Ванюшин Вячеслав Михайлович
Ҫын пирки | |
Ванюшин Вячеслав Михайлович |
Ванюшин Вячеслав Михайлович (1956 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ, Мӑн Хураҫка, Муркаш районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1956 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Муркаш районӗнчи Мӑн Хураҫка ялӗнче ҫуралнӑ. Улатӑр вӑрман техникумӗнчен (1978) вӗренсе тухнӑ, каярах куҫӑм мар мелӗпе Йошкар-Олари Мари патшалӑх политехника институтне (1999) вӗренсе пӗтернӗ. Ӗҫ биографине Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче пуҫланӑ. 2008 ҫулччен вӑрман питомникӗн ӑсти пулса вӑй хунӑ. Вӑл ертсе пыракан питомник пӗрре кӑна мар Раҫҫей вӑрман хуҫалӑх патшалӑх комитечӗн «Пысӑк шайри питомник» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. 2008 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва кайиччен Шӑмӑршӑ лесничествинче участок пуҫлӑхӗ пулса вӑй хунӑ.
Хисепӗсем
- Федерацин Вӑрман хуҫалӑхӗн агентствин Хисеп грамоти (2009, 2021);
- Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2020);
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1995);
- «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (1988).
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь . — Новое время, 2023. — С. 115—116. — 168 с.