Бурмистров Иван Алексеевич
Иван Алексеевич Бурмистров (1903 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ, Ставрополь[d] — 1962 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ, Ставрополь[d]) — совет тинӗс ҫар ҫынни, шывай киммин командирӗ; ҫар морякӗсенчен чи малтан «Совет Союзӗн Паттӑрӗ» ята тивӗҫнӗскер (1938 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче). 1-мӗш рангри капитан (1940 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче)[1].
Пурнӑҫӗ
Фарфор хапрӑкӗн суту-илӳ агенчӗн ҫемйинче ҫуралнӑ[2]. Хулари училищере вӗреннӗ, анчах ҫемьери йывӑрлӑхсене пула вӗренӗве пӑрахма тивнӗ. 1917 ҫултанпа сӑран савутӗнче ӗҫленӗ. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче уйрӑм тӗллевлӗ пайсенче (ЧОН) тӑнӑ, Ҫурҫӗр Кавказра бандитсене пӗтерме хутшӑннӑ.
1923 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тинӗс ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, ҫав ҫулах ВКП(б)-на кӗнӗ. 1932 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ тинӗс ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ[1].
Хура тинӗс флотӗнче шывай киммисен командирӗн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ. 1934 ҫулта «Л-4» кимӗри пушарта питӗ хытӑ аманнӑ. Каярахпа «А-2» шывай киммин командирӗ пулнӑ.
1936 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа Испанири граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Испани республикин шывай киммисен командирӗ пулнӑ. Тӑшмансем хупӑрласа илнӗ Гибралтар тинӗс пырӗ витӗр кимӗне илсе тухнӑ[3].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1938 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ҫар тата интернационал тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Бурмистров 3-мӗш рангри капитана Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Феодоси, Ялта, Севастополь хулисенчен ҫынсемпе япаласене эвакуацилессине ертсе пынӑ. 1941 ҫулхи раштавра Керчь-Феодоси десант операцине хатӗрлесе разведкӑна ҫӳренӗ, десанта хӑй те хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче йывӑр аманнӑ.
1945 ҫулта Тинӗс ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. Тӗрлӗ тинӗс ҫар училищисенче вӗрентнӗ. 1950 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче отставкӑна тухнӑ[1].
Ставрополь хулинче пурӑннӑ, сӑран савутӗнче директорта ӗҫленӗ. Икӗ ывӑлӗ те тинӗс ҫар ҫыннисем пулса тӑнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1938 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче)
- Икӗ Ленин орденӗ (1938 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче; 1949 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче)
- Икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1937 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче; 1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче)
- Медальсем
- Ставрополь хулин хисеплӗ гражданинӗ (1984 ҫул, вилнӗ хыҫҫӑн).
Астӑвӑм
- 1963 ҫулта Ставропольти пӗр урама унӑн ятне панӑ.
- Ставрополь хулинчи 11-мӗш шкул И. А. Бурмистров ячӗпе хисепленет, шкул ҫурчӗ умӗнче палӑк вырнаҫтарнӑ. Унӑн ячӗпе вулавӑш-музей ӗҫлет.
- Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- 1988 ҫулта ГДР-та «Иван Бурмистров» ятлӑ пулӑ тытмалли траулера шыв ҫине антарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Воробьёв Е., Белова И. Подводники — Герои Советского Союза. Бурмистров Иван Алексеевич. // Морской сборник. — 2005. — № 3. — С.73.
- ^ Бурмистров А. И. Флагман: Семья моряка. / Литературная обработка В. Петрова. — Фонд духовного просвещения, 1999. — 109 с. — ISBN 5-900828-46-8.
- ^ Толмачев В. А. Советские военные моряки в Испании. 1936—1939 гг. // Военно-исторический журнал. — 2006. — № 7. — С.56-58.
Вуламалли
- Герои Советского Союза Военно-Морского Флота. 1937—1945. — М.: Воениздат, 1977.
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Кузнецов И. И., Джога И. М. Первые Герои Советского Союза (1936—1939). — Иркутск, 1983.
- Бурмистров А. И. Флагман: Семья моряка. Литературная обработка В. Петрова. — Ставрополь : Фонд духовного просвещения, 1999. – 109 с. ISBN 5-900828-46-8.
- Олегова О. Жизнь и судьба Ивана Бурмистрова. // Виктория — Большой Сбор. — 2004. — № 1 (5). — С. 40-42.
- Frank, Willard C. Submarinos republicanos españoles bajo mando soviético (III). Revista de Historia Naval, 2000, Año nº 18, Número 70. ISSN 0212-467X. Madrid, Instituto de Historia y Cultura Naval, Armada Española. Pag. 46.
Каҫӑсем
- Бурмистров Иван Алексеевич. Хронос : Биографический указатель. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
- Метёлкина О. Ташлянская гавань героя-подводника. Вечерний Ставрополь (14 утӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- Четыре дня и три ночи «Армении»: череда ошибок
- Четыре дня и три ночи «Армении»: от Севастополя до Ялты
- Четыре дня и три ночи «Армении»: допросы и показания