Бурят чӗлхи кунĕ
Бурят чӗлхи кунӗ (бур. Буряад хэлэнэй үдэр) — бурят чӗлхине халалланӑ уяв. Пӗрремӗш хут Бурят Республикинче 2006 ҫулта ирттернӗ. Бурят чӗлхин Бурят Республикин патшалӑх чӗлхин статусӗ пур[1]. Бурят Республикин «Буряти Республикинчи халӑхсен чӗлхисем ҫинчен» [2] тата «Бурят чӗлхине Бурят Республикин патшалӑх чӗлхи пек пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен»[3] саккунсем йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ хыпар тӑрӑх бурятла калаҫакан-ӑнланакан 318 000 пуҫласа 369 000 таран ҫын шутланать. Раҫҫей регионӗсенче — Бурят Республикинче, Иркутск облаҫӗнче тата Байкал Лешъен крайӗнче, бурят халӑхӗ ӗмӗртенех пурӑннӑ вырӑнсенче, бурят чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра тата общество пурнӑҫӗнче усӑ кураҫҫӗ. Бурятла кӗнекесемпе хаҫатсем, вӗренӳпе методика литератури, телевидени программисем тухаҫҫӗ, «Буряад ФМ» радиоканал тата «Буряад ТВ» телевидени каналӗ талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ, ҫаплах интернет-сайтсем, каналсем тата социаллӑ сетьсемпе мессенджерсенче ушкӑнсем пур.
Уяв кун-ҫулӗ
Бурят чӗлхи кунне никӗслекенсем — Бурят Республикин Пуҫлӑхӗ, Бурят Республикин Правительстви, Бурят Республикин Халӑх Хуралӗ тата Пӗтӗм бурятсен культура аталанӑвӗн ассоциацийӗ. Бурят чӗлхи кунне пӗрремӗш хут 2006 ҫулта паллӑ тунӑ. 2007 ҫулта Бурят Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Леонид Потапов Буряти Республикин Правительствин «Бурят чӗлхи кунӗ» республика уявне ирттересси ҫинчен» (02. 04. 2007 ҫ. № 205-р) хушӑвне кӑларнӑ[4]. Бурят чӗлхи кунне ҫулсерен юпа уйӑхӗн 4-мӗш эрнекунӗнче бурят чӗлхин уйӑхлӑхне вӗҫлесе тата пӗтӗмлетсе паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв
Хальхи вӑхӑтра йӗркеленнӗ йӑлапа уява юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ, уявпа республикӑра ҫулсерен пӗлтерекен бурят чӗлхин уйӑхлӑхне вӗҫлеҫҫӗ. Бурят Республикин Правительстви уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче ирттерекен тата пурнӑҫлакан мероприятисемпе проектсен планне ҫирӗплетет. Уяв шайӗнче тӗп хулапа районсенче ҫак уйӑхлӑхра тӗрлӗ мероприяти иртет: викторинӑсем, таврапӗлӳҫӗсен турнирӗсем, вулакансен, сочиненисен, диктантсен, бурят чӗлхипе литературине вӗрентмелли методика хатӗрӗсен, интернет-сайтсем хатӗрлекенсен конкурсӗсем, челленджсем. 2024 ҫулта бурят чӗлхин уйӑхлӑхне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин пӗлтернӗ Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ. Бурят чӗлхин кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятире Бурят Республикин Пуҫлӑхӗн бурят чӗлхине аталантарас енӗпе паракан «Үндэһэн хэлэнэй үлзы хэшэг» — «Тӑван чӗлхен сӑваплӑ парни» — преми лауреачӗсене чыслаҫҫӗ.