Бурмаков Иван Дмитриевич
Иван Дмитриевич Бурмаков (1899 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче ҫуралнӑ — 1973 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче вилнӗ) — совет ҫарпуҫӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (19.04.1945), генерал-лейтенант (31.05.1954).
Пурнӑҫӗ
Иван Бурмаков 1899 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Чернигов облаҫӗнчи Погорельцы ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1]. Ҫара кайиччен карҫинкка ӑсталакан лаҫра ӗҫленӗ[2].
1918 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Граждан вӑрҫине хутшӑнма ирӗклӗн Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ, 1-мӗш Украина совет дивизине кӗнӗ. Деникин ҫарӗсемпе тата шурӑ поляксемпе ҫапӑҫнӑ. 1920 ҫулта РКП(б) ретне тӑнӑ[2].
Вӑрҫӑсем хушшинчи тапхӑрта вӑл Киеври тата Харьковри хӗрлӗ командирсен шкулӗсенче вӗреннӗ. Взвод, рота командирӗ, батальон тата полк штабӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1940 ҫултанпа Кемӗрти ҫар пехота училищин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Бурмакова Сталинград фронтӗнчи 38-мӗш мотострелоксен бригадин командирӗ пулма лартнӑ. Шӑпах унӑн салтакӗсем 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Сталинградра Ф. Паулюс генерал-фельдмаршала тыткӑна илнӗ[3]. Ҫак паттӑрлӑхшӑн Бурмакова Ленин орденӗпе чысланӑ, бригадӑна вара гварди ятне панӑ[2].
1944 ҫулта вӑл К. Е. Ворошилов ячӗллӗ Аслӑ ҫар академийӗн хӑвӑрт вӗренмелли курсне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 11-мӗш гварди ҫарне кӗрекен 31-мӗш гварди стрелоксен Витебск дивизийӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Иван Бурмаков гварди генерал-майор ертсе пыракан дивизи Беларуҫпа Литва ҫӗрӗсене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хастар хутшӑннӑ, Тухӑҫ Пруссине кӗрсе Инстербургпа Кёнигсберга илнӗ ҫӗрте палӑрнӑ[2].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Прегель юханшывӗ урлӑ каҫнӑшӑн тата Кёнигсберга илнӗ ҫӗрте паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Бурмаков Иван Дмитриевича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[1]. Вӑрҫӑ тапхӑрӗнче дивизи командирне Аслӑ Тӗп Ҫарпуҫӗн тав ҫыравӗсенче пилӗк хут асӑннӑ[4].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫар округӗсенче дивизисемпе корпуссене ертсе пынӑ, Одессӑри пехота училищин пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1955 ҫулхи ака уйӑхӗнче запасра. Одессӑра пурӑннӑ. 1973 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ № 5034 (19.04.1945)[5];
- Виҫӗ Ленин орденӗ (01.04.1943[6], 21.02.1945[7], 19.04.1945[5]);
- Виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (24.09.1944[8], 03.11.1944[7], 20.06.1949[7]);
- Медальсем (ҫав шутра «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Кёнигсберга илнӗшӗн», «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн»).
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3
Бурмаков Иван Дмитриевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Коллектив авторов. Великая Отечественная: Комдивы. Военный биографический словарь / В. П. Горемыкин. — Кучково поле, 2014. — Т. 2. — С. 364—365. — 1000 экз. — ISBN 978-5-9950-0341-0.
- ^ Макаров В. Г. «Он на меня произвёл впечатление затравленного зверя…» Рассказывают очевидцы пленения генерал-фельдмаршала Паулюса и его генералов. // Военно-исторический журнал. — 2018. — № 2. — С.28—30.
- ^ Приказы Верховного Главнокомандующего в период Великой Отечественной войны Советского Союза. Сборник. М., Воениздат, 1975. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 793756. Д. 7. Л. 279 архив материалӗсем).
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 682525. Д. 24. Л. 51 архив материалӗсем).
- ^ 1, 2, 3 Награждён в соответствии с Указом Президиума Верховного Совета СССР от 04.06.1944 «О награждении орденами и медалями за выслугу лет в Красной Армии»
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 690155. Д. 4018. Л. 7 архив материалӗсем).
- ^ Сайт Архитектурная фотобаза. Одесса, Улица Бунина, 21 / Ришельевская улица, 13. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Коллектив авторов. Великая Отечественная: Комдивы. Военный биографический словарь / В. П. Горемыкин. — Кучково поле, 2014. — Т. 2. — С. 364—365. — 1000 экз. — ISBN 978-5-9950-0341-0.
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Юные герои Витебщины. — Мн., 1980.
- Галицкий К. Н. Годы суровых испытаний. 1941—1944 (записки командарма) — М.: Наука, 1973.
- . — Волг.: Издатель. — С. 88. — 800 с.