Брилин Павел Тимофеевич

Павел Тимофеевич Брилин (1913 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Томск кӗпӗрни[d]1969 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ, Алтай[d], Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945), Хасан кӳлли патӗнчи ҫапӑҫусене тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче — Беларуҫри 3-мӗш фронтӑн 43-мӗш ҫарӗнчи 24-мӗш гварди стрелоксен дивизин 71-мӗш гварди стрелоксен полкӗн стрелокӗ, гварди хӗрлӗ ҫар ҫынни, каярахпа старшина.

Пурнӑҫӗ

1913 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Томск кӗпӗрнинчи Барнаул уесӗнчи Вознесенски вулӑсӗнчи Лубягино (ытти даннӑйсем тӑрӑх — Лубячино) ялӗнче (халӗ Алтай крайӗнчи Родино районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[1].

1927 ҫулта ялти шкултан пилӗк класс вӗренсе пӗтернӗ. 1928 ҫулта ҫемйипе пӗрле Тухӑҫ Казахстан облаҫӗнчи Соловьево ялне куҫса кайнӑ, унта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1930 ҫулта ҫемье Зыряновски ялне (халӗ Алтай хули) куҫнӑ. Ҫав ҫултах Зыряновскри руда управленийӗн ту ӗҫӗсен цехне ӗҫлеме вырнаҫнӑ, унта 1935 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑй хунӑ.

1935 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне (РККА) хӗсмете чӗнсе илнӗ, Инҫет Тухӑҫри чикӗ ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ. 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ВЛКСМ йышне кӗнӗ. 1938 ҫулта Хасан кӳлли патӗнче яппун ҫарӗсемпе иртнӗ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1939 ҫулхи юпа уйӑхӗнче демобилизациленнӗ те Зыряновска таврӑннӑ, унта 1940 ҫултанпа руда управленийӗнче пушар хуралӗн боецӗ пулса ӗҫленӗ[1].

1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Зыряновскри райвоенкомат ӑна каллех ҫара чӗнсе илсе фронта янӑ. Брянск, Хӗвеланӑҫ, Калинин, Сталинград, Балтикаҫумӑн 1-мӗш тата Беларуҫри 3-мӗш фронтсенче ҫапӑҫнӑ. Орел, Мускав тата Ржев патӗнчи хӳтӗленӳ ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ. 1942 ҫулта ВКП(б) кандидачӗсен йышне кӗнӗ, 24-мӗш стрелоксен дивизинче ҫапӑҫнӑ. 2-мӗш гварди ҫарӗ йышӗнче Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, йывӑр аманнӑ.

Госпитальтен тухсан, 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, хӑйӗн дивизине таврӑннӑ. Метава ялӗ (халӗ Латвири Елгава) патӗнчи ҫапӑҫусенче каллех йывӑр аманнӑ. Хастарлӑх кӑтартнӑшӑн «Хастарлӑхшӑн» медальпе тата III степеньлӗ Мухтав орденӗпе чысланӑ.

1945 ҫулта Беларуҫри 3-мӗш фронт йышӗнче Тухӑҫ Прусси тата Кёнигсберг тапӑну операцисене хутшӑннӑ[1].

1945 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче Кёнигсберг крепость-хулана штурмланӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. Хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ айккинчи кирпӗч савутне алла илесшӗн пынӑ ҫапӑҫура, салтаксене хӑй хыҫҫӑн ертсе кайса, унӑн территорине чи малтисен йышӗнче кӗнӗ. Автоматран персе 30 ытла гитлеровца пӗтернӗ, батальона ҫар хушӑвне ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Йывӑр аманнӑ пулин те, ӑна ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухичченех ҫапӑҫма пӑрахман.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Кёнигсберга штурмланӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Брилин Павел Тимофеевич гварди хӗрлӗ ҫар ҫыннине Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе 8738-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ.

Госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн демобилизациленнӗ. Зыряновска таврӑнсан КПССӑн XXII съезчӗ ячӗллӗ рудникре слесарь пулса ӗҫленӗ, сывлӑхӗ хавшанине пула унтан пенсие тухнӑ.

Павел Тимофеевич Брилин 1969 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче вилнӗ[1].

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗ);
  • Ленин орденӗ (1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗ);
  • III степеньлӗ Мухтав орденӗ (1945 ҫулхи акан 2-мӗшӗ);
  • «Хастарлӑхшӑн» медаль (1944 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ);
  • Медальсем, ҫав шутра:
    • «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль;
    • «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
    • «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» юбилей медалӗ;
    • «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 50 ҫулта» юбилей медалӗ.

Астӑвӑм

  • Брилин ятне Барнаул хулинчи Мухтав Мемориалӗнче ҫырса хунӑ, ӑна Алтай крайӗн энциклопедине кӗртнӗ.
  • Паттӑрӑн ячӗпе Алтай хулинчи (Казахстан) урам хисепленет[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брилин Павел Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каҫӑсем