Бутко Пётр Клементьевич

Пётр Клементьевич Бутко (1923 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Днепропетровск1989 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ, Днепропетровск) — лейтенант, 266-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1010-мӗш стрелоксен полкӗн батальон комсоргӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946)[1].

Пурнӑҫӗ

Пётр Бутко 1923 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Екатеринослав хулинче (халӗ Днепр) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ[1]. Наци тӗлӗшӗпе украин. Чукун ҫул ҫумӗнчи 8 класс вӗренмелли шкула вӗренсе пӗтернӗ. Вӑрҫӑ пуҫланиччен Алтай крайӗнчи Барнаул хулинчи савутра слесарь пулса ӗҫленӗ[1].

1941 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа фронтри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Разведчик пулнӑ. 1944 ҫулта батальонсемпе полксен комсоргӗсен курсне вӗренсе пӗтернӗ. Сталинград ҫапӑҫӑвне, Украинӑна ирӗке кӑларакан ҫапӑҫусене, Одер урлӑ каҫма тата Берлина илес ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[1].

1945 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Берлинти Варшадер чукун ҫул станцийӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура Бутко кӗҫӗн лейтенант хӑйӗн ушкӑнӗпе пӗрле тӑшман хӳтӗленекен ҫурта киркапа стенасене шӑтарса кӗрсе пулемётчиксене тата автоматчиксене пӗтернӗ. Ку вара пирӗн пехотӑна станцие ярса илме май панӑ. Акан 28-мӗшӗнче Александр Плац районӗнче тӑшманӑн контратакине сирсе янӑ, ҫурта тапӑнакан фашистсене гранатӑсемпе пӗтернӗ тата пушара сӳнтернӗ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн Бутко Пётр кӗҫӗн лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (6681-мӗш номерлӗ) парса чысланӑ[1].

undefined

1949 ҫултанпа — ВКП(б) пайташӗ[1]. 1950 ҫулччен ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн 1967 ҫулччен Карл Либкнехт ячӗллӗ Анатри Днепр пӑрӑх прокачӗн савутӗнче ОТК контролёрӗ пулса ӗҫленӗ[1].

Днепропетровск хулинче пурӑннӑ. 1989 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче вилнӗ[1].

Астӑвӑм

  • Днепропетровск хулинче (халӗ Днепр) вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Бутко Пётр Клементьевич. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Бутко Петр Климентьевич // Золотые Звёзды : Книга о дважды Героях и Героях Советского Союза, уроженцах Днепропетровщины / сост. Н. С. Головин, В. Н. Петрищева ; при участии Ф. А. Матюшко, А. И. Посаднев ; ред. М. А. Штейн. — Днепропетровск : Промiнь, 1967. — С. 103—105. — 432 с. — (Герои Советского Союза).
  • Бутко Петр Климентьевич // И генерал, и рядовой… : Очерки о Героях Советского Союза, уроженцах Днепропетровской области / Н. И. Воробьёв, С. А. Герасименко, В. Л. Головко и др. ; сост. А. Ф. Снитко ; ред. Г. В. Николенко, К. К. Чернышев. — Днепропетровск : Промiнь, 1983. — С. 92—95. — 567 с. — (Герои Советского Союза). — ББК 63.3(2Ук)722.78.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем