Бритвин Виктор Глебович


Бритвин Виктор Глебович (ҫур. 1955 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, Шупашкар) — Раҫҫейри художник-график, тӗнче шайӗнчи, вырӑс тата чӑваш классика литературин хайлавӗсем валли ӳкерчӗксем хатӗрлекен автор[1]. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Виктор Глебович Бритвин 1955 ҫулта Шупашкарта, Глеб Васильевичпа Нина Фёдоровна Бритвинсен кил-йышĕнче çуралнă. Каярахпа унăн ашшӗ нумай çул хушши Шупашкарти электроаппарат завочĕн директорĕ пулса ĕçленĕ[1].

1962—1972 çулсенче Виктор Шупашкарти 22-мĕш шкулта вĕреннĕ.

1977 çулта пулас художник Шупашкар ӳнер училищинчен (ЧХУ) вӗренсе тухнӑ. Унăн вĕрентекенĕсен хушшинче Чăваш Енӗн паллă художникӗсем — В.С. Гурин, П.Г.Григорьев-Савушкин, Ермолаева Р.М. пулнӑ. Малалла вăл хăйĕн ăсталăхне И.Е.Репин ячӗллӗ Ленинградри патшалӑх художество академийӗнче туптанă. Кунта унăн ертӳçисем Г.Д.Епифанов, Н.Е.Чарушин, А.К.Крылов пулнă. Вĕсене ăстаçă пархатарлӑн аса илнӗ.

1983 çулта вăл художество академийӗнчен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ, тӑван хулина таврӑннӑ. Çав çулах Шупашкар ӳнер училищине преподаватель ӗҫне кӳленнӗ. 1985–1988 çулсенче çавăнтах директор пулса ĕçленӗ, Чăваш кĕнеке издательствинче тата Мускав издательствисенче тĕрлĕ тематикăлла кĕнекесем капăрлатнӑ. Тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи «Кӗнеке ӳнерĕ» конкурсĕнче Бритвин питĕ хитре капăрлатнă Ю. Сементерӗн «Автан мĕншĕн авăтать?» кĕнеки диплома тивӗҫнӗ. Вӑл ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ кӗнекесем хушшинче чăвашпа вырăс халăхĕн тата тĕнче халăхĕсен халап-юмахлăхĕ: «Пин те пĕр каç», «Улăп» чăваш эпосĕ, О.Уайльд юмахĕсем. М. Салтыков-Щедрин, Н. Лесков, Н. Гумилёв, М. Булгаков, О. Генри, М. Метерлинк хайлавӗсем тӑрӑх ӳкернӗ ӳкерчӗксем пӗлтерӗшлӗ те хисеплӗ вырӑнта тăраççӗ.

Станоклӑ картинӑсем: «Пӗлмен-курман вӑйӑсем», «Куҫ ултавӗ», «Кӗвӗ хатӗрсем», «Сӗвери кӑнтӑр кунӗ» ярӑмсем; унсăр пуçне «Итлени», «Тан-виçе ăсталăхĕ», «Анлă сутӑ», «Çул çӳревҫӗ», хула курăмĕсемпе çын сăнарĕсен пухăмĕсенче пысăк пултарулăх кăтартнă.

2000 ҫулсенче художник илемлĕ сăмахлӑх хайлавӗсем çырма пуçланӑ, вӗсем «Литература. Искусство. Культура» журналта пичетленнӗ.

Пурнӑҫран 2023 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче уйрӑлнӑ[1].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Бритвин Глеб Васильевич, Шупашкарти электроаппарат савучӗн директорӗ (1975—1986).

Наградӑсемпе премисем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (1995)
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (2012)
  • Александр Солженицын премийӗ (2018) — «тӗнче халӑхӗсен юмахӗсемпе мифӗсене пысӑк ӑсталӑхпа тата витӗмлӗхпе ӳкернӗшӗн; художник-график куҫӗпе вырӑс прозине тарӑннӑн тата хумханса вуланӑшӑн»[2]
  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2018).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Бритвин Виктор Глебович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  2. ^ Зайцев П. Дизайнеры слов. Премия Александра Солженицына присуждена двум иллюстраторам книги : [арх. 3 пушӑн 2018] // Российская газета — столичный выпуск. — 1.3.2018. — № 7509 (46).