Бурмистров Юрий Васильевич
Юрий Васильевич Бурмистров (1934, Рамзай[d], Средневолжский край[d] — 1956 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ, Будапешт) — Совет Ҫарӗн гварди рядовойӗ, 1956 ҫулхи Венгри пӑлхавне путарма хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1956).
Пурнӑҫӗ
Юрий Бурмистров 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Мӑкшӑ районӗнчи (халӗ — Пенза облаҫӗ) Рамзай ялӗнче рабочий ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ, кайран Пензӑри хапрӑкпа савут шкулне (ФЗУ) вӗренсе пӗтернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн 1953 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫара чӗничченех «Электроавтомат» савутра слесарь пулса ӗҫленӗ[1]. Пенза облаҫӗнчи Терновка районӗнчи ҫар комиссариачӗ ӑна СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Совет Ҫарне хӗсмете чӗннӗ. Венгри Халӑх Республикин территорийӗнчи совет ҫарӗсен уйрӑм корпусӗн йышӗнче хӗсметре тӑнӑ, 2-мӗш гварди механизациленӗ дивизийӗн 5-мӗш гварди механизациленӗ полкӗнчи ҫыхӑну ротинче лини пӑхса тӑракан пулнӑ[1].
Паттӑрлӑхӗ
Юрий Бурмистров 1956 ҫулхи Венгрири пӑлхав вӑхӑтӗнче палӑрнӑ, официаллӑ ӑна «контрреволюци пӑлхавне путарни» тесе ят панӑ[1].
1956 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче Бурмистров Будапештра ҫыхӑну тӗввине хуралласа тӑнӑ. Ҫав кун ҫыхӑну тӗввине венгр пӑлхавҫисем тапӑннӑ. Бурмистров тӑшмансен тапӑнӑвне пулемётран персе сирсе янӑ. Кӗҫех вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен уйрӑлса юлнӑ. Тӑшман Бурмистров патне питӗ ҫывӑх пырсан, вӑл хӑйне те, вӗсене те гранатӑпа сирпӗнтернӗ. Будапештри Керепешинче пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1956 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Юрий Бурмистров гварди рядовойне вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ[1].
Астӑвӑм
- Будапештри Керепешире пытарнӑ[1].
- Унӑн ятне ӗмӗрлӗхе мотострелоксен полкӗн харпӑр йышӗн списокне ҫырса хунӑ[1].
- Пенза хулинче пӗр урам ун ячӗпе хисепленет[1]. Бурмистров урамӗнчи 16А №-лӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑмипе никӗс чулӗ вырнаҫтарнӑ.
- Пенза хулинчи вӑл вӗреннӗ 61-мӗш вӑтам шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.