Бурындин Андрей Александрович
Андрей Александрович Бурындин (1920 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ, Нижнеозёрное[d], Усть-Пристанский район[d] — 1992 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ, Куяган[d], Алтай Ен) — Совет Ҫарӗн старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулсем
Бурындин Андрей 1920 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Нижнеозёрное ялӗнче (халӗ — Алтай крайӗнчи Усть-Пристань районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, Алтай районӗнчи Куяган ялӗнчи «Прожектор» колхозра выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
1940 ҫулта Алтайри райвоенкомат ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1941 ҫулхи утӑран пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Анӑҫ, Брянск, Тӗп, 1-мӗш тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Севск рейдне, Курск ҫапӑҫӑвне, Днепр урлӑ каҫассине, Беларуҫа ирӗке кӑларассине, Висла-Одер тата Берлин операцине хутшӑннӑ[2][1].
1945 ҫулхи кӑрлач тӗлне Бурындин Андрей гварди старшини 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди кавалерин корпусӗнчи 4-мӗш гварди кавалерин дивизийӗн 16-мӗш гварди кавалерин полкӗн миномёт взводне ертсе пынӑ[2].
Паттӑрлӑхӗ
Варшава-Познань операцине ирттернӗ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Штрассфорт ялӗ (Польша, Ястрове хулинчен 8 километр ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле) патӗнче Кюддов (Гвда) юханшыв урлӑ каҫнӑ вӑхӑтра унӑн миномёт взвочӗ полкӑн малти отрячӗпе пӗрле ӗҫленӗ. Бурындин куҫса ҫӳрекен сӑнав пункчӗ йӗркеленӗ те, тӑшманӑн артиллерипе миномёт тата пулемёт вӑйлӑ персе тӑнине пӑхмасӑр кӗпер патнех тухнӑ. Кӗпер патне телефонистпа тата ҫыхӑнуҫӑпа пырса, вӑл кӗпере сирпӗтме хӑтланнӑ нимӗҫсен виҫӗ сапёрне хӑйӗн пӑшалӗнчен персе тӑкнӑ, ҫавна май кӗпере сирпӗтессинче ҫӑлса хӑварнӑ[2].
Ҫакӑн хыҫҫӑн Бурындин юханшыв урлӑ каҫнӑ та, юр кӗрчӗсем хушшинче пытана-пытана, тӑшманӑн хӳтӗленӗ рубежӗ патне ҫывхарнӑ. Кӗпер тӑрӑх пемелли тӑшманӑн точкисене хӑй асӑрханӑ, хӑйӗн миномёт взводне ун енне пеме ыйтнӑ. Ҫакӑ вара алӑпа пемелли 4 пулемёта, станоклӑ 2 пулемёта, танка хирӗҫ пемелли 1 пӑшала тата 80 яхӑн гитлеровеца пӗтерме май панӑ. Ку вара малти отряда, кайран вара пӗтӗм полка та юханшыв урлӑ каҫма май туса панӑ. Дивизи Ястров хули тӗлӗнче пысӑк плацдарм ярса илме пултарнӑ[2].
Ҫапӑҫусен вӑхӑтӗнче унӑн взвочӗ пӗтӗмпе 750 яхӑн салтакпа офицера пӗтернӗ, 90 ҫынна тыткӑна илнӗ, ҫавӑн пекех станоклӑ 11 пулемёт, алӑпа пемелли 21 пулемёт, 8 миномёт, шултра калибрлӑ 2 зенитлӑ пулемёт, 7 автомашина тата ҫар хатӗрӗсем тиенӗ 25 урапа аркатнӑ[2].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Бурындин Андрей гварди старшинине Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисеплӗ ятне панӑ, унпа пӗрле Ленин орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (7086 №-лӗ) парса чысланӑ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем
1946 ҫулта Бурындина демобилизациленӗ. Алтай крайӗнчи Алтай районӗн Куяган ялӗнче пурӑнса ӗҫленӗ. 1992 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (31.05.1945, 7086 №-лӗ)[2];
- Ленин орденӗ (31.05.1945)[2];
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ[2];
- Икӗ I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ[2];
- II степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ[2];
- икӗ «Хастарлӑхшӑн» медаль тата «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль[1].
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Боевая слава Алтая. 3-е изд., испр. и доп. Барнаул, 1978. / стр. 40.
- Кузнецов И. И., Джога И. М. Золотые Звёзды Алтая. Барнаул, 1982. / стр. 40–41.
- Иван Бунин. Ради жизни // Алтайская правда. 1966. 9 май. С. 3.
Каҫӑсем
Бурындин Андрей Александрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Герои Советского Союза на сайте Алтайской межпоселенческой библиотеки
- Страница А. А. Бурындина на портале «Бессмертный полк»