Витязь

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Витязь — паттӑр ҫар ҫынни, Авалхи Руҫри пӑхаттир[1].

Витязьсем кнеҫпе воеводӑсен дружининче хӗсметре тӑнӑ[2], вӗсем паттӑрлӑхпа, чыслӑхпа тата хуҫине парӑннипе уйрӑлса тӑнӑ, ҫак енсемпе Европӑри вӑтам ӗмӗрсенчи рыцарьсене ҫывӑх пулнӑ. Витязьсем ялан тенӗ пекех чаплӑ йӑхран тухнӑ, хӑйсен хӗсмечӗшӗн шалу илнӗ[3]. Вӗсем ҫар похочӗсене кайнӑ, тӑшмансем тапӑнасран чикӗсене хӳтӗленӗ, суту-илӳпе аппаланнӑ, ҫӗр хуҫалӑхне тытса пынӑ тата Руҫри политика пурнӑҫне хутшӑннӑ. Витязьсем патшалӑхӑн вӑтам ӗмӗрсенчи обществинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ, хӑюлӑхпа чыслӑх символӗ шутланнӑ[4].

«Ҫул юппинчи витязь»
В. М. Васнецовӑн ӳкерчӗкӗ. 1882 ҫул

Тӗлӗнмелле вӑй-хӑват панӑ паттӑрсемпе танлаштарсан, витязьсем — патшалӑх хӗсметӗнче тӑракан квалификациллӗ ҫар ҫыннисем. Витязь сӑнарӗ — вӑй-халлӑ, ҫӳллӗ, ӑста, ҫар ӗҫӗсенче ӑнӑҫуллӑ тата вӑрҫӑ ӗҫне лайӑх пӗлекен ҫар ҫынни[5]. Авалхи вырӑс витязьӗсен вӑрҫӑри паттӑрла ӗҫӗсем, паттӑрлӑхӗ тата вӑйӗ ҫинчен нумай ҫӑлкуҫсем каласа параҫҫӗ, анчах уйрӑмах вӗсем сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен халӑх пултарулӑхӗнче — юмахсенче, летопиҫсенче тата былинӑсенче — палӑрнӑ[3].

Этимологипе пӗлтерӗшӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фасмерӑн Этимологи словарӗ тӑрӑх «витязь» сӑмах авалхи Норвеги vikingr (викинг) сӑмахӗнчен пулса кайнӑ[6]. Анчах та хальхи тӗпчевҫӗсем ҫак ҫирӗплетӗве скептикӑлла пӑхаҫҫӗ[7][8]. Ҫав вӑхӑтрах Фасмер «витязь» сӑмах пӗтӗм славян кӑкӗнче пулнине калать, ҫакӑ скандинавсенчен илнӗ текен версие хтрӗҫлет. Унсӑр пуҫне скандинави суффиксӗ -ing авалхи вырӑс чӗлхинче -язь пек мар, -яг пек куҫнине шута илмелле: vaering — варяг, kulfing — колбяг. «З» сасӑ авалхи вырӑс грамматикин йӗркисемпе нумай хисепе пӗлтернӗ: варяг — варязи, ҫавӑн пекех ятвяг — ятвязи, печенег — печенези. Ҫавна май скандинавсен viking сасӑ саккунӗпе «викяг» е k/t ылмашӑвне гипотетика шайӗнче шута илсен те «витяг» пулмалла, анчах ниепле те «витязь» мар[6].

Польша-чех-лужица тӗпчевҫисем А. Брюкнер, К. Махек тата Х. Шустер-Шевц хронологипе фонетика сӑлтавӗсене тӗпе хурса сӑмаха чӑн славян сӑмахӗ тесе шутлаҫҫӗ. Х. Шустер-Шевц сӑмаха авалхи славянла «юланутлӑ ҫар ҫыннине» пӗлтернӗ * vitь — «тупӑш, трофей» сӑмахпа ҫыхӑнтарать , възвить — «усӑ, тупӑш, пайта»[9].

Тата тепӗр верси тӑрӑх, «витязь» сӑмах прусла «витингасс» («паллӑ утлӑ ҫар ҫынни, рыцарь») сӑмахран пулса кайнине калаҫҫӗ. Танлаштарма: литва чӗлхинче ӑна «витисс» — «паллӑ утлӑ ҫар ҫынни, рыцарь» — сӑмах тӳр килет. Шӑпах ҫак этимологи «к» вырӑнне «т» сас палли пулнине ӑнлантарать[10].

Пӗрремӗш хут «витязь» сӑмах 1460-мӗш ҫулсенче Переяславль летопиҫӗнче «Повесть временных лет» интерполяцийӗнче тӗл пулать[11].

XI—XVII ӗмӗрсенчи вырӑс чӗлхин словарӗ вырӑс летопиҫӗсенче, сӑмахран Переяславль летопиҫӗнче, терминпа «кнеҫ дружининчи, король хуралӗнчи ҫар ҫынни» пӗлтерӗшпе усӑ курнине кӑтартать. XV—XVII ӗмӗрсенче сӑмахпа рыцарьсен романӗсене куҫарнӑ чухне «харсӑр ҫар ҫынни, пӑхаттир» пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ. П. Я. Черных сӑмах XV ӗмӗртен каярах пулса кайнине, унпа сайра усӑ курнине палӑртать, В. Д. Кузьмина вара вӑл «харсӑр» сӑмах вырӑнне пулнине калать. XV ӗмӗрте ҫак сӑмахпа Ефросин Белозерский час-часах усӑ курнине те асӑрхама пулать.

Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди словарӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, сӑмах ытларах вырӑс халӑх юмахӗсенче «ҫӗнтерӳҫӗ, хӑюллӑскер, рыцарь, пӑхаттир» пӗлтерӗшпе тӗл пулать[12]. Вырӑс чӗлхин наци корпусӗнче сӑмахпа усӑ курассин чи пысӑк тӑтӑшлӑхӗ XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, А. С. Пушкинпа М. Ю. Лермонтовӑн литература ӗҫне кӗрсе кайнӑ вӑхӑтра, пулнӑ[13].

Культурӑра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Витязь // Большой толковый словарь русского языка / гл. ред. С. А. Кузнецов. — СПб.: Норинт, 1998.
  2. ^ Витязь // Словарь русского языка XI–XVII вв.. — М.: Академия наук СССР, 1975. — . 2021 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ 1, 2 Андрей Прохоров. Витязи Руси. А. Прохоров. art-prokhorov.com. Пӑхнӑ кун: 21 Чӳк уйӑхӗн 2023.
  4. ^ Русские витязи древней Руси. Rebusnik.ru. rebusnik.ru. Пӑхнӑ кун: 21 Чӳк уйӑхӗн 2023.
  5. ^ Сергей Колибаба. Витязь — этимология. Проза.ру. proza.ru. Пӑхнӑ кун: 21 Чӳк уйӑхӗн 2023.
  6. ^ 1, 2 Витязь // Этимологический словарь Макса Фасмера.
  7. ^ Федченко О. Д., 2023, с. 9–10
  8. ^ Ларионов В., 2005
  9. ^ Шустер-Шевц Х., 1986, с. 232
  10. ^ Древнерусский витязь как пишется. Портал по правильному написанию слов. pishigood.ru. Пӑхнӑ кун: 21 Чӳк уйӑхӗн 2023.
  11. ^ Бобров А. Г., 2007
  12. ^ Витязь // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. — 1890–1907.
  13. ^ Распределение результатов поиска по датам (частота на миллион словоформ) с 1682 по 2022. Национальный корпус русского языка. processing.ruscorpora.ru. Пӑхнӑ кун: 21 Чӳк уйӑхӗн 2023.
  • Бобров А. Г. Существовал ли Мусин-Пушкинский сборник со «Словом о полку Игореве»? (об одном заблуждении Эдварда Кинана) // Studia Slavica et Balcanica Petropolitana. — 2007. — № 1/2. — С. 39–51.
  • Ларионов В. От царской Скифии к Святой Руси. — М.: Яуза : Эксмо, 2005. — 640 с. — ISBN 5-699-10154-3.
  • Федченко О. Д. Тризна: этимология термина // Гуманитарные исследования. История и филология. — 2023. — № 9. — С. 7–14. — doi:10.24412/2713-0231-2023-9-007-014.
  • Шустер-Шевц Х. Древнейший слой славянских социально-экономических и общественно-институциональных терминов и их судьба в сербо-лужицком языке // Этимология. — М.: Наука, 1986. — С. 224–239.