Вăйăм (пĕлтерĕшсем)
Вăйăм, ăнă хăш чухне тăвăм тенипе (синоним пек) улăштарма пулать:
- Вăйăм (физикăлла кап) — физикăри тĕпре тăракан ăнлавсенчен пĕри. Физикăлла система куçнин виçине палăртакан скалярла физикăлла кап. Вăйăм — физикăлла система куçнин траекторине аргумент пек илсе чăн хисепе результат пек кăтартакан математикăлла функционал.
- Вăйăм (психологи) — социаллă психологири ятарлă процеса пĕлтерекен ăнлав. Витĕм.
Çавăн пекех
Татах та çавăн пекех
"Вăйăм" сăмах пирки кĕскен
"Вăйăм" сăмах чăваш чĕлхин кашни сăмахсарĕ çинче тенĕ пекех пур. Анчах та вăл еплерех пулса кайни уçăмлах мар. Вăй+ăм=вăйăм теме пулать. Анчах та кун пек -ăм аффикс глаголсем çумне çеç пĕрлешет. Çапла вара чăваш чĕлхинче тахçан *вăй- глагол (ĕçхĕле пĕлтерекен сăмах) пулнă темешкĕн тивет.