Ведомость (юханшыв)
Ведомость — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Хухлама шывĕн юппи[2].
Тавралăхĕ
Çӳлти юхăмра юханшыв Кĕçĕн Ведомость ятлă. Ун çăлкуçĕ Тезенино ялĕ патĕнче вырнаçнă.
Урлино ял патĕнче Хухлама шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă ытла, пысăккисем çук.
Ведомость шывĕ малтан кăнтăралла юхать, Çăкалăх (выр. Липовка) патне çите пуçласан хĕвеланăçнелле пăрăнать. Кривое ялтан иртсен пĕр хушă кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать те, кайран каллех хĕвеланăçнелле çаврăннă хыççăн Хухлама шывĕпе пĕрлешет.
Ялсем
Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Тезенино, Протазаново, Анисимово, Федулово, Ключи, Мартыново, Карпово (пушă ял), Кривое, Мешково, Урлино.
Раççей патшалăх реестăринчи данныйсем[3]:
- Раççей патшалăх реестăринчи кочĕ — 08010300512110000017282
- гидрологи тĕпченипе кочĕ (ГИ) — 110001728
- бассейн кочĕ — 08.01.03.005
- ГИпе том номерĕ — 10
- ГИпе кăларăм — 0
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
- ^ «Центр российского регистра гидротехнических сооружений и государственного водного кадастра».
- ^ Государственный водный реестр РФ: Ведомость. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
Вуламалли
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |