Булгаков Андрей Алексеевич

Андрей Алексеевич Булгаков (1913 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Белоглинский район[d]1967 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ, Корсаков[d], Сахалин облаҫӗ) — Совет Ҫарӗн кӗҫӗн лейтенанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Пурнӑҫӗ

Краснодар крайӗнчи Белая Глина ялӗнче (халӗ — Краснодар крайӗнчи Белая Глина районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта сакӑр класс вӗренсе пӗтернӗ, бетонщик-арматурщик профессине илнӗ. Грузире строитель пулса ӗҫленӗ[1].

1936—1937 ҫулсенче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна тепӗр хут хӗсмете чӗнсе илнӗ[2]. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1941 ҫулхи ҫурлан вӗҫӗнче Ирана кӗртнӗ совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче пулнӑ[1]. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Кавказхыҫ фрончӗн Ҫурҫӗр ҫар ушкӑнӗн 10-мӗш гварди стрелоксен корпусӗн 5-мӗш гварди стрелоксен бригадин йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Малалла Ҫурҫӗр-Кавказ тата Ҫеҫенхир фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Икӗ хут аманнӑ, ҫав шутра пӗрре — йывӑррӑн[1].

1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Андрей Булгаков гварди хӗрлӗ ҫар ҫынни Ҫеҫенхир фрончӗн 37-мӗш ҫарӗнчи 110-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 106-мӗш уйрӑм гварди разведка ротин разведчикӗ пулнӑ. Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫура палӑрнӑ[2].

1943 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче Украина ССРӗн Кировоград облаҫӗнчи Онуфриевка районӗнчи Куцеволовка ялӗ тӗлӗнче разведчиксен ушкӑнӗнче пӗрремӗш пулса Днепрӑн хӗвеланӑҫ ҫыранне каҫнӑ, автоматран персе пӗтӗм ушкӑна ӑнӑҫлӑн каҫма май туса панӑ. Плацдарма ярса илнӗ вӑхӑтра хӑйех тӑшманӑн 13 салтакӗпе офицерне пӗтернӗ[2].

1943 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗчченхи каҫхине Куцеволовка тӗлӗнчи 177,0 ҫӳллӗш ҫине тапӑнса пынӑ чухне нимӗҫсен окопӗсем патне пӗрремӗш ҫитнӗ, гранатӑсемпе, автоматран персе тата алӑпа ҫапӑҫса 9 салтакпа 2 офицера пӗтернӗ. Тӑшманӑн ал пулемёчӗ подразделение малалла кайма чӑрмантарнине асӑрхасан, ун патне шуса пынӑ та финн ҫӗҫҫипе унӑн расчётне пӗтернӗ, ҫапла вара хӑйӗн подразделенине малалла ӑнӑҫлӑ кайма май туса панӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн «Хӗрлӗ Ҫарӑн офицерӗсемпе сержанчӗсен тата ретри салтакӗсен йышне Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисепне парасси ҫинчен» 1944 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн, юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче ҫапӑҫу ҫитӗнӗвӗсене малалла аталантарнӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» ӑна Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[2][3].

1945 ҫулта Полтавӑри танк училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1946 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. Ҫав ҫулах кӗҫӗн лейтенант ҫар хисепӗнче запаса тухнӑ[2]. Грузие таврӑннӑ, Кутаисири автозавод стройкинче ӗҫленӗ[4].

1951 ҫулта ҫемйипе пӗрле Сахалина куҫса кайнӑ. Корсаков хулинче пурӑннӑ, 1-мӗш хула коммуналлӑ хуҫалӑхӗнче (Хулан коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗнче) инженер пулса ӗҫленӗ[4].

1967 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче нумай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ[4]. Ӑна Корсаков хула масарӗнче пытарнӑ. 2015 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче Паттӑрӑн юлашкисене хулан «ҫӗнӗ» ҫӑвине куҫарса пытарнӑ[5].

Ҫавӑн пекех ӑна 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе (1943 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ)[2], «Хастарлӑхшӑн» (1943 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ)[2], «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» (1945), «Совет Ҫарӗпе Флочӗ 30 ҫулта» (1948), «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 40 ҫулта» (1957), «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул ҫитни» (1965) медальсемпе тата ытти хисепсемпе чысланӑ[4].

Астӑвӑм

  • 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Корсаков хула округӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 3-мӗш вӑтам шкула хисеплӗ ят панӑ — ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ А. А. Булгаков ятне панӑ[6].
  • Белая Глина ялӗнчи 11-мӗш шкул А. А. Булгаков ячӗпе хисепленет[1].
  • 2022 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче Корсаков хулинчи 3-мӗш шкулӑн картишӗнче Паттӑрӑн бюстне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Ҫамрӑксен бюджечӗ» проект шайӗнче шкул ачисем пуҫаруҫӑсем пулса хутшӑннӑ, скульпторӗ — Владимир Чеботарев[7].
  • Паттӑрӑн ятне Краснодар крайӗнчи Белая Глина районӗн Белая Глина посёлокӗнчи Мухтав аллейинче ҫырса хӑварнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Андрей Алексеевич Булгаков, село Белая Глина (выр.). Огни Кубани (28 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Булгаков Андрей Алексеевич (выр.). AZ Library. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  3. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 22 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 5 пушӑн (№ 13 (273)). — . 2022 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 22 мая — день памяти Андрея Алексеевича Булгакова (выр.). Сахалинская областная универсальная научная библиотека (22 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
  5. ^ В Корсакове перезахоронили останки Героя Советского Союза (выр.). Sakhalin.info (28 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
  6. ^ Приказ №13 Департамента социального развития администрации Корсаковского городского округа (выр.) (PDF) (27 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ В Корсакове открыли бюст Героя Советского Союза Андрея Булгакова (выр.). Citysakh.ru (12 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Цкитишвили К. В., Чинчилакашвили Т. Г. Герои Советского Союза из Грузии. — Тбилиси, 1981. — С. 80–81.
  • Пашков А. М. Золотое созвездие Сахалинской области. — Южно-Сахалинск, 2013. — С. 15.
  • Чтобы помнить : Сахалин и Курильские острова в судьбах героев / сост.: Н. В. Вишневский, И. Ю. Шашкова. — Южно-Сахалинск, 2015. — С. 213.

Каҫӑсем