Вершинин Прокопий Данилович
Вершинин Прокопий Данилович (1907 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ, Мӑштавӑш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1980) — шкул ачисене вӗрентекен, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын[1].
Кун-ҫулӗ
1930 ҫулта Платка пуҫламӑш шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1935 ҫулта ӑна шкул заведующине лартнӑ[2].
1937 ҫулта куҫамсӑр майпа Ҫӗрпӳри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ[2].
1942 ҫулта фронта тухса кайнӑ. Пушкин ячӗллӗ Хӗрлӗ Ялавлӑ 56-мӗш дивизи шутӗнче ҫапӑҫнӑ. Танксене аркатакан тупӑсен наводчикӗ пулнӑ[1].
Вӑрҫӑран 1945 ҫулта таврӑннӑ. Ҫӗньял-Ойкас пуҫламӑш шкулта, Ҫатра-Хочахмат, Ҫатра-Лапсар, Куснар шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ, заведующи пулса ӗҫленӗ. 1957–1967 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тепикасси пуҫламӑш шкулта заведующи пулнӑ[2].
1969 ҫултанпа тивӗҫлӗ канура[1].
Хисепӗсем
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль (1944)[3];
- «Ленинграда ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль;
- «1941–45 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- ЧАССР халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ.
Ҫемйи
Мӑшӑрӗ — Таисия Ефимовна. Мӑшӑрӗпе пӗрле икӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр пӑхса ӳстернӗ. Маргаритӑпа Тамара ашшӗ ҫулӗпе кайнӑ — шкул вӗрентекенӗсем пулса тӑнӑ. Тамара 1969 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППИ вӗтернсе пӗтернӗ те «Вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ» специальноҫӗ алла илнӗ. Маргарита Канашри педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ, пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. Каярах вал та И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППИ-ре пӗлӳ илнӗ те вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулса тӑнӑ[4].
Мӑнукӗсемпе тӑванӗсем те шкул ачисене пӗлӳ парас ӗҫе суйласа илнӗ. Сӑмахран, Маргаритӑн хӗрӗ Марина И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППИ-ре аслӑ пӗлӳ илсе Треньккасси вӑтам шкулӗнче вырӑс тата чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1885.html
- ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 114. — 505 с.
- ^ https://pamyat-naroda.ru/heroes/podvig-chelovek_nagrazhdenie35556413/?ysclid=ly5t28vrzt94245824
- ^ 1, 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносокdinastiне указан текст
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 114. — 505 с.
- Памяти живая нить: чернобыльцы Чувашии / Чуваш. респ. обществ. организация инвалидов «Союз «Чернобыль» ; [сост. В. И. Байдулов, С. А. Николаева, Л. П. Шабанова]. — Чебоксары, 2008 (Салика). — 214 с.