Броньăпуйăс

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Броньă пуйăсĕ (кĕскен броньăпуйăс, бепу, БП) — Хĕçпăшаллă вăйсен бронетехника танк тата урăх çар ăрачĕсенче çапăç ĕçĕсене чукун çул ярăмĕнче тума кирлĕ броньăланă чукун çул составĕ (пуйăс).

Броньăпуйăссене хĕçпăшаллă хирĕçӳсенче, XIX ӗмӗрĕн вĕçĕнче тата XX ӗмӗрĕн пĕрремĕш çурринче, уйрăмах чукун çул нумай çĕршывсенче усă курнă.

Броньăпуйăса комплектацилени, хĕçпăшаллантарни

Хĕрлĕ Çарăн 44 № броньăпуйăсăн броньăплатформисем çинчи 1914/15 çулсенчи 76-мм тӳпе тупписем. 1920 çул

Броньăпуйăс шутне броньăланă локомотив (броньăпăравус е броньăтепловус), «хура» (броньăламан) пăравус, артиллерипе, пулемётсемпе, тӳпе тӳпписемпе хĕçпăшаллантарнă темиçе броньăвакун (броньăланă платформă), 2-4 контроллекен платформă (хӳтĕлекен платформă), хăш чухне — десант лартнă платформă. Хăш чухне платформăсене блиндаж евĕр тăваççĕ, е тăпра тултарнă михĕсемпе бруствер тăваççĕ.

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тапхăрĕнче нимĕç броньăпуйăсĕсем (Panzerzug) шутне хăш чухне танксем (чехсен е трофее лекнĕ французсен) лартнă пĕр е икĕ платформăпа çӳренĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче броньăпуйăссем тылри кирлĕ объектсене — (пысăк чукун çул кĕперĕсене, вăрçă тата нефте тирпейлекен савутсене) хӳтĕленĕ, çапăçу пыракан зонăсене, çапах та тăшман авиацийĕ тӳперен тапăнма пултарнă. Çакăн пек броньăпуйăс йышне броньăпăравус тата тӳперен хӳтĕлекен хĕçпăшаллă платформăсем кĕнĕ.

Çав. пекех

Асăрхавсем

Литература

  • Амирханов Л. И. Броненосцы железных дорог — СПб. : Остров, 2005. — 212 с. — ISBN 5-94500-001-9 [малотиражная книга]
  • . — М.: Яуза, Эксмо. — 608 с. — 4100 экз. — ISBN 978-5-699-24849-0.
  • Дроговоз И.Г. . — Мн.: Харвест. — 352 с. — ISBN 985-13-0744-0.
  • Ефимьев А. В.,. . — М.: Транспорт. — 248 с. — 10 000 экз. — ISBN 5-277-01631-7. (в пер.)
  • Каторин Ю. Ф. Уникальная и парадоксальная военная техника / Ю. Ф. Каторин, Н. Л. Волковский. — {{{1}}} м : АСТ; СПб. : Полигон, 2007. — 590c. — (Арсенал) — о бронепоездах страницы 430−533 (вероятно, было несколько изданий книги)
  • Коломиец М. В. . — М.: Яуза. — 448 с. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-27455-0.
  • Коломиец М. В. Фронтовая иллюстрация 5-2005. Отечественные бронедрезины и мотоброневагоны, «Стратегия КМ».
  • Поцелуев В.А. . — М.: Молодая гвардия.
  • Генерального Штаба полковник А. В. Шавров. Бронепоезда — Белград : Королевство С. Х. С., 1927.
  • Сотников Е. А. Железные дороги мира из XIX в XXI век. — {{{1}}} м : Транспорт, 1993. — 200 с. — ISBN 5-277-01050-5.
  • «Бронепоезда Вермахта» (серия «Военные машины»), коллектив авторов — 2004.

Каçăсем