Вĕçекен пакша

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Вĕçекен пакша

Вĕçекен пакша - кĕлетки ахаль пакшанни евĕрлех. Хӳри вара кĕске, кĕлетки те икĕ хут кĕскерех. Вĕçекен пакшан хăлха çунатти вăрăм мар, вĕçĕсенче те çăм пĕрчисем çук. Малти ик урипе кайри ик ури хушшинче тир хутламĕ пур. Вĕçекен пакша, хутламĕ тата çăмламас хӳри пулăшнипе, пĕр йывăç çинчен теприн çине 50 метр таран ярăнса вĕçме пултарать. Вĕçекен пакша хыр вăрманĕсенче кăна тĕл пулать. Вĕçекен пакша ами çура тăвать. Ӗмĕрĕ 10-12 çултан иртмест.