Вий (фильм, 1967)

Вий (выр. Вий) — Николай Васильевич Гоголӗн пӗр ятлӑ повеҫӗпе 1967 ҫулта «Мосфильм» студире ӳкернӗ сехметлӗ совет илемлӗ фильмӗ. 1968 ҫулхи совет кинопрокачӗн лидерӗсенчен пӗри (32,6 млн куракан). Фильм премьери 1967 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ[1].

Сюжет

Бурсаксене(выр.)чăв. каникула яраҫҫӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ, вӗсен хушшинче Хома Брут та пур, ҫӗрле ҫултан пӑрӑнса аташса каяҫҫӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем хутора пырса тӑрӑнаҫҫӗ, ватӑ хӗрарӑм патӗнче ҫӗр каҫма юлаҫҫӗ. Вӑл тухатмӑш иккен, Хомана йӗнерлесе, унпа сывлӑшра вӗҫет. Хоман ҫӑлӑнса тухатмӑша виличчен хӗнесе пӗтерме май килет, ҫав вӑхӑтрах карчӑк хӗр пулса тӑрать. Хытӑ айӑпласран хӑраса, Хома каялла бурсӑна тарать. Унта ректор ӑна панночка — Киевран 50 ҫухрӑмри хутор хуҫин, паллӑ сотникӑн, хӗрӗ — вилни ҫинченкалать, унӑн чи юлашки ӗмӗчӗ ӑна юлашки ҫула ӑсатма Хома кӗлӗ вуламалли пулни ҫинчен пӗлтерет. Хомӑн ирӗксӗрех каймалла пулать, ҫул ҫинче пӗрле пыракан сотник ҫыннисенчен тарма хӑтланать, анчах тараймасть.

Сотник Хомаран лешӗ унӑн хӗрӗпе мӗнле паллашни ҫинчен ыйтать, анчах хурав илеймест. Малти пӳлӗмре вилнӗ хӗрарӑма курсан, Хома хӑй вӗлернӗ тухатмӑш иккенне ӗненет. Сотник вилнӗ хӗрӗн пуҫӗ тӗлӗнче виҫӗ каҫ чиркӳре Псалтирь(выр.)чăв. вуласа кӗлӗ калама ыйтать, ҫакӑншӑн вӑл лайӑх укҫа-тенкӗ шантарать. Хома кӑмӑлсӑррӑн килӗшет.

Малтанхи каҫах, Хома чиркӳре пӗр-пӗччен вилнӗ ҫынпа юлсан, тӗлӗнмелле ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ: панночка пичӗ ҫине юнлӑ куҫҫуль тухать, ҫуртасем хӑйсемех сӳнеҫҫӗ. Ҫак ӑнсӑртлӑхсем пулнине ӗненсе, Хома Псалтирь вулама тытӑнать. Кӗтмен ҫӗртенех панночка тупӑкран тухать те Хомана шырама тытӑнать, анчах вӑл унран хӳтӗленет, урайне пурӑпа асамлӑ ҫаврашка туса хурать. Тухатмӑш карчӑк ун витӗр курма та, иртме те пултараймасть, ирхи пӗрремӗш автан сассипе тупӑка таврӑнать.

Вырӑнти ҫынсем вилнӗ ҫын тухатмӑш пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ, Хомаран вӑл темле тӗлӗнмелле япала курман-и тесе ыйтаҫҫӗ. Хома вӗсене хуравлама хӑяймасть, нимӗнрен те хӑрамасӑр малалла кӗлӗ вуласа вилнине ӑсатма шутлать. Ӗҫсе лартнӑскер, иккӗмӗш каҫхине вӑл тӳрех асамлӑ ҫаврашкана ӳкерсе хурать, анчах тухатмӑш халӗ чиркӳ тӑрӑх тупӑкра вӗҫме тытӑнать, тупӑкпа тӑрӑнтарса ҫаврашкана ватма хӑтланать. Ӗҫ ӑнманнипе тарӑхнӑ панночка Хомана тухатать, ҫавна пула лешӗ кӑвакарать те суккӑрланать. Хома ирхи автан пӗрремӗш хут авӑтасса аран-аран кӗтсе илет.

Хома питӗ хӑранипе музыкантсене кӗвӗ калама хушать, ташлать, ҫапла философ хытах кӑвакарнине асӑрханӑ хресченсене савӑнтарать. Тӑна кӗрсен вӑл пан сотник патне пырать те Псалтирь урӑх вуламассине пӗлтерет. Лешӗ бурсака сӑран канчуксемпе тискеррӗн хӗнессипе хӑратать. Вара Хома тарать, анчах вырӑнтисем ӑна вӑйпах каялла тавӑраҫҫӗ те чиркӳре ҫӑрапа питӗрсе хураҫҫӗ.

Виҫҫӗмӗш каҫхине панночка пӗтӗм усал вӑя — вупӑрсене, вурдалаксене — пулӑшма чӗнет, анчах Хома хӑйне хӑрушсӑрлӑхра туять. Вара вӑл Вия, ҫаврашка витӗр курма пултаракан таса мар вӑйран пӗртен-пӗрскере, илсе пыма хушать. Вий(выр.)чăв. куҫ хупанкисене ҫӗклет, вӑл Хома ҫине пӳрнипе тӗллесе кӑтартать, мӗскӗне усал вӑй тапӑнать. Автан авӑтнипе усал-тӗсел пытанать, Хомана вилӗ тупаҫҫӗ, тухатмӑш вилли каялла карчӑк пулса тӑрать.

Кӑштахран бурсара бурсаксем ҫак пулӑмсене сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри теприне Хома мӗншӗн вилни ҫинчен калать — мӗншӗн тесен вӑл хӑраса ӳкнӗ. Анчах унӑн юлташӗ, ҫапах та, ҫаксем пурте чӑннипе пулнине ӗненмест.

Рольсенче

Актёр Сӑнар
Леонид Куравлёв философ Хома Брут
Наталья Варлей панночка, сотникӑн хӗрӗ (Клара Румянова сасӑланӑ)
Алексей Глазырин сотник
Николай Кутузов тухатмӑш
Вадим Захарченко бурсак, богослов Халява
Пётр Вескляров бурса ректоре / Дорош
Владимир Сальников бурсак, ритор Тиберий Горобець
Дмитрий Капка Оверко
Степан Шкурат Явтух
Георгий Сочевко Степан
Николай Яковченко Спирид
Николай Панасьев лӑплантаракан
Титрта кӑтартман[комм. 1]
Актёр Сӑнар
Борислав Брондуков бурсак
Любовь Калюжная ял хӗрарӑмӗ
Александра Денисова ял хӗрарӑмӗ
Виктор Колпаков ял ҫынни
Сергей Степанов Вий
Борис Веселов ик сӑмсаллӑ вупӑр
Александр Лебедев качака сӑвакан бурсак
Михаил Крамар бурсак
Дмитрий Орловский ял ҫынни
Сергей Ваняшкин шӑхличҫӗ

Фильмпа ӗҫлекенсем

Сценарий Александр Птушко, Константин Ершов, Георгий Кропачёв
Режиссёрсем Константин Ершов, Георгий Кропачёв
Операторсем Фёдор Проворов, Виктор Пищальников
Художник Николай Маркин
Композитор Карен Хачатурян
Сасӑ операторӗсем Евгений Кашкевич, Ирина Стулова
Илемлӗх ертӳҫи тата трюксене лартакан Александр Птушко
Монтаж Тамара Зубова, Регина Песецкая
Художник костюмсен енӗпе Роза Сатуновская
Художник-гримёрсем Б. Егоров, З. Егорова
Маскӑсем Сарра Мокиль
Хутӑш ӳкерӳсем оператор: Борис Травкин

художниксем: Николай Звонарёв, В. Смирнов

Директор Виталий Кривонощенко

Истори

«Вия» экранизацилес шухӑш «Мосфильм» директорӗн Иван Пырьевӑн(выр.)чăв. пулнӑ. Вӑхӑчӗ ҫитменнипе вӑл СССР кинематографисчӗсен союзӗн Аслӑ режиссёр курсӗсенче вӗренекен икӗ ҫамрӑка картина ӳкерме сӗннӗ. Курссен ертӳҫи Леонид Трауберг Константин Ершовпа Георгий Кропачёв кандидатурисене тӑратнӑ.

Актёрсене суйласа илни

undefined

Панночка рольне малтан Александра Завьялована(выр.)чăв. ҫирӗплетнӗ (ҫавӑн пекех Ёла Санько, Светлана Коркошко тата Жанна Болотова пробӑсем иртнӗ). Анчах ӳкерӳ процесӗнче, Пырьев хистенипе, Завьялована рольтен пӑрнӑ, ӑна Наталья Варлей улӑштарнӑ. Тепӗр версипе, рольрен кайма Завьялован пулас упӑшки, Резо Эсадзе режиссёр, ыйтнӑ.

Таса мар вӑйпа ҫыхӑннӑ эпизодлӑ ӳкерӳсене цирк артисчӗсене тата спортсменсене чӗннӗ, вӗсен йышӗнче Борис Веселов пулнӑ[2]. Вия сӑнарлама цирк артистне, вӑй акробатне Сергей Степанова йыхравланӑ. Контраст валли массовкӑна темиҫе карлик кӗртнӗ. Таса мар вӑйсен маскисене Сарра Мокиль тунӑ.

Ӳкерӳ

undefined

Украинӑри виҫӗ православи храмӗнче ӳкернӗ: Ивано-Франковск облаҫӗнчи Богородчанск районӗнчи Горохолин Лес ялӗнчи Таса Турамӑш йывӑҫ чиркӗвӗнче (2006 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче тӗппипех ҫунса кайнӑ[3], 2008 ҫулта ун вырӑнне хӗрлӗ кирпӗчрен ылтӑн куполлӑ Успени чиркӗвне туса лартнӑ[4]), Чернигов облаҫӗнчи Седнев посёлокӗн Сӑваплӑ Георгий (Сӑваплӑ Юра) йывӑҫ чиркӗвӗнче (ӑна пӗр пӑтасӑр ӑсталанӑ), Чернигов облаҫӗнчи Елецк мӑнастирӗнче.

Ӳкернӗ материал «Мосфильма» ертсе пыракансен кӑмӑлне кайман, «ытла та пурнӑҫри пек» тенӗ. Ӗҫе паллӑ киноюмахҫа Александр Птушкона явӑҫтарма йышӑннӑ. Ҫавна пула Ершовпа Кропачёв ӳкернӗ нумай материалпа усӑ курман, чылай шухӑш ҫаплах пурнӑҫа кӗмен. Вийӑн сӑн-сӑпатне те улӑштарнӑ (Кропачёвпа Ершов шутланипе Вий сотник пек пулмалла пулнӑ). Нумай сценӑна ҫӗнӗрен ӳкернӗ. Птушко Вий костюмне ӑсталанӑ, унӑн дизайнне тунӑ, пӳрне валли механизмне хатӗрленӗ[5].

Комментарисем

  1. ^ Актёрсен хушамачӗсене 1966—1967 ҫулсенчи фильмсен каталогӗ тӑрӑх палӑртнӑ (1995)[1], ҫавӑн пекех кино пирки тӗрлӗ порталсене усӑ курнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Советские художественные фильмы, 1995, с. 143.
  2. ^ Борис Веселов / ИА "Амур.инфо" / 18 октября 2006. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  3. ^ На Украине сгорела церковь, где являлся Вий. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  4. ^ «Вий» 1967: первый советский ужастик с Куравлевым и Варлей 🎬 (выр.). vepts.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  5. ^ Монолог мастера cпецэффектов(паллӑ мар). Пражский экспресс — газета на русском языке в Чехии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

Советские художественные фильмы // Аннотированный каталог (1966—1967) / Сост. М. И. Павлова, В. П. Боровков. — М.: Нива России, 1995. — 288 с. — 7000 экз. — ISBN 5-88289-005-5.

Каҫӑсем

  • Вий (выр.). Мосфильм. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем