Виръял шевлисем

Вирьял шевлисем (вирьял - тури чăвашсем) — регионсем хушшинче Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи Элĕк ялĕнче кашни çул çу пуçламăшĕнче ирттерекен чăваш эстрада юррине кăмăллакансен мусăк фестивалĕ.

Йĕркелевçĕсем: Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Элĕк районĕн администрацийĕ.

Кун-çулĕ

undefined

Фестиваль 1997 çулта районти чăваш эстрада юррин ăмăртăвĕ евĕр йĕркеленсе каять. Çулсерен вăл хăйне кăмăллакансен шутне ӳстерсе районăн культура уçлăхĕнче тĕплĕ вырăна йышăнса республика тулашĕнче те хăйĕн сĕмне сарать, Чăваш Енĕн мусăк ĕçĕ-хĕлĕнче ятлă-сумлă пулса тăрать.

Эстрада мусăк пултарулăхĕн уявĕ хăйĕн картине çултан çула чылайрах конкурсанта пуçтарать. Хăйĕн кун-çулĕнче фестивале 5 - 40 çулсенчи 2500 ытла артист хутшăннă.

«Виръял шевлисем» фестиваль - конкурс енĕпе çеç мар, хăйĕн пултарулăхĕн тарават атмосферипе палăрса тăрать.

Фестиваль çĕнтерӳçисем