Чӑваш букварӗ

Чӑваш букварӗ — чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрелнӗ вӗренӳ кӗнеки.

Чӑваш букварӗсем

Историйӗ

1769-мĕш çулта Санкт-Петербург хулинче чăваш грамматики пичетленсе тухнă[1]. Ăна хутла (чăвашла вулама-çырма) хӑнӑхтаракан учебник пек те хаклама пулать, Ермей Иванович Рожанский ятне аса илмелле. Çапла вара, малсăлтавлăн, Е.И.Рожанский ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ пирки калаçма май пур. Уйрăмах асăннă çын чăваш çырулăхĕнче ытти паллă йĕрсем те хăварнине аса илсен.

"Ермей Рожанский букварĕ" пирки калаçма пулать-и?

1800-мĕш çулхи хыççан, — 1804-мĕш çулта, — тата тепĕр чăвашла катехизис кун çути курнă. Вăл 1807-мĕш çулта тепре пичетленсе тухнă. Асăннă кăларăмсем çумĕнче чăваш букварĕ те пур. Çав кĕнекесене хăшпĕрисем Е.И.Рожанский ячĕпе çыхантараççĕ. Анчах та çакă йăнăш. Чăннипе асăннă кĕнекесене Талиев Петр Иванович хатĕрлесе кăларнă. Çапах та "Ермей Рожанский букварĕ" текен ăнлав сиксе тухма пултарать, çавнашкал ятлă кĕнеке, кĕнеке пайĕ е алçыру тавраш çук пулсан та. Мĕншен тесен Ермей Иванович 1769-мĕш çулхи Пĕрремĕш чăваш грамматикине кăларас ĕçе хутшăннă е хутшăнма пултарнă. Асăннă "Грамматикăна" тĕпрен илсен вĕрентÿ тĕллевĕсемпе кăларнă. Вăл хатĕрленĕ ытти ĕçсем те вĕрентÿ япалисене çывăх.

В.Г.Родионов каланичен: "Е. Рожанскин куçарăвĕсемпе паллашса, çак ĕçе унăн вĕренекенĕсем те хавхалансах пуçăннă. Г. Рожанскипе И. Русановский 1789-1790-мĕш çулсенче 130 урока пайлана чăвашла вĕренмелли учебник хатĕрлеççĕ. Ку вĕренÿ пособине икĕ пине яхăн чăвашла сăмах çаврăнăшĕ кĕнĕ. Ăна ăнланмалла чĕлхепе çырнă, авторĕсем Е. Рожанский традицийĕсене асра тытса ĕçленĕ. Асăннă учебникпе Чулхула семинарийĕнче XVIII ĕмĕр вĕçленичченех чăвашла вĕрентнĕ". Ку вĕренткĕч, ахăртнех, пĕр-пĕр архивра упранать пулмалла.

П.И.Талиев ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

«Краткий катехизис» кĕнекен вĕçĕнче чăваш букварĕ пур (1804-мĕш тата 1807-мĕш çулхи кăларăмсенче, 1852-мĕш çулхи каларăмра хайхи букварь çук)[2]. Вăл букваре тивĕçлипех П.И.Талиев ячĕпе çыхăнтармалла. Талиев букварьне кăларма пулăшаканĕ — Александр I патшаран тухнă ятарлă Указ (22, январь, 1803).

Вырăсла ят: «Сокращенный катехизис, переведенный в пользу чуваш на чувашский язык для оудобнейшего им оуразумения православного христианского закона с присовокуплением некоторых молитв, символа веры и десятословия. В Казанской академии 1803 г. апреля месяца»

Букварь пĕлтерĕшлĕ пайăн ячĕ (пуçелĕкĕ): «Начальное оучение человеком, хотящым оучиться книг божественного писания».

Чăвашла ят: «Пичиксе катихизис, іугярна чувашзам вали чуваш чильгибе чиберь биляс жин тюре вырыс законне и Тора кили юлана да, Хозанды школказамра, 1803 сюлда, ага оихра». Букварь пайне чăвашла епле каланине шыраса тупса пулмарĕ.

В.П.Вишневский ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

1832-мĕш çулта тухнă кĕнеке: «Начатки христианского учения, или краткая священная история, краткий катехизис и Десятисловие на чувашском языке». Çав кĕнекере «Буква­ря для обучения чтению по-чувашски» пур[3]. Çапла вара В.П.Вишневские чи малтанхи чăваш букваĕрĕсенчен пĕрин авторĕ теме пулать ним иккĕленÿсĕрех.

Буварьне чăвашла "Хотла вĕренесшĕн чăваш чĕлхипе" (Хотла вирянасъ-шинъ чуваш чильхи-бе) тесе ят панă[4].

1836-мĕш çулта В.П.Вишневский кăларнă Иккĕмĕш чăваш грамматика — каллех вĕренÿ тата вĕрентÿ тĕллевĕсемпе тухнăскер.

Н.И.Золтницкий ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

"Чуваш кнеге", Хусан, 1867

И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хузангай А.П. «СОЧИНЕНИЯ, ПРИНАДЛЕЖАЩИЕ К ГРАММАТИКЕ ЧУВАШ­СКОГО ЯЗЫКА» — Электронала чăваш энциклопедийĕнчи статья (вырăсла)
  2. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. 1-мĕш том. Шупашкар, 1984, С.402.
  3. ^ Петров Н.П. Дояковлевская чувашская письменность — электронла чăваш энциклопедири статья.
  4. ^ Революцичченхи чăваш литератури (20-мĕш ĕмĕрччен). Шупашкар, 1989. — 78 С.

Вуламалли

Каҫӑсем

Категорисем