Букварь
Ӳкерчĕк:ABC trim ABC.jpg
1861-мĕш çулта хранццусла тухнă букварь
Ӳкерчĕк:Two children share a book.jpg
Ачасем кĕнекепе паллашаççĕ
Букварь, 1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенче çавăн пекех çулпуçĕ тенĕ, — вулассине, çырассине алла илме пулăшакан вĕрентÿ хатĕрĕ (вĕренткĕч). Ку сăмах чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕнĕ. Ытти чĕлхесенче ăна "Алфавит кĕнеки", "Алифба" е тата ытти пĕлтерĕшсемпе те калаççĕ. Чăваш чĕлхинче те кунсăр пуçне "Аспукки" текен сăмах пур, вăл та вырăс чĕлхинченех кĕнĕ.
Калас пулать, хутла вĕренмелли кĕнекен е кĕнеке пайĕн ячĕ "букварь", "аспукки" ятлă пулмасса та пултарать (сăмахран, 1574-мĕш çулхи Иван Фёдорвăн Львовра тухнă кĕнеки. Унăн ячĕ çук, анчах та ăна халĕ "Азбука" е "Букварь" теççĕ). Анчах та контентне кура ăна пурпĕрех "букварь" теме май пур.
Чӑваш букварӗсем
Чӑваш чӗлхине вӗрентме ҫакӑн пек букварьсем кӑларнӑ пулнӑ:
- Турӑ ҫырӑвӗн кӗнекисемпе вӗренес шухӑшлисен пуҫламӑш вӗрентӗвӗ. 1804 ҫулта Ермей Рожанский хатӗрленӗ кӗске катехизис. Пӗрремӗш чӑваш букварӗ шутланать. Ку кӗнеке тепӗр хут 1807 ҫулта пичетленнӗ.
- Хутла вӗренесшӗн чӑваш чӗлхипе. В.Н. Вишневский хатӗрленӗ пысӑках мар букварь, 1832 ҫулта Хусанта пичетленсе тухнӑ.
- Чӑваш кӗнеки. 1867 ҫулта Хусанта пичетленсе тухнӑ букварь. Н.И. Золотницкий хатӗрленӗ. 1870 ҫулта иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
- Ҫырӑва вӗренме тытӑнмалли кӗнеке. 1872 ҫулта Хусанта тухнӑ.
- Чӑваш ачисене ҫырӑва вӗрентмелли кӗнеке. 1872 ҫулта Хусанта пичетленсе тухнӑ кӗнеке. Яковлев Иван Яковлевич хатӗрелнӗ.
- Чӑваш букварӗ вырӑс азбуккипе пӗрле. Яковлев И.Я. хатӗрлесе кӑларнӑ букварь. 1974, 1975, 1880, 1883, 1884, 1885, 1886, 1888, 1889, 1890, 1891, 1893, 1894, 1896, 1897, 1900, 1902, 1904, 1906, 1908, 1909, 1911, 1912, 1913, 1916 тата 1918 ҫулсенче ӑна тепӗр хут ҫӗнетсе кӑларнӑ.
Вуламалли
- Ытарай, Николай. Аспукки — ăс пуххи. Шупашкар, 1997.
- Ытарай, Николай. Алфавит — асăма вит. Шупашкар, 1998.
- Семенова П.А., Соловьева Г.П. УЧЕБНАЯ ЛИТЕРАТУРА ДЛЯ ЧУВАШСКИХ ШКОЛ XIX–XX ВВ // Интернет-журнал «Проблемы современного образования» 2013, № 4