Вилнисен кунӗ
Уяв | |
Вилнисен кунӗ | |
![]() Вилнисен кунӗн тӗп сӑнарӗ шутланакан Катрина кӳлеписем | |
Тӗсӗ | Культура уявӗ |
---|---|
Официаллӑ | исп. El Día de Muertos |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | чӳк, 1 – чӳк, 2 |
Уявлаҫҫӗ |
![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Ҫыхӑннӑ | Пӗтӗм ҫветтуйсен кунӗпе, Пӗтӗм чунсен кунӗпе, Хэллоуинпа |
![]() |
![]() ![]() | |
Вилнисен кунӗ | |
---|---|
![]() | |
Патшалӑх |
![]() |
Область | Тӗн, Халӑх пултарулӑхӗ |
Каҫӑ | 54 |
Кӗртнӗ | 2008 ҫул (3-мӗш сесси) |
![]() |
Вилнисен кунӗ (исп. El Día de Muertos) — Мексикӑра, Гватемалӑра, Никарагуа, Гондурасра, Сальвадорта вилнисене асӑнса ирттерекен ҫулсерен палӑртакан уяв. Кунти халӑхсем ӗненнӗ тӑрӑх ҫак кунсенче вилнӗ тӑванӗсен чунӗсем тӑван киле пырса каяҫҫӗ. Ку йӑла-йӗрке майя тата ацтек индеецсен йӑлипе ҫыхӑннӑ, вӗсем Миктлансиуатль турра парне кӳнӗ[1], пуҫ шӑмми — цомпантли — ӳкерсе хӳме ӑсталанӑ[2].
Уяв календарьпе икӗ католиксен уявӗпе — Пӗтӗм ҫветтуйсен кунӗпе (чӳкӗн 1-мӗшӗ) тата Пӗтӗм чунсен кунӗпе (чӳкӗн 2-мӗшӗ) пӗр вӑхӑта килет. Уявпа ҫыхӑннӑ йӑласем шутне вилнӗ ҫынна халалланӑ уйрӑм алтарьсем ӑсталасси кӗрет, унта сахӑртан, вербенӑран тунӑ пуҫ купташкисем вырнаҫтараҫҫӗ, вилнӗ ҫыннӑн юратнӑ апат-ҫимӗҫӗпе ӗҫми-ҫимине лартаҫҫӗ. Вил тӑпри ҫине ҫитсе ҫак парнепе сӑйласси те йӑласен шутне кӗрет.
2003 ҫулта ЮНЕСКО уява этемлӗхӗн материллӗ мар культура еткерлӗхӗн списокне кӗртнӗ[3].
Ҫак кунсенче карнавал ирттереҫҫӗ, Катрина евӗрлӗ тумланнӑ хӗрарӑм скелечӗсем, пылак ҫимӗҫрен пуҫ купташкисем хатӗрлеҫҫӗ.
2004 ҫулта Мексикӑри наци автономи университечӗн студенчӗсем сахӑртан, шӑккалатран тата карамельтен ӑсталанӑ 5667 пуҫ купташкинчен хӳме туса хунӑ, унта малтанхи хӳмере вырнаҫтарнӑ пуҫ купташкинчен 2667 ытларах пулнӑ. Хӳмене Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ[2].
Вилнисен кунӗ тӗлне масарсене лентӑсемпе тата чечексемпе илемлетеҫҫӗ, вилнисен ҫурчӗсем патне каякан ҫулсем ҫине, вилнӗ ҫын киле кайма ҫул тупма пултартӑр тесе, вӗсен тӑванӗсем ҫурта лартса тухаҫҫӗ.
Уяв епле йӗркеленнӗ
Вилнисен кунне хальхи Мексика территоринче авалхи халӑхсем, сӑмахран, ольмексем тата майя, паллӑ тума пуҫланӑ. Ӑсчахсен шухӑшӗпе, вилнисене сума сӑвассипе ҫыхӑннӑ ритуалсене 2500—3000 ҫул каяллах ирттернӗ. Испани колониленичченхи тапхӑрта вырӑнти халӑх хӑйсен килӗсенче час-часах вилнисен чӑн-чӑн пуҫ купташкине — хӑйне евӗр ҫемье реликвийӗ пек — тытнӑ, вӗсемпе час-часах тӗрлӗ ритуалсене ирттернӗ вӑхӑтра усӑ курнӑ, вӗсем вилӗмпе чӗрӗлнине палӑртмалла пулнӑ.
Ацтексен империйӗ вӑхӑтӗнче вилнисен кунӗ евӗрлӗ уява ацтексен календарӗн тӑххӑрмӗш уйӑхӗнче палӑртнӑ, ку хальхи ҫурла уйӑхне пырса килет. Ацтексем ҫак уява пӗр уйӑх уявланӑ, ун вӑхӑтӗнче Миктлансиуатль турра, вилӗм туррине, пуҫ ҫапнӑ. Хальхи вӑхӑтри мифологинче ку турӑ Катрина сӑнарӗпе пӗр килет. Мексикӑри чылай тӑрӑхӗнче ҫак уява икӗ кун уявлаҫҫӗ: чӳкӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе пепкесене асӑнаҫҫӗ, ӑна тата Пирӗштисен кунӗ (исп. Día de los Angelitos) теҫҫӗ; чӳкӗн 2-мӗшӗнче, Вилнисен кунӗнче (исп. Día de los Difuntos), ҫитӗнсе ҫитсен вилнисене асӑнаҫҫӗ.
Культурӑри тата тӗн пӗлтерӗшӗ
Ҫак уява паллӑ тӑвакансенчен чылайӑшӗ Вилнисен кунӗнче вӗсен чунӗсем чӗрӗ тӑванӗсемпе тусӗсене курма килме пултарнине ӗненет. Ҫак кун вилнисен чунӗсемпе хутшӑнмашкӑн ҫынсем масар ҫине ҫӳреҫҫӗ, вил тӑприсем ҫинче сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарса реликвиллӗ алтарьсем тӑваҫҫӗ, вилнӗ ҫыннӑн юратнӑ ӗҫме-ҫимине, апатне илсе килеҫҫӗ. Ҫакна пӗтӗмпех вилнӗ ҫыннӑн чунӗ чӗррисене пырса куртӑр тесе тӑваҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне уяв хаваслӑн иртет: тӑванӗсем вилнӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи кулӑшла е савӑнӑҫлӑ факчӗсене аса илеҫҫӗ.
Вилнисен кунне тӗрлӗ регионта расна уявлаҫҫӗ. Ытларах чухне уява ҫулталӑкӗпех хатӗрленеҫҫӗ: вилнӗ ҫыннӑн алтарӗ ҫинче вырнаҫмалли япаласене пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пуҫтарса пыраҫҫӗ. Уявланӑ чухне, чӳкӗн 1-мӗшпе 2-мӗшӗнче, тӑванӗсем вил тӑприсене чечексемпе тата улма-ҫырлапа илемлетеҫҫӗ. Вилтӑприсене капӑрлатма час-часах ятарлӑ чечексемпе — сарӑ бархатцӑсемпе — усӑ кураҫҫӗ, халӑх ӗненӗвӗпе вӗсем вилнисен чунӗсене чӗнсе илеҫҫӗ. Мексикӑра ҫак чечексене «виле чечекӗсем» (исп. Flor de Muerto) теҫҫӗ. Пирӗштисен кунӗнче ачасем валли теттесем тата пылак ҫимӗҫ илсе килеҫҫӗ. Аслисем валли ытларах чухне текилӑпа сӑра тата ытти алкоголь илсе килеҫҫӗ.
Мадридра мексикансен вилнисен алтарьне уяв кунӗсенче Сервантес институтӗнче курма пулать, темиҫе ҫул хушши ӑна унта Мексикӑран килнӗ преподавательсем йӗркелеҫҫӗ.
- Йӑла-йӗрке япалисем
Вилнисен Ҫӑкӑрӗ — Вилнисен кунӗ валли пӗҫерекен ҫиме
- Сӑнсен пуххи
Сервантес институтӗнчи вилнисен алтарӗ
Ӳнерте
- «Прибытие» (1996, реж. Девид Туи) фильмра Чарли Шин сӑнарӗ Мексикӑна Вилнисен кунӗнче ҫитет.
- Октавио Пас. Мӗнпур ҫветтуйсен кунӗ, вилнисен уявӗ // Вӑлах. Поэзи. Критика. Эротика. М.: Русское феноменологическое общество, 1996, с. 22—35.
- Рэй Брэдбери. Мӗнпур ҫветтуйсен кунӗ умӗн, Вилнисен кунӗ, Тепри, Сахӑрлӑ пуҫ купташки.
- 2015 ҫулта тухнӑ «Hollywood Undead» ушкӑнӑн тӑваттӑмӗш студи альбомне «Day of the Deade» ят панӑ.
- Voltaire юрӑҫӑн «Day of the Dead» юрри тата унӑн «Dia de los Muertos» испан чӗлхиллӗ варианчӗ.
- Inkubus Sukkubus ушкӑнӑн «Dia de los Muertos» юрри.
- Hammerfall ушкӑнӑн «Dia de los Muertos» юрри.
- Grave Digger ушкӑнӑн «Dia de los Muertos» юрри.
- Вилнисен кунӗпе «Эль Тигре: Мэнни Ривера тем те пӗр курса ҫӳрени» мультсериалӑн пӗр эпизочӗн сюжечӗ ҫыхӑннӑ (эпизод «Grave Escape» ятлӑ, чӑвашла куҫарсан «Тупӑкран хӑтӑлни» пулать).
- «Пурнӑҫ кӗнеки» мультфильмра Мексикӑри Вилнисен кунне уявланӑ чухне юрату историне ҫырса кӑтартнӑ, ӑна каласа паракансем — Катринӑпа Шибальба.
- Вилнисене асӑнмалли йӑла-йӗркене тата Вилнисен кунне Grim Fandango вӑйӑ сюжечӗн никӗсне хывнӑ.
- «Тӳрӗ ҫынсен оргийӗ» ушкӑнӑн «Тӗлӗк куракансем валли, vol. 2» альбомри «Flores de Muertos» юрри.
- Nelly Furtado юрӑҫӑн Day and night тата Prayer in C дуэтӑн Lilly Wood & The Prick клипсенче Вилнисен кунӗ валли хатӗрлекен гримпа усӑ курнӑ.
- «Лео тата ун ҫинчен каласа пани» мультфильмра ӗҫ-пуҫ Вилнисен кунне уявланӑ чухне пулса иртет.
- Fall Out Boy ушкӑнӑн «Me tight or don't» ятлӑ клипӗнче ӗҫ-пуҫ Вилнисен кунне уявланӑ чухне пулса иртет.
- «Коко вӑртӑнлӑхӗ» мультфильмра сюжет Мексикӑра Вилнисен кунне уявланӑ каҫхине пулса иртет.
- Джеймс Бонд агент ҫинчен каласа паракан «007: Спектр» фильм (премьери 2015 ҫулта пулнӑ, режиссёрӗ Сэм Мендес) Мехикора иртекен Вилнисен кунӗнчи урамри карнавал вӑхӑтӗнче пуҫланать. Тӗп сӑнар скелет тумне тӑхӑннӑ, унӑн питне пуҫ купташки маска хупланӑ, аллинче йӑлана кӗнӗ туя тытнӑ, пуҫне цилиндр тӑхӑннӑ.
- «Кэндимен 3: Вилнисен кунӗ» фильм (премьери 1999 ҫулта пулнӑ, режиссёрӗ Тури Мейер).
- «Вупӑрсем 2: Вилнисен кунӗ» (премьери 2002 ҫулта пулнӑ, режиссёрӗ Томми Ли Уоллес).
- «Мӗлкесен хулине лекнӗ Сельма» мультфильм (оригиналлӑ ячӗ Día de muertos, премьери 2019 ҫулта пулнӑ, режиссёрӗ Карлос Гутьеррес Медрано).
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1 и 2 ноября Мексика празднует Дни мертвых . Travel.ru (22 Юпа уйӑхӗн 2007). Пӑхнӑ кун: 16 Юпа уйӑхӗн 2008. Архивланӑ 6 Ака уйӑхӗн 2008 ҫул.
- ^ 1, 2 Ко Дню усопших в Мексике возвели стену из черепов . Travel.ru (1 Чӳк уйӑхӗн 2007). Пӑхнӑ кун: 16 Юпа уйӑхӗн 2008. Архивланӑ 19 Юпа уйӑхӗн 2008 ҫул.
- ^ The Indigenous Festivity dedicated to the Dead . Пӑхнӑ кун: 6 Ҫу уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 11 Чӳк уйӑхӗн 2013 ҫул.
Вуламалли
- Andrade, Mary J. Day of the Dead A Passion for Life – Día de los Muertos Pasión por la Vida. La Oferta Publishing, 2007. ISBN 978-0-9791624-04
- Anguiano, Mariana, et al. Las tradiciones de Día de Muertos en México. Mexico City 1987.
- Brandes, Stanley. Sugar, Colonialism, and Death: On the Origins of Mexico's Day of the Dead(акăлч.) // Comparative Studies in Society and History : journal. — 1997. — Vol. 39. — . — DOI:10.1017/S0010417500020624.
- Brandes, Stanley. The Day of the Dead, Halloween, and the Quest for Mexican National Identity(акăлч.) // Journal of American Folklore : journal. — 1998. — Vol. 442. — . — DOI:10.2307/541045.
- Brandes, Stanley. Iconography in Mexico's Day of the Dead(паллӑ мар) // Ethnohistory. — Duke University Press, 1998. — Т. 45. — . — DOI:10.2307/483058.
- Brandes, Stanley. Skulls to the Living, Bread to the Dead(паллӑ мар). — Blackwell Publishing, 2006. — С. 232. — ISBN 1-4051-5247-8.
- Cadafalch, Antoni. The Day of the Dead. Korero Books, 2011. ISBN 978-1-907621-01-7
- Carmichael, Elizabeth; Sayer, Chloe. The Skeleton at the Feast: The Day of the Dead in Mexico. Great Britain: The Bath Press, 1991. ISBN 0-7141-2503-2
- Conklin, Paul. Death Takes a Holiday(паллӑ мар) // U.S. Catholic. — 2001. — Т. 66. — .
- Garcia-Rivera, Alex. Death Takes a Holiday(паллӑ мар) // U.S. Catholic. — 1997. — Т. 62. — .
- Haley, Shawn D.; Fukuda, Curt. Day of the Dead: When Two Worlds Meet in Oaxaca. Berhahn Books, 2004. ISBN 1-84545-083-3
- Lane, Sarah and Marilyn Turkovich, Días de los Muertos/Days of the Dead. Chicago 1987.
- Lomnitz, Claudio. Death and the Idea of Mexico. Zone Books, 2005. ISBN 1-890951-53-6
- Matos Moctezuma, Eduardo, et al. "Miccahuitl: El culto a la muerte," Special issue of Artes de México 145 (1971)
- Nutini, Hugo G. Todos Santos in Rural Tlaxcala: A Syncretic, Expressive, and Symbolic Analysis of the Cult of the Dead. Princeton 1988.
- Oliver Vega, Beatriz, et al. The Days of the Dead, a Mexican Tradition. Mexico City 1988.
- Roy, Ann. A Crack Between the Worlds(паллӑ мар) // Commonwealth. — 1995. — Т. 122. — .
Каҫӑсем
- Миронова, Марина; Константин Калишко.: День мертвых в Мексике . Моя планета (29 Ҫурла уйӑхӗн 2014).
- В Мексике готовятся к празднованию Дня Мертвых . Bueno Latina (18 Чӳк уйӑхӗн 2012).