Викинг (фильм, 2016)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Викинг
Викинг
Жанр истори
вăрçă
приключени
Режиссёр Андрей Кравчук
Продюсер Константин Эрнст
Анатолий Максимов
Сценари
авторĕ
Андрей Рубанов
Виктор Смирнов
Оператор Игорь Гринякин
Кинокомпани Dago Productions
Дирекция кино
КИТ[1]
Тăсăлу 133 мин
Бюджет $13 млн[2]
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Çул 2016

«Викинг» (Андрей Кравчук режиссёр ӳнерленĕ Улатимĕр Святослав-ывăлĕ кнеçĕ пирки каласа кăтартакан раççей фильмĕ. Премьера 2016 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче иртнĕ[3].

Сюжет

Ӗҫсем X ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Руçре пулса иртеҫҫӗ. Фильмра калав варягсен хаяр та ултавлӑ Свенельд вăйпутĕнчен пырать. Вӑл Руçе тытса пыракан Рюрик йӑхӗнчен тухнӑ варяж улпучӗсем патĕнче хĕсметре тăнă.

975 ҫул. Древлянсен вырăс княҫӗ Олег Святослав-ывăлĕ хӗлле вӑрмана пысӑк тур чĕрчуна тытма каять. Вӑл тупăша хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрне Рогнедăна парнелесшӗн. Тискер кайӑка хӑваласа ярса илеççĕ кăна — унӑн пиччӗшӗн — Киев кнеçĕн Ярополк Святослав-ывăлĕн хĕсметçисем килсе тухаççĕ те тупăша туртса илеççĕ. Ҫиллине шӑнараймасӑр Олег вӗсен пуçлăхне Люта вӗлерет те, хӑйӗн усал ӗҫне пытарас тесе, чӗрӗ юлнӑ сунарҫӑсене хӑвалама тытӑнать.

977 ҫул. Кӗтмен ҫӗртенех Олега хирĕç шăллĕн туйне каясла тухнă Ярополк хăйĕн çарĕпе тĕл пулать. Олег вара çураҫнӑ хӗрӗн карманне — Полоцка — тарма шут тытать. Анчах та кармана кĕрсе пытанма ĕлкĕреймест — хапхине питӗрсе илеҫҫӗ, Олег вара лашипе пĕрлех шалчаллă шӑтӑка тăрăнса вилет. Айăпне Ярополк çине хураççĕ. Варяж саккунӗпе ирсĕр ĕçшĕн Рюрик кăкĕн чи кĕçĕннин — Новгород кнеçĕ Улатимĕрĕн — тавӑрмалла пулнă. Свенельд вăйпут ăна шырама килсен вӑл Пӑрлӑ тинӗс хӗрринче пытанать. Вунсаккăрти вырăс кнеçĕ Улатимĕр варягсен çарĕпе Руçе таврӑнать, унăн пӗр тӑванне тепӗр тӑван вилнӗшӗн тавӑрма тивĕç пур.

978 ҫул. Ҫул ҫинче Улатимĕрĕн Полоцк урлă кайма тивет. Унта Рогволод ятлӑ варяг кнеçĕ тытăмçă пулнă. Кĕрешӳре пулӑшу кирлипе Улатимĕр унӑн чаплӑ хӗрне Рогнеăна ҫураҫма пуçлать, анчах та хĕр унан амăшĕ чура пулнине асăнса, урса каять. Викингсен тĕкĕрчӗ кармана вирхӗнсе кӗрет, Улатимĕр (умĕн берсерксен ĕçмине ĕçнĕскер) хĕре ирӗксӗрлес кнеç хĕрне арăм тăвать. Рогволода тата арӑмне вӗлереҫҫӗ. Çакăн хыççăн пĕрлештернĕ çар Киев еннелле ҫул тытать.

Драккарсем çине ларса Улатимĕр ушкăнĕ Киев хапхи патнелле ыткăнать. Хулара никам та юлман. грексен карапне тытаççĕ, Ярополк арăмĕ Ирина тăван çĕре, Висанти империне, тарма хăтланнă, халĕ вара Улатимĕр аллине лекет. Йывăрланнă арăмне хăтармашкăн, Ярополк Киева калаçма килет те сарăмсăр вилет: дворец картишĕнче ăна Варяжко тĕкĕрçи умĕнчех хĕçсемпе чиксе вĕлереççĕ.

Ҫапла майпа Улатимĕр Святослав-ывăлĕ Мĕнпур Руçĕн тытăмçи пулса тӑрать. Мăн Киев кнеçĕ пулнипе Святослав ашшĕ пуççапнă Перун йывăç идола мăнаçлама тытăнать.

Улатимĕр кнеç пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ Варяжко ҫеҫенхирте печенегсем патне каять, юркăнсемпе пĕрле Киев çине тапăнаççĕ. Çеçенхиртен килнисене çапса аркатаççĕ. Хĕветĕр вăйпут (варяг, христианин) питĕ вăйлă çапăçать. Киев çыннисем печенегсене ҫӗнтернипе çутçанталăк тĕн уявӗ ирттереҫҫӗ, ӑрӑмҫӑсем Хĕветĕр ывӑлне — Иоанн ятлӑ каччăна чӳклеме хатӗрленеҫҫӗ. Хĕветĕр хăйĕн ывӑлне ҫӑласшӑн тӑрӑшать, анчах иккӗшӗ те ишӗлсе аннӑ хӳтлĕх пӗренисем айне пулса вилĕм тупаççĕ. Улатимĕр кнеç ӑрӑмçăсемпе хирĕçет, анчах та Ярополкăн тăлăха юлнă арăмĕ ăна йăпатать. Ирина ӑна Христос Турӑ пирки тата таса чун вилӗмсӗрлӗхӗ пирки каласа парать. Иринӑна тӑван ҫӗршыва яма шутланӑ чухне Улатимĕр Варяжко йӗркеленӗ экемете лекет. Аран-аран вилӗмрен хӑтӑлса, Улатимĕр кнеç Висанти империнчен пысăк карап çине тиесе илсе килнĕ парнесене тата Василий II император çырăвне тивĕçет. Кустантинрен килнĕ пурлăхсене викингсене тӳленĕ хыççăн Улатимĕр Корсунь çине харçăпа тухма хатӗрленет.

987 ҫул. Рогнеда, вăрçăра çĕнтерсен император йăмăкĕ мăн парне пулнине пĕлсен, хăйĕн упăшкине çывăрнă чухне вĕлерме тăрать. Анчах Улатимĕр вӑйлӑрах пулать.

988 ҫул. Корсуне чылай хушă хупӑрласа тӑни ăнăçу памасть. Улатимĕр çарçисем ҫӗрле лагерьтен тараҫҫӗ. Ирина пулăшнипе кăна чуллă карманăн хавшак тĕлне тупма пулӑшать. Хулари шыв пăрăхне татма кайсан Улатимĕр каллех Варяжкăпа тӗл пулать. Печенегсен çĕрлехи атакине каялла тапса ярсан, Корсунь шывсӑр юлать те парӑнать. Улатимĕр кнеç хулари христиансен храмне ҫӗнтерӳҫӗ пулса кӗрет. Унта Иринăн хакал ашшĕпе тата пулăшуçипе — Анастаспа — паллашать. Унпа чуна уçса калаҫнӑ хыҫҫӑн Улатимĕр Рогволдпа арăмне тата Хĕветĕрпе ывӑлне вĕлернĕшĕн айӑпа йышăнать, аслӑ князь вара Христос тĕнне кĕме тата вӑрҫӑсене пӗтерме шут тытать.

Анчах та Свенельд вăйпут йӑвашлӑха кăмăлламасть, пачах урӑхла, варягсен вӑрҫӑри ҫӗнтерӗвӗсене малалла тӑсасшӑн, халӗ ӗнтӗ, сӑлтав тупса, Улатимĕре Висанти çыннисене вунултă çул каярах Улатмĕр ашшĕне — Сятослав ватă кнеçе — Тăнăвар картлашкисем çинче печенегсен аллисемпе вĕлернĕшĕн тавӑрма ӳкӗтлет. Свенельд çапла Улатимĕре висанти императорне Ярополка вĕлернĕ пекех ултавлӑн вӗлерме чӗнет, анчах Улатимĕр килӗшменшĕн, Свенельд, тилӗрсе кайса ҫулпуҫа шанма пӑрахать, аслӑ кнеçе Хура тинӗсре путарма хӑтланать. Ун пек пулмасан ĕнтĕ Свенельд Улатимĕре вилӗмле ҫапӑҫма чӗнет. Свенельд çаплах Улатимĕр хакалла çĕнĕрен çуралнине йышăнмасть: "Ҫынсем улшӑнмаҫҫӗ!" — кӑшкӑрать вӑл. "Ӗненес тесен санӑн курмалла!" — тет те Улатимĕр хӗҫне ҫӗре чикет те йӑвашшăн чӗркуҫленет. "Хӗҫне ил, çарçă пек вил, чура ан пул!" — çухăрать Свенельд. "Эпӗ — Турӑ чури, урӑх никамăн та мар" — - хуравлать Улатимĕр. Свенельд, чĕркуçленнĕ хӗҫ-пӑшалсӑр çынна вӗлерме хал тупаймасть те тухса каять. Ҫапла вара ҫак фильмра хӑйне кӗҫӗне хуни вӑй-хала ҫӗнтерет.

Финал сценинче Анастас Тăнăвара киевсене шыва кӗртет, кнеçпе висанти еликĕ вара карап ҫинчен çак церемоние сӑнаҫҫӗ. Хӑрушлӑхсем, пылчӑк та, юн та хӗвеллĕ ҫутăпа тата шывра шыва кӗрекенсен шурӑ тумӗпе улшăнчӗҫ. Иринӑпа ывӑлӗ каллех Киевра пурӑнаҫҫӗ. Хула ҫийĕн, кивӗ çунтару масарĕ вырӑнӗнче, ҫынсем хӗрес лартаҫҫӗ.

Рольсем

  • Владимир Святославич, князь новгород, кайран аслă киев кнеçĕ[4]
  • Светлана Ходченкова — Ирина
  • Максим Суханов — Свенельд, воевода
  • Александра Бортич — Рогнеда Рогволодовна, полоцк кнеçни, Владимир Святославич арăмĕ[5]
  • Игорь Петренко — Варяжко, Ярополк кнеçĕң дружникĕ
  • Владимир Епифанцев — Фёдор
  • Андрей Смоляков — Рогволод, полоцк кнеçĕ
  • Кирилл Плетнёв — Олег Святославич, древлян кнеçĕ
  • Александр Устюгов — Ярополк Святославич, аслă киев кнеçĕ
  • Ростислав Бершауэр — Блуд, воевода
  • Павел Делонг — Анастас, сăваплăх ĕçтешĕ
  • Алексей Демидов — Самоха
  • Александр Лобанов — Путята
  • Харальд Розенстрем — Эйнар
  • Антон Адасинский — Волхв
  • Олег Доброван — Вальгард
  • Александр Армер — Ульвар
  • Иван Шмаков — Иоанн
  • Джон ДеСантис — Берсерк
  • Йоаким Наттерквист — Хевдинг

Туни

Актёрсене суйлани

Полоцк кнеçлĕхĕн Рогнеда кнеçни рольне Александра Бортич (беларус хĕрĕ) сăнарланă. Çак роле выляма çаплах Екатерина Вилкова актрисăна пăхнă.

Тĕп рольсене çаплах Виктор Вержбицкий, Сергей Пускепалис актёрсене пăхса илнĕ.

Асăрхавсем

Каçăсем