Бунтовских Василий Васильевич

Василий Васильевич Бунтовских (1921, Курчумский район[d]1945 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ, Венгри) — Воронеж фронтӗнчи 38-мӗш ҫарӑн 180-мӗш стрелоксен дивизийӗн 33-мӗш уйрӑм сапёрсен батальонӗн взвод командирӗ, аслӑ лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Пурнӑҫӗ

1921 ҫулта Дарственное ялӗнче (халӗ Тухӑҫ-Казахстан облаҫӗнчи Курчум районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1943 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1940 ҫулта Семипалатинскри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. Тухӑҫ-Казахстан облаҫӗнчи Красный Партизан ялӗнче шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1940 ҫултанпа. 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Ҫапӑҫакан ҫарта 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа.

33-мӗш уйрӑм сапёрсен батальонӗн (180-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 38-мӗш ҫар, Воронеж фрончӗ) взвод командирӗ, ВКП(б) членӗ пулмалли кандидат Василий Бунтовских лейтенант 1943 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 5-мӗшӗччен Украинӑри Киев облаҫӗнчи Вышгород районӗнчи Сваромье ялӗ патӗнче Днепр юханшыв урлӑ каҫӑра пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ.

Тӑшман вӑйлӑ пенӗ вӑхӑтра кимӗсемпе алӑ айӗнчи хатӗрсенчен тунӑ паром ҫинче В. В. Бунтовских лейтенанта шанса панӑ сапёрсен взводӗ стрелоксен икӗ батальонӗпе артиллерийӗн икӗ дивизионне шыв урлӑ каҫарнӑ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи «Хӗрлӗ Ҫарӑн генералӗсене, офицерӗсене, сержанчӗсемпе хӗсметре тӑракан рядовой ҫар ҫыннисене Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫавӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе 1200-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

1945 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Гитлер Германийӗ капитуляцилениччен виҫӗ уйӑхран та каярах вӑхӑт юлсан, Венгрин тӗп хули — Будапештшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫне хунӑ.

Малтан ӑна Будапештри 8-мӗш районти Людовик лапамӗнчи Офицерсен тӗп масарӗнче пытарнӑ[2].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Семей хулинче астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ (Чокан Валиханов урамӗ, 150-мӗш ҫурт)[4].
  • Барак батыр тата Курчум ялӗсенче Паттӑрӑн ятне шкулсемпе урамсене панӑ[5].
  • Будапештри Офицерсен тӗп масарӗнчи вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ[6][7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 кӑрлачӑн (№ 3 (263)). — . 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Учетная карточка воинского захоронения. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  3. ^ Бунтовских Василий Васильевич. Орден Красной Звезды. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  4. ^ Мемориальная доска Бунтовских В.В. 2GIS. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  5. ^ Бунтовских Василий Васильевич. Восточно-Казахстанская областная библиотека имени А. С. Пушкина. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  6. ^ Buntovskikh Vasily Vasilyevich. East Kazakhstan Regional Library named after A. S. Pushkin. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  7. ^ Бунтовских Василий Васильевич. Полк Бессмертный. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.

Каçăсем