Бумажков Тихон Пименович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тихон Пименович Бумажков (1910 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ, Свиягино[d] — 1941 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ, Оржица[d], Полтава облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче партизансен отрячӗсене чи малтан йӗркелекенсенчен пӗри. Фёдор Павловскийпе пӗрле — Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне илме тивӗҫнӗ чи малтанхи партизансенчен пӗри (1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ).
Пурнӑҫӗ
Чухӑн хресчен ҫемйинчен тухнӑ. 1907 ҫулта ҫемйи укҫа ӗҫлесе илес тесе Могилёв кӗпӗрнинчен Тинӗсҫумне куҫса кайнӑ (Тихон шӑп ҫавӑнта ҫуралнӑ та ӗнтӗ), 1922 ҫулта вара тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ. 1930 ҫулта[1] Княжицыри рабочи ҫамрӑксен шкулне вӗренсе пӗтернӗ[2].
1930 ҫултанпа ВКП(б) членӗ. Минскри химипе технологи техникумне вӗренсе пӗтернӗ (1933). 1935 ҫултанпа — савут директорӗ, унтан — БССР Полесье облаҫӗнчи Петриков райисполкомӗн председателӗ; 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — ВКП(б) Октябрьский райкомӗн 1-мӗш секретарӗ. БССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ (1939 ҫултанпа).
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче — утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Беларуҫри истребительсен отрядне, кайран вара унӑн никӗсӗ ҫинче «Хӗрлӗ Октябрь» партизан отрядне йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ, унта вӑл комиссар пулса тӑнӑ. Хӗрлӗ Ҫар пайӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе, отряд тӑшманӑн тылӗсемпе штабӗсене тапӑннӑ, кӗперсене аркатнӑ. Сӑмахран, утӑн 18-мӗшӗнче Октябрьский районӗнчи Оземля ялӗнче нимӗҫ дивизийӗн штабне аркатнӑ: тыткӑна илнӗ ҫынсемсӗр пуҫне 55 бронемашинӑпа автомашина, 2 радиостанци, 27 мотоцикл, урапасемпе тата тиевлӗ 45 лаша, штаб докуменчӗсене ярса илнӗ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1941 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнчи «Германи фашизмне хирӗҫ тылри партизансен кӗрешӗвӗнче уйрӑмах палӑрнӑ Т. П. Бумажковпа Ф. И. Павловский юлташсене Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Хушӑвӗпе «Германи фашизмне хирӗҫ тылри партизансен кӗрешӗвӗнче хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[3].
Ҫак Хушупах отряд командирне Фёдор Павловские Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Бумажкова ҫапӑҫакан ҫара Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтне О. И. Городовиков корпусӗнчи кавалери ушкӑнӗн политпай пуҫлӑхӗ пулма янӑ. 1941 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Полтава облаҫӗнчи Оржица ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура хупӑрланинчен тухнӑ чухне вӑл пуҫне хунӑ.
Т. П. Бумажков аслӑ политрук — партизансен юхӑмӗн Беларуҫри штабӗн партизан отрядӗнчи ҫар комиссарӗ — 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Полтава облаҫӗнчи Оржица ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура хупӑрланинчен тухнӑ чухне пуҫне хунӑ[4][5].
Ӑна Оржица х.е.п. 486 совет ҫар ҫыннин тӑванлӑх вилтӑпринче пытарнӑ[6].
Астӑвӑм
- Бумажков ятне Минскри, Мозырьти, Бобруйскри, Октябрьскийри, Петриковри, Поречьери урамсене, Минскри тӑкӑрлӑкпа ҫул, Бобруйскри тӑкӑрлака панӑ.
- Т. П. Бумажков ятне Гомель облаҫӗнчи Октябрьский районӗнчи посёлока панӑ.
- 1961 ҫулта Октябрьскийре Т. П. Бумажкова халалласа палӑк лартнӑ (скульпторӗ — А. Заспицкий).
- Минскри Бумажков урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫине астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Т. П. Бумажков ятне Октябрьскийри кинотеатра панӑ.
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1941 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнчи 606/15-мӗш номерлӗ Хушӑвӗпе нимӗҫсем оккупациленӗ Беларуҫ ССР территорийӗнче партизансен отрячӗсене чи малтан йӗркелекенсенчен пӗрне, Бумажков Тихон Пименович юлташа, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[7].
Ӑнлантарусем
- ^ Бумажков Тихон Пименович , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Княжицыри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ.
- ^ СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1941 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнчи «Германи фашизмне хирӗҫ тылри партизансен кӗрешӗвӗнче уйрӑмах палӑрнӑ Т. П. Бумажковпа Ф. И. Павловский юлташсене Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Хушӑвӗ // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : хаҫат. — 1941. — 17 ҫурлан (№ 36 (151)). — . 2021 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Таврӑнми ҫухатусем пирки пӗлтерни : Бумажков Тихон Пименович, __.11.1941, вӗлернӗ. // Халӑх астӑвӑмӗ. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ Таврӑнми ҫухатусем пирки пӗлтерни : Бумажков Тихон Пименович, __.11.1941, пуҫне хунӑ. // Халӑх астӑвӑмӗ. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ Пытарнӑ вырӑн пирки даннӑйсем : Украина, Полтава обл., Оржица х.е.п. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнчи копийӗ // ОБД Мемориал
- ^ Аслӑ Канаш Президиумӗн 1941 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнчи 606/15-мӗш номерлӗ Хушӑвӗ , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчи копийӗ // Халӑх паттӑрлӑхӗ
Вуламалли
- Великая Отечественная война 1941—1945: энциклопедия / Под ред. М. М. Козлова. — Советская энциклопедия, 1985. — С. 117. — 832 с.
Каҫӑсем
Бумажков Тихон Пименович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Биография // Агентство «Минск-Новости»
- Бумажков, Тихон Пименович // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.