Вая (юханшыв)

 

ВаяЧулхула облаçĕнчи юханшыв[2], Уста шывĕн сылтăм юппи.

Тавралăхĕ

Юханшыв çăлкуçĕ Пĕсменер (выр. Письменер) ятлă ялтан пĕр çухрăмра вырнаçнă. Малтан кăнтăралла, кайран чылай хушă кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать. Вая ял тăрăхĕнче хĕвеланăçнелле пăрăнать те çапла май юхса Атазик ял çывăхĕнче Уста шывĕпе пĕрлешет.

Вая юпписен шучĕ хĕрĕх ытла, вĕсенчен пысăккисем çаксем шутланаççĕ: Гремчуг, Чăнкă Лог (выр. Крутой Лог), Шата (выр. Шада), Курдома, Синкĕ (выр. Синьга, сылтăм юппи), Синкĕ (выр. Синьга, сулахай юппи), Синчуваж, Суда, Отломка, Яхта, Мăкшура (выр. Мокшура), Красница, Шитовка, Лука.

Раççей патшалăх реестăринчи данныйсем[3]:

  • Раççей патшалăх реестăринчи кочĕ — 08010400212110000043168
  • гидрологи тĕпченипе кочĕ (ГИ) — 110004316
  • бассейн кочĕ — 08.01.04.002
  • ГИпе том номерĕ — 10
  • ГИпе кăларăм — 0


Юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх чылай юхнăран ун хĕрринче пушă ялсем кăна вырнаçнă: Вершинино, Шиликша.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
  2. ^ «Центр российского регистра гидротехнических сооружений и государственного водного кадастра».
  3. ^ Государственный водный реестр РФ: Вая. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.

Вуламалли

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.