Булатов Худат Салимьянович

Худат Салимьянович Булатов (пушк. Хоҙат Сәлимйән улы Булатов; 1906 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ е 1906 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ, Чебенли[d], Ӗпхӳ кӗпӗрни1982 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ е 1982 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ, Чебенли[d], Пушкăрт АССР) — Тӗп фронтӑн 61-мӗш ҫарӗнчи 7-мӗш гварди кавалери корпусӗн 16-мӗш гварди Чернигов кавалери дивизийӗн (Пушкӑртсен 112-мӗш кавалери дивизийӗ) 58-мӗш гварди кавалери полкӗн танксемпе кӗрешекен тупӑн командирӗ, гварди сержанчӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗ

1906 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Чебенли ялӗнче (халӗ — Элшел районӗнче) пушкӑрт ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн фермӑра ӗҫленӗ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Элшел райвоенкомачӗ ӑна Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ, 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл фронта ҫитнӗ. Тӗп фронтӑн 61-мӗш ҫарӗнчи 7-мӗш гварди кавалери корпусӗн 16-мӗш гварди кавалери дивизийӗн 58-мӗш гварди кавалери полкӗн йышӗнче танксемпе кӗрешекен тупӑ командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ.

1943 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче Гомель облаҫӗнчи Нивки ялӗ тӗлӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ чухне полкӑн малти подразделенийӗсемпе пӗрле плацдарма ярса илме тата тӑшман атакисене сирсе яма хутшӑннӑ. Хӑйӗн туппине сулӑпа каҫарса, гитлеровецсем ҫине тепе тытӑннӑ. Пӗр лаша та пулман пирки, хӑйӗн расчёчӗпе пӗрле тупӑна талӑк хушши йывӑр хӑйӑр тӑрӑх пӗр позицирен тепӗр вырӑна алӑпа туртса пынӑ, тӑшмана тапӑнма пӑрахман. Галки ялӗшӗн 1943 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче пынӑ ҫапӑҫура, нимӗҫсем танксемпе тапӑнса килнӗ чухне, тӑшмана ҫывӑхалла кӗртнӗ те ӑна пеме пуҫланӑ, икӗ танка пӗтернӗ, ыттисене вара каялла чакма хистенӗ. Тупӑран персе ҫавӑн пекех темиҫе пулемёт тата 20 гитлеровеца тӗп тунӑ[3].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн «Хӗрлӗ Ҫар артиллерийӗн офицерӗсемпе сержанчӗсен йышне Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисепне парасси ҫинчен» 1944 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» ӑна Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[4][5].

Демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван Чебенли ялне таврӑннӑ, унта колхозра пулӑ тытакан бригадӑн бригадирӗнче тата пушарнӑйра ӗҫленӗ[6].

1982 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Чебенли ялӗнче пытарнӑ.

Астӑвӑм

Худат Булатов ятне Пушкӑртстан Республикин наци музейӗнче тата Ӗпхӳри 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизийӗн музейӗнче вырнаҫтарнӑ асӑну хӑмисем ҫинче 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизийӗнчи Совет Союзӗн Паттӑрӗсен 78 ячӗпе пӗрле унӑн ятне ылтӑн саспаллисемпе ҫырса хунӑ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Поименный список захоронения
  2. ^ Булатов Худат Салимьянович, 10.06.1906. Документы участника войны.
  3. ^ Архивный реквизит на сайте «Халӑх паттӑрлӑхӗ» № 150004496
  4. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградные документы (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 686043/793756. Д. 23/7. Л. 6, 202, 203 архив материалӗсем).
  5. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому и сержантскому составу артиллерии Красной Армии» от 9 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 24 нарӑсӑн (№ 11 (271)). — . 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Булатов Худат. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  7. ^ Герои Советского Союза. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.

Каҫӑсем