Брызгалов Иван Иванович
Иван Иванович Брызгалов (1926, Ракино (ял), Перĕм Ен — 1944 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Биржайский район[d], Литва[1][2]) — совет салтакӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945, вилнӗ хыҫҫӑн). Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисепне 1944 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче Суостай ялӗ патӗнчи паттӑрлӑхшӑн панӑ. Ҫав ҫапӑҫура унӑн экипажӗ тӑшман танкӗсене малалла каясран чарнӑ, ҫунса тӑракан машинӑра ҫапӑҫса пӗр танкпа танка хирӗҫ пемелли 15 тупӑна ҫапса аркатнӑ тата тӑшманӑн 30 салтакне яхӑн пӗтернӗ[1].
Пурнӑҫӗ
1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче Пермь облаҫӗнчи Ракино ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[1][2][3].
Хӗрлӗ Ҫарта 1943 ҫулхи утӑран пуҫласа, 1943 ҫулхи юпаран — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче.
1-мӗш Балтикаҫум фронтӗнчи 43-мӗш ҫарӑн 19-мӗш танк корпусӗн Аслӑ Тӗп Ҫарпуҫ Резервӗнчи хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллерин 1452-мӗш Перекоп полкӗн СУ-85 хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллери установкин авӑрлаканӗ кӗҫӗн сержант Иван Брызгалов хӑйӗн экипажӗпе пӗрле 1944 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче Литвари Биржай районӗнчи Суостай ялӗ патӗнче 2-мӗш мотострелоксен батальонӗн позицисем ҫине тапӑнса килекен нимӗҫ танкӗсен ҫулне пӳлнӗ. Унӑн САУ-не тӑшмансем ҫунтарса янӑ. Ҫулӑм хыпнӑ машинӑран экипаж малалла пеме пӑрахман, пӗр танка тата танка хирӗҫ пемелли 15 тупӑна ҫапса аркатнӑ, ҫавӑн пекех тӑшманӑн 30 салтакне яхӑн пӗтернӗ. Ҫак ҫапӑҫура вӑл пуҫне хунӑ[1].
Нямунелё-Радвилишкисри (Литва) ҫар ҫӑвинче пытарнӑ. Вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ.
«Нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе Брызгалов Иван Иванович кӗҫӗн сержанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн).
Астӑвӑм
- Чернушка хулинче 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче уҫнӑ Мухтав аллейинче Чернушка районӗнче пурӑннӑ Совет Союзӗн 12 Паттӑрӗпе Мухтав орденӗн тулли икӗ кавалерӗ йышӗнче И. И. Брызгаловӑн бюстне лартнӑ.
- И. И. Брызгалов ятне Чернушка тата Пермь хулисенчи урамсене панӑ[4][5][6].
- Брод ялӗнче Паттӑрӑн бюстне вырнаҫтарнӑ[7].
- 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче Брод ялӗнче И. И. Брызгалов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Астӑвӑм садне» никӗсленӗ[8][9].
- Паттӑр ҫинчен В. Г. Хлопин ячӗллӗ Чернушкари таврапӗлӳ музейӗнче асра тытаҫҫӗ[10].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Брызгалов Иван Иванович. Герои Отечества. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Брызгалов Иван Иванович. ПермГАСПИ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Брызгалов Иван Иванович. AZ-Libr. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Улица Брызгалова. Кодификант. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Улица Брызгалова. MapData. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Городская топонимия. ПермГАСПИ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Бюст И. И. Брызгалова. ПермГАСПИ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Акция «Сад памяти» состоится 5 мая в Броду. Чернушка-газета. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Закладка «Сада памяти». Администрация Чернушинского округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Урок мужества «Советский солдат. Иван Брызгалов». Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
Вуламалли
- Н. А. Козлова. История Чернушинского района: Материалы к урокам по историческому краеведению / под общ. ред. к.и.н. Н. Д. Волошина. — Пермское книжное издательство, 2006. — 152 с. — 1000 экз.
- Золотые Звёзды Прикамья. 3-е изд. Пермь, 1974
- Отчизны верные сыны. - Пермь: Пермское кн. изд., 1964
Каҫӑсем
Брызгалов Иван Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра