Волкова Анна Дмитриевна

Волкова Анна Дмитриевна (ҫур. 2012 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫейри юрӑҫӑ[2] тата актриса. «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» ҫӗнтерӳҫи (2022)[3].

Пурнӑҫӗ

2012 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Амӑшӗ — Наталья Аладина, пӗлӗвӗ енӗпе психолог[4].

Волкова мӗн пӗчӗкрен музыкӑпа тата вокалпа кӑсӑкланнӑ, А. Д. Артоболевская ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче фортепиано тата флейта калама вӗреннӗ[5].

2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Пӗрремӗш каналти «Лучше всех!» программӑн Ҫӗнӗ ҫул кӑларӑмӗн ятарлӑ хӑни пулса тӑнӑ[6].

2019 ҫулта «Россия 1» каналпа тухнӑ «Этим летом и навсегда», «Волшебное слово» тата «Маршруты любви» телесериалӗсенче ачасен сӑнарӗсене вылянӑ. Ҫав ҫулах «#Dетки» тата «Крошка» проектсенче ӳкерӗннӗ, унсӑр пуҫне «Васкавлӑ пулӑшу-3» сериалта та курӑннӑ[7].

2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк талантсен «Кӑвак кайӑк» телекурав конкурсне хутшӑннӑ[8].

2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Голос. Дети-8» шоу финалне ҫитнӗ, ӑна юрлама вӗрентекен шутӗнче Егор Крид(выр.)чăв. пулнӑ[9]. Ҫав ҫулах Пӗрремӗш каналти «Сегодня вечером» программа хӑни пулса тӑнӑ[10].

2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑк юрӑҫсен «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсӗнче ҫӗнтернӗ[11].

2023 ҫулта пӗччен юрланӑ юрӑсене кӑларма пуҫланӑ; вӗсене юрӑҫсен стримингӗсемпе каталогсенче тупма май пулнӑ[12].

2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ ертсе пыракан Феликс Арановский РФ ШӖМӗн Тӗп концерт оркестрӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ «Не забывайте» хӑй ҫырнӑ юрӑпа калӑпланӑ клиппа паллаштарнӑ[13], клипа хатӗрлеме ҫавӑн пекех В. С. Попов ячӗллӗ Пысӑк ача-пӑча хорӗ тата Ҫӗнтерӳ музейӗ пулӑшнӑ[14].

2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Ача-пӑча радиовӗ»(выр.)чăв. эфирӗнче «Ёлки» юрӑпа паллаштарнӑ[15].

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Андрей Малаховӑн «Песни от всего души» программине Игорь Тальковӑн «Чистые пруды» юррин каверӗпе хутшӑннӑ. Ҫав уйӑхрах полиципе ҫар хушшинче дзюдо енӗпе иртнӗ VIII Пӗтӗм тӗнчери турнирта Ирина Дубцовӑпа дуэтра тухса юрланӑ[16].

2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Ача-пӑча радиовӗ» эфирӗнче «Мама» мини-альбомпа паллаштарнӑ[17], «Карусель»(выр.)чăв. телеканалта «С добрый утром, малыши!» передача хӑни пулса тӑнӑ[18].

2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мускавра тата Санкт-Петербургра иртнӗ «VK Fest» фестивале хутшӑннӑ, унта вӑл ача-пӑча сцени ҫинче юрланӑ. Мероприятие пӗтӗмлетнӗ май фестивале «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине» кӗртнӗ, ҫак хисепе вӑл фестиваль шайӗнче артистсен, музыка коллективӗсен тата блогерсен йышӗ чи пысӑк пулнӑран тивӗҫнӗ[19]. Ҫак рекорда хутшӑнннисен хушшине Волкова та кӗнӗ[20].

2025 ҫулта Анна Волкова «Dle Yaman» эрмен халӑх юррин хӑйӗн варианчӗпе паллаштарнӑ[21]. Юрӑ Cарик Андреасянӑн(выр.)чăв. «Вӑрҫӑ тата музыка» фильмӗн официаллӑ саундтрекне лекнӗ, ҫакӑн пирки картина титрӗсенче асӑннӑ[22].

Участие в «Голос. Дети»

Тапхӑр Юрӑ Чӑннипе
юрлать
Трансляциленӗ Пӗтӗмлетӳ
Курӑмсӑр
итлени
«My Heart Will Go On» Селин Дион 2021 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ Пӗр ҫул кӑтартакан тупӑннӑ.
Крид ушкӑнне суйланӑ.
Тупӑшусем «Психушка» Валя Карнавал 2021 ҫулхи акан 16-мӗшӗ «Тухса ӳктерекен юрӑ» тапхӑра куҫнӑ.
Тухса ӳктерекен юрӑ «My Heart Will Go On» Селин Дион Финала тухнӑ.
Финал «Ветер перемен» Павел Смеян, Татьяна Воронина 2021 ҫулхи акан 30-мӗшӗ Выляса янӑ.

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
2019 с #Dетки Яна ru
2019 с Волшебное слово Николь ru
2019 с Этим летом и навсегда Таня ru
2019 с Маршруты любви Настя ru
2020 с Крошка Маргоша ru
2020 с Васкавлӑ пулӑшу Геля ru
2021 ф Пальма Аня

Дискографи

Мини-альбомсем

Ячӗ Информаци Ӑнлантарни
Мама
  • Релиз: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ
  • Лейбл: Первое музыкальное
  • Формат: Цифрӑллӑ дистрибуци

Синглсем

Релизланӑ Ят Ӑнлантарни
2023 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ «Ёлки»
2024 ҫулхи акан 12-мӗшӗ «Папочка, вернись!»
2024 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ «Не забывайте!» В. С. Попов ячӗллӗ БДХ-па
2024 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ «Танцы под дождём»
2024 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ «Мальчик-отличник»
2024 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ «Лампочки»
2024 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ «Новогодняя ночь»
2025 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ «Dle Yaman»
2025 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ «Снегурочка»
2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ «Память» feat. May-La; БДХ тата БДХ воспиттаникӗсен харӗпе
2025 ҫулхи акан 25-мӗшӗ «Дальше звёзд»
2025 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ «Бессмертный полк» feat. May-La
2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ «Журавли»
2025 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ «По полю»

Ӑнлантарусем

  1. ^ Пресс-слубжа. В «Артеке» прошел финал Международного конкурса молодых исполнителей популярной музыки «Детская Новая волна» (выр.). Минпросвещения России (6 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ Анна Волкова: федеральные телеканалы и главная сцена страны (выр.). Mos.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Олег Красавин. Победительницей «Детской Новой Волны – 2022» стала участница из России (выр.). kidsmusic.info (5 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  4. ^ Салмин Константин. У Ани Волковой, покорившей Егора Крида на шоу «Голос», ульяновские корни (выр.). mosaica.ru (25 нарӑсӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  5. ^ Romanov. Поздравляем учащуюся нашей школы Анну Волкову с успешным выступлением на слепых прослушиваниях в #ГолосДети? (выр.). ДМШ им. А. Д. Артоболевской (18 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  6. ^ Настоящая леди Анна Волкова. Лучше всех! Фрагмент выпуска от 01.01.2018 (выр.). Первый канал (1 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
  7. ^ Анна Волкова участвовала (выр.). Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  8. ^ Синяя птица. Анна Волкова. Nancy Sinatra, Bang Bang (сезон 2020 года) (выр.). Россия 1 (20 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  9. ^ Команда Егора Крида - Участники (выр.). Первый канал. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ «Лучше всех» — пять лет в эфире! Сегодня вечером. Выпуск от 13.11.2021 (выр.). Первый канал (13 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  11. ^ Лика Брагина. Победительницей "Детской Новой Волны-2022" Стала Россиянка. Журнал «Теленеделя» (выр.). Теленеделя (6 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ Anna Volkova — Last.fm (англ.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  13. ^ Наталья Калашникова. Симфония полковника Арановского (выр.). Петровка, 38 (25 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  14. ^ ВКонтакте | ВКонтакте (выр.). vkvideo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  15. ^ ANNA VOLKOVA - Ёлки (Выступление на Детском радио) (выр.). Детское радио, VK Video (19 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  16. ^ ВКонтакте | ВКонтакте (выр.). vkvideo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  17. ^ ВКонтакте | ВКонтакте (выр.). vkvideo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  18. ^ С добрым утром, малыши! - Вокруг ТВ (выр.). Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  19. ^ Наибольшее количество артистов, музыкальных коллективов и блогеров, выступивших на сценах в рамках фестиваля. Рекорд России (выр.). Книга рекордов России (14 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  20. ^ VK Fest 2024 вошёл в Книгу рекордов России с двумя рекордами (выр.). Комсомольская правда (15 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  21. ^ Альбом «DLE YAMAN - Single» (Anna Volkova) в Apple Music. Apple Music (7 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  22. ^ Музыка из фильма Война и музыка Саундтреки (2025) (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем