Владимир Путинпа ирттернӗ тӳрӗ лини (2024)

Владимир Путинпа ирттернӗ тӳрӗ лини (2024) — тӳрӗ лини евӗр ирттерекен Раҫҫей президенчӗн Владимир Путинӑн пресс-конференцийӗ. 2024 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче ирттерме палӑртса хунӑ[1]. Патшалӑх ертӳҫине памалли ыйтусене телефонпа, СМС-сообщенисемпе тата интернетпа усӑ курса 2024 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗпе 8-мӗшӗ хушшинчи ҫӗрле йышӑнма пуҫланнӑ[2].

2024 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ тӗлне тӗрлӗ мелпе ярса панӑ тӳрӗ линире хуравламалли ыйтусен хисепӗ 1,5 миллионран иртнӗ[3].

Хатӗрленӳ тапхӑрӗ

Раштавӑн 8-мӗшӗнчи 00:00 вӑхӑтран пуҫласа 2024 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗччен текстлӑ тата видео телӗпе хатӗрленӗ ыйтусене Раҫҫей президенчӗ патне ятарлӑ мобильлӗ приложенипе, СМС-сообщенисемпе, телефонпа, «Контактра» тата «Одноклассники» халӑх тетелӗсем урлӑ, ҫавӑн пекех moskva-putinu.ru сайтпа усӑ курса (москва-путину.рф) йышӑннӑ[4].

2024 ҫулта «Халӑх фрончӗ» штабӗнчи call-центрта ӗҫлекенсем граждансем ярса панӑ ыйтусене тишкерме пӗрремӗш хут искусствӑлла интеллектпа усӑ курнӑ. GigaChat нейросеть халӑх тетелӗсенче, аудиосообщени тата СМС урлӑ ярса панӑ темӑсене суйласа илнӗ сообщенисене классификациленӗ[5].

2024 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче Владимир Путин Мускаври «Сбер» тӗп офисне ҫитсе курнӑ, унта ИИ сферинче тунӑ ҫитӗнӳсен куравӗпе паллашнӑ. Ҫав вӑхӑтра GigaChat патшалӑх пуҫлӑхне тӳрӗ линине граждансем ярса панӑ ыттисенчен тӑтӑшрах тӗл пулакан мӗнле йывӑрлӑх пирки ыйтнине паллаштарнӑ:

Мӗнле ыйтусене хуравлама хатӗрленмелли паллӑ ӗнтӗ, вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫакнашкалтарах: ҫурт-йӗр пахалӑхӗ тата ҫитлӗхӗ, транспорт инфраструктури, медицина, патшалӑх структурисемпе организацисем, пособисем[6].

undefined

2024 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ тӗлне тӳрӗ линие тӗрлӗ форматпа ярса панӑ ыйтусен хисепӗ 1,5 миллионран иртнӗ[3]. Ыйтусемпе тивӗҫтерес енӗпе Тӗп, Ҫурҫӗр-Анӑҫ тата Кӑнтӑр федераллӑ округӗсем малта пулнӑ[7]. Регионсене газ кӗртесси, ЖКХ тӳлевӗсемпе ҫунтармалли шӗвексен хакӗсем ӳсни, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене тӗрев парасси чи тӑтӑшшисен шутне кӗнӗ иккен[8].

Эфир

«Владимир Путинпа ҫулталӑка пӗтӗмлесси» 2024 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 12:00 сехетре эфира тухӗ. Раҫҫей президенчӗн ыйтӑвӗсене передача вӗҫленичченех йышӑнӗҫ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Прямая линия Путина состоится 19 декабря (06.12.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  2. ^ Путин проведет большую пресс-конференцию и прямую линию 19 декабря (06.12.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 К прямой линии с Путиным поступило уже более 1,5 миллиона обращений (18.12.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
  4. ^ 19 декабря в 12:00 по московскому времени в эфир выйдет программа «Итоги года с Владимиром Путиным» (07.12.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
  5. ^ В call-центре прямой линии Путина рассказали об анализе обращений с помощью ИИ (2024-12-10). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
  6. ^ ИИ подсказал Путину, к каким вопросам на прямой линии уже можно готовиться (11.12.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  7. ^ Число обращений на прямую линию Путина превысило полмиллиона (12.12.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  8. ^ Вопрос цен на продукты вошел в число главных тем к прямой линии Путина (16.12.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.