Вертикаль (сӑрт-ту центрӗ)

ВертикальШупашкар хула чиккинче вырнаҫнӑ сӑрт-ту центрӗ. Хула ҫыннисем кунта сноубордпа тата сӑрт-ту йӗлтӗрӗсемпе ярӑнма пултараҫҫӗ.

Сӑрт-ту центрӗн адресӗ: Шупашкар хули, Энергетиксен урамӗ, 1А. Центр 14 сехетрен пуҫласа 18 сехетччен ӗҫлет. Канмалли кунсенче 10 сехетрен ӗҫлеме пуҫлать[1].

Центр пирки

Cӑрт-ту центрӗ Шупашкарти сӳнмен ҫулӑм патӗнче вырнаҫнӑ, ку вырӑна 1990-мӗш ҫулсенчех хӑтлӑлатма пуҫланӑ[2]. Унӑн икӗ трасса пур, кашнипе юнашар бугельлӗ подъемник пур — унпа усӑ курса сӑрт-ту йӗлтӗрӗпе ярӑнма юратакансем тата сноубордистсем аялтан ҫӳле хӑпарма пултараҫҫӗ. Юра куллен ратракпа хытараҫҫӗ.

Ярӑнма килекенсем йӗлтӗрсемпе сноубордсене, ҫавӑн пекех ятарлӑ тумтирпе пушмака тара илме пултараҫҫӗ. Юнашар пысӑках мар кафе пур: унта ҫырткаласа илме пулать, хӑнасем унта вӗри апатпа хӑналанайраҫҫӗ[3].

Центрта опытлӑ инструктор пур — уйрӑм хакпа вӑл ҫынсене сӑрт-ту йӗлтӗрӗпе ярӑнма вӗрентме пултарать.

Хӗлле кунта сӑрт-ту спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем те иртеҫҫӗ[4]. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев ку трассӑпа кулленех усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем ярӑннисӗр пуҫне, опыт пухнисӗр пуҫне, ыттисем валли ӑсталӑх класӗсем те ирттереҫҫӗ[5].

Ярӑнмалли тӑвайккисем

Пӗр трассӑн вӑрӑмӑшӗ — 400 метр (теприсем 600 метр теҫҫӗ[3]). Чи ҫӳллӗ тата чи аялти точкӑсем хушши — 100 метр. Сӑрчӗ самай чӑнкӑ[1].

Тепӗр трасса 100 метр тӑсӑлать. Вӑл ытларах енӗпе йӗлтӗр ҫине тин кӑна тӑнисем валли.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫӑсем

Категорисем