Буткевич Леонид Владимирович
Леонид Владимирович Буткевич (1918 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ, Чашникский район[d], Витебск облаҫӗ[d] — 1985 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ, Ессентуки[d], Ставрополь Ен) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн аслӑ лейтенанчӗ[1], РККА Польша походне тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗ
Леонид Буткевич 1918 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Хотлино ялӗнче (халӗ Беларуҫри Витебск облаҫӗн Чашники районӗ) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ[2]. 1935 ҫулта Орша хулинчи чукун ҫул транспорчӗн техникумне вӗренсе пӗтернӗ, кайран Колодня чукун ҫул станцийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
1937 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. РККА Польша походне хутшӑннӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнчи ҫапӑҫусене вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа хутшӑннӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Кӑнтӑр, Кавказхыҫ тата Ҫурҫӗр Кавказ фронтӗсенче ҫапӑҫнӑ. Новороссийскпа Кавказа хӳтӗлессине тата Крымшӑн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫултанпа — ВКП(б) пайташӗ.
1943 ҫулхи утӑ тӗлне Буткевич лейтенант Ҫурҫӗр Кавказ фронтӗнчи 18-мӗш ҫарӑн 318-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1331-мӗш стрелоксен полкӗн взводне ертсе пынӑ[3]. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне вӑл снайпер пӑшалӗпе тӑшманӑн 315 салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, ҫавӑн пекех 50 ытла салтакне снайпер ӗҫне вӗрентнӗ[3]. Пӗтӗмпе вӑл 325 тӑшмана (вӗсен шутӗнче 42 пулемёт расчётне) пӗтернине ҫирӗплетнӗ[4].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн Леонид Буткевич лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (1159-мӗш номерлӗ) парса чысланӑ[3].
1945 ҫулхи раштавра Буткевич аслӑ лейтенант запасра юлнӑ[5]. Ставрополь крайӗнчи Ессентуки хулинче пурӑннӑ, фотографи цехӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, ача-пӑча санаторийӗнче вӑй хунӑ[6][3][7][8]. 1985 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче вилнӗ[3]. Ӑна Ессентуки хула масарӗнче пытарнӑ (унӑн вил тӑпри уйрӑм статуслӑ)[9][10][5][9].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ);
- Ленин орденӗ (1943 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1942 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ[11]);
- I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
- Медальсем[3].
Астӑвӑм
- Ессентуки хулинче вил тӑпри ҫинче палӑк вырнаҫтарнӑ (1985).
- Ҫав хуларах асӑну хӑми уҫнӑ[12].
Ӑнлантарусем
- ^ Буткевич Леонид Владимирович. Бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Деревня Хотлино. radzima.net. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6
Буткевич Леонид Владимирович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Буткевич Леонид Владимирович. Советские асы 1936-1953. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Буткевич Леонид Владимирович. Бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ 105 лет со дня рождения Героя Советского Союза Леонида Владимировича Буткевича. warmuseum.by. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ В Ессентуках вспоминают Героя СССР, снайпера Леонида Буткевича. espanorama.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ В Ессентуках чтят память фронтовиков — Героев СССР. espanorama.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Буткевич Леонид Владимирович. Захоронение. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Индивидуальная могила Героя Советского Союза Леонида Владимировича Буткевича. Яндекс Карты. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Буткевич Леонид Владимирович. Наградной лист. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
- ^ Мемориальная доска Герою Советского Союза Буткевичу Леониду Владимировичу. Яндекс Карты. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
Вуламалли
- Буткевич Леонид Владимирович // Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Герои боёв за Крым. — Симферополь: Таврия, 1972. — С. 52-53.
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — С. 80. — 607 с. — 65 000 экз.