников Александр 1920 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Армавирта (халӗ — Краснодар крайӗ) ҫуралнӑ. 1939 ҫулта шкулӑн вунӑ класс вӗренсе пӗтернӗ. 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1940–1942 ҫулсенче Таганрогри летчиксен ҫар авиаци шкулӗнче вӗреннӗ. Хулана тӑшман оккупациленӗ хыҫҫӑн вӗренӗвне Ворошиловградра малалла тӑснӑ, ӑна 1943 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Летчикран пуҫласа звено командирӗ таран ӳснӗ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, 3-мӗш Украина, 2-мӗш Балтиҫум тата 3-мӗш Балтиҫум фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче «Ил-2» штурмовикпа 100 ытла ҫапӑҫу вӗҫевне тухнӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи Указӗпе «ҫапӑҫусенче хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Бражников Александр аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗпе тата 5368-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Бражников Совет Ҫарӗнче хӗсметре юлнӑ. 1950 ҫулта Таганрогри Офицерсен аслӑ летчик-тактика курсне вӗренсе пӗтернӗ. 1951 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 1953 ҫулхи юпа уйӑхччен В. П. Чкалов ячӗллӗ ГК НИИ ВВС-ра летчик-испытатель пулса ӗҫленӗ, самолётсен ҫӗнӗ двигателӗсене тӗрӗслес ӗҫсене хутшӑннӑ. 1953 ҫултанпа каллех Совет Ҫарӗнче, Таврида ҫар округӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче запаса тухнӑ. Запорожьера пурӑннӑ, 1996 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем
Ҫавӑн пекех ӑна икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин икӗ орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр икӗ орденӗпе тата медальсемпе наградӑланӑ[1].
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.