Брэм Стокер
| Брэм Стокер | |
|---|---|
| Брэм Стокер | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | акăл. Abraham Stoker |
| Ҫуралнӑ | 8 чӳк 1847 |
| Ҫуралнӑ вырӑн | Дублин, Ирланди |
| Вилнӗ | 20 ака 1912 |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх (подданство) | |
| Пӗлӳ илни |
|
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | çыравçӑ |
| Жанр | готическая литература[d] тата литература ужасов[d] |
| Хайлавсен чӗлхи | акӑлчан |
| bramstoker.org(акăлч.) | |
А́брахам «Брэм» Сто́кер (акăл. Abraham «Bram» Stoker; 1847 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ, Клонтарф[d] — 1912 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, St George's Square[d], Большой Лондон[d]) — Ирланди ҫыравҫи, романист тата кӗске калавсен авторӗ, театр критикӗ. Вӑл 1897 ҫулта ҫырнӑ готика стилӗнчи «Дракула» хӑруш-тӗшмӗш романӗн авторӗ пек питӗ паллӑ[3].
Пурӑннӑ чухне вӑл ытларах Генри Ирвинг актёрӑн театр менеджерӗ тата Лондонри чи ватӑ та паллӑ театрсенчен пӗрин — «Лицеум» театрӑн пуҫлӑх-директорӗ пек паллӑ пулнӑ.
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Брэм Стокер 1847 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче Ирландири Дублин хулин ҫурҫӗр енчи хӗрринче, Клонтарфри Марино-Кресент урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра ҫуралнӑ[4]. Ашшӗ — Дублинран тухнӑ Абрахам Стокер (1799—1876), амӑшӗ — Слайго графствинче ӳснӗ Шарлотта Матильда Блейк Торнли (1818—1901) пулнӑ[5]. Стокер ҫичӗ ачаран виҫҫӗмӗшӗ пулнӑ (чи аслӑ пиччӗшӗ — паллӑ хирург сэр Уильям Торнли, 1-мӗш баронет)[6]. Брэм Стокерӑн ашшӗ-амӑшӗ протестантсем пулнӑ тата ачисемпе пӗрле Клонтарфри Ирланди чиркӗвӗн (англикан чиркӗвӗ шутне кӗрекен) прихутне ҫӳренӗ[7].
Ача чухне паллӑ мар чире пула вӑл ҫиччӗне ҫитиччен вырӑнтан тӑрайман тата утайман[8]. Каярах Стокер пурнӑҫӗн ҫак тапхӑрӗ пирки ҫапла ҫырнӑ: «Паллах, эпӗ тарӑн шухӑша путакан ача пулнӑ, вӑрӑм чире пула выртма тивни нумай шухӑшлама май пачӗ, вӗсем вара малаллахи ҫулсенче питӗ тухӑҫлӑ пулчӗҫ». Вӑл вырӑн ҫинчен тӑрайман чухне амӑшӗ ҫывӑрма выртиччен ӑна час-часах тӗрлӗ истори каласа панӑ. Хӑш-пӗр чухне кусем 1832 ҫул тӗлне амӑшӗ пурӑннӑ Слайго хулине ҫитнӗ холера эпидемийӗ ҫинчен калакан историсем пулнӑ[8], анчах Абрахама пуринчен ытла хӑрушӑ историсем килӗшнӗ. Стокер тӑванӗн мӑнукӗ Дэниэл Фарсон ҫырнӑ тӑрӑх, чӗрӗллех пытарнисем пирки пӗчӗк Абрахама амӑшӗ каласа панӑ пулас, ку вара каярах ӑна вампирсем ҫинчен ҫырма хистенӗ[9]. Вӑл Уильям Вудс ертсе пыракан харпӑр шкулта пӗлӳ илнӗ[10]. Ҫапах та чире парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Стокер 1864–1870 ҫулсенче Дублин университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра лайӑх футболист тата ҫӑмӑл атлет пулнӑ[3]. 1870 ҫулта вӑл бакалавр, 1875 ҫулта вара магистр степенне илнӗ. Каярах вӑл университета «математика енӗпе чи аван апллӑпа» пӗтернӗ тесе аса илнӗ пулин те, ахӑртнех, ку йӑнӑш пулнӑ[11]. Вӑл колледжӑн истори обществин аудиторӗ тата Университетӑн философи обществин президенчӗ пулнӑ, унта унӑн пӗрремӗш ӗҫӗ илемлӗ литературӑпа обществӑри сенсацилӗх темине халалланӑ пулнӑ[12].
Малтанхи карьери
Стокер театрпа студент ҫулӗсенчех хӑйӗн тусӗ Монселл тухтӑр пула кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ирландири патшалӑх службинче ӗҫленӗ чухне вӑл Dublin Evening Mail хаҫатӑн театр критикӗ пулса ӗҫленӗ[13], ҫак хаҫатӑн пӗр хуҫи готика калавӗсен авторӗ Шеридан Ле Фаню пулнӑ[14]. Театр критикӗсене ун чухне ытлах пахаламан пулнӑ пулин те, Стокера вара унӑн рецензийӗсем паха пулнипе палӑртнӑ. 1876 ҫулхи раштавра вӑл Дублинри Король театрӗнче кӑтартнӑ Генри Ирвингӑн «Гамлет» постановкине лайӑх рецензи ҫырса панӑ. Ирвинг Стокера хӑй чарӑннӑ «Шелбурн» хӑна ҫуртне каҫхи апат ҫиме чӗннӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн арҫынсем туслашса кайнӑ.
Пирӗн пӗрлехи эмоцисен самантӗнче вӑл та тус тупрӗ, вӑл ҫакна пӗлнӗ. Чун чуна пӑхрӗ! Ҫав сехетрен пуҫласа икӗ арҫын хушшинче пулма пултаракан питӗ тарӑн, питӗ ҫывӑх та вӑрӑм туслӑх пуҫланчӗ.
— ҫулсем иртсен Брэм Стокер Генри Ирвингпа пӗрремӗш хут тӗл пулни пирки ҫырнӑ[15]
Брэм Стокер калавсем ҫырма пуҫланӑ пулнӑ ӗнтӗ, унӑн «Хрусталь курка» ятлӑ пӗрремӗш калавне 1872 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ[16], унтан тӑватӑ пая пайланӑ «Шӑпа сӑнчӑрӗ» калав 1875 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1875 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗччен «The Shamrock» журнал номерӗсенче тухса тӑнӑ[17]. 1876 ҫулта Дублинри патшалӑх служащийӗ пулнӑ май, Стокер «Ирландири вӗтӗ ларӑвӗсен секретарь тивӗҫӗсем» ятлӑ документаллӑ кӗнеке ҫырнӑ, ӑна 1879 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ[18]. Ҫавӑн пекех вӑл ӳнерпе кӑсӑкланнӑ тата 1879 ҫулта Дублинри художниксен клубӑн йӗркелӳҫи пулнӑ[19].
1878 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Брэм Стокер Флоренс Бэлкама качча илнӗ[20]. Ҫав ҫулах Ирвинг Стокер патне тепӗр хут рецензи ыйтма килсен, ӑна «Лицеум» театрӑн пуҫлӑх-директорӗ пулма сӗннӗ. Стокер килӗшнӗ, вара вӗсем арӑмӗпе пӗрле Лондона куҫса кайнӑ[20]. 27 ҫул хушши, Ирвинг 1905 ҫулта виличченех, Стокер унӑн менеджерӗ пулнӑ. Тусӗ вилнине Стокер йывӑр чӑтса ирттернӗ — ӑна паралич ҫапнӑ, талӑк хушши вӑл тӑна кӗреймен.
Ирвингпа туслӑ пулни Стокера Лондонри аслӑ обществӑна кӗме тата Артур Конан Дойлпа тата Джеймс Уистлерпа паллашма пулӑшнӑ. Флоренс Бэлкам унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ, анчах ку хӗрарӑма Стокерпа ҫывӑх туслашнӑ Оскар Уайльд юратса пӑрахнӑ пулнӑ[21].
Стокер нумай пултарулӑх ӗҫӗн авторӗ пулнӑ пулин те, шӑпах 1897 ҫулта пичетленсе тухнӑ паллӑ «Дракула» романӗ ӑна пысӑк чапа кӑларнӑ. Ҫак романа вӑл Джозеф Шеридан Ле Фаню (1814—1873) пултарулӑхӗн тата унӑн 1872 ҫулта ҫырнӑ вампирсем ҫинчен калакан готика стилӗнчи «Кармилла» новеллин витӗмӗпе ҫырнӑ[3]. Стокер романпа сакӑр ҫул хушши ӗҫленӗ, Европа фольклорӗпе тата вампирсем ҫинчен калакан халапсене тӗпченӗ.
Брэм Стокер 1912 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче Лондонта малалла вӑй илекен паралича пула вилнӗ. Унӑн кӗлеткине Голдерс-Грин крематорийӗнче ҫунтарнӑ, кӗл хунӑ урна крематорий ҫуртӗнчех упранать.
Брэм Стокерӑн тата унӑн арӑмӗн Флоренс Бэлкамӑн ывӑлӗ, Ирвинг Ноэль Торнли Стокер, 1879 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1961 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Аслӑ Британири Уайт утравӗнче вилнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Dracula (англ.) / M. Hindle — Penguin Classics, 2011. — P. xvi.
- ^ Dracula (англ.) / M. Hindle — Penguin Classics, 2011. — P. xiii.
- ^ 1, 2, 3 Bram Stoker , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнчи копийӗ // Encyclopædia Britannica(акăлч.) (2017 çулхи акан 18-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Belford, 2002, p. 17.
- ^ Murray, 2004, p. 11.
- ^ Его братьями и сестрами были: сэр (Уильям) Торнли Стокер, родившийся в 1845 году; Матильда, родившаяся в 1846 году; Томас, родившийся в 1850 году; Ричард, родившийся в 1852 году; Маргарет, родившаяся в 1854 году; и Джордж, родившийся в 1855 году.
- ^ Фамильное древо семьи Стокер. web.archive.org (9 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Джонс, 2012, p. 10.
- ^ Джонс, 2012, p. 11.
- ^ Некролог из Irish Times, 1912.
- ^ Jarlath Killeen. Bram Stoker (1847-1912) (англ.) (2016). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Leah Schnelbach. Bram Stoker Created a Horror Classic from the Anxieties of his Age (англ.). Tor.com (8 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ The theatrical Bram Stoker (англ.). The Irish Times. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Sheridan Le Fanu. Essential Novelists - Sheridan Le Fanu: the father of the English ghost story. — Tacet Books, 2019-05-03. — 717 с. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Джонс, 2012, p. 14.
- ^ Bram Stoker - The Crystal Cup. www.bramstoker.org. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Bram Stoker - The Chain of Destiny. www.bramstoker.org. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Bram Stoker - The Duties of Clerks of Petty Sessions in Ireland. www.bramstoker.org. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Bram Stoker. americanliterature.com. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Джонс, 2012, p. 15.
- ^ Bram Stoker. Biography , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнчи копийӗ(акăлч.) (2011 çулхи чӳкӗн 8-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
Вуламалли
- Алексеев С. Т. Леди в саване // Если : журнал. — М.: Любимая книга, 2012. — № 10. — С. 255. — ISSN 0136-0140.
- Эрлихман В. В. Дракула. Загадка князя-вампира. — М.: Вече, 2013. — 240 с. — (Человек-загадка). 3000 экз. ISBN 978-5-4444-1240-4