Бровченко Иван Никонович

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулсем

Иван Бровченко 1925 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Самородня ялӗнче (халӗ Украинӑри Черкассы облаҫӗнчи Корсунь-Шевченковски районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ[1].

Паттӑрлӑхӗ

1944 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне Бровченко Иван хӗрлӗ ҫар ҫынни Украинӑри 2-мӗш фронтӑн 52-мӗш ҫарӗнчи 254-мӗш стрелоксен дивизийӗн 936-мӗш стрелоксен полкӗн стрелокӗ пулнӑ. Украина ССР-не тата Румыние ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[1].

1944 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче Черкассы облаҫӗнчи Звенигородка районне кӗрекен Кобыляки ялӗ патӗнче нимӗҫсен хӳтӗлевне татса тухнӑ чухне Бровченко, ҫапӑҫуран тухнӑ взвод командирне улӑштарса, ял патнелле тухас ӗҫе ертсе пынӑ. Взвод пуҫласа Кобыляки ялне ҫапӑҫса кӗнӗ те нимӗҫсен виҫӗ пулемёт расчётне, ҫавӑн пекех тӑшманӑн 20 яхӑн салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, ҫакӑ вара полк подразделенийӗсене малалла кайма май туса панӑ[1].

1944 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗнче Бровченко ирӗклӗ разведчиксен ушкӑнӗпе пӗрле алӑри хатӗрсемпе усӑ курса пуҫласа Сорка ял (Румынири Яссы хулинчен ҫурҫӗрелле 20 ҫухрӑмра) патӗнче Прут юханшывӗ урлӑ каҫнӑ. Кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ушкӑн тӑшманӑн окопӗсене ҫапӑҫса кӗнӗ те ӑна траншейӑсен пӗрремӗш линийӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Бровченко темиҫе гранатӑна пӗрле ҫыхса тӑшманӑн дзот расчётне пӗтернӗ. Разведчиксем плацдарма ярса илнӗ, ӑна тытса тӑмашкӑн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче тӑшманӑн теҫеткене яхӑн салтакӗсемпе офицерӗсене пӗтернӗ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫ-фашист захватчикӗсемпе кӗрешнӗ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Бровченко Иван хӗрлӗ ҫар ҫыннине Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе 4681-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем

1945 ҫулта ВКП(б) йышне кӗнӗ. Ҫав ҫултах кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗренсе пӗтернӗ. 1946 ҫулта запаса тухнӑ, запасри капитан ҫар хисепне тивӗҫнӗ. 1950 ҫулта Харьковри юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Одессӑра пурӑннӑ, адвокат пулса ӗҫленӗ, «Укржилремпроект» институчӗ ҫумӗнчи консультаци центрӗсене ертсе пынӑ[1].

1996 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче вилнӗ, Одессӑри Таирово масарӗнче пытарнӑ. Вилтӑпри ҫинче палӑк лартнӑ[1][2].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бровченко Иван Никонович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бровченко Иван Никонович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каҫӑсем