Волков Василий Александрович
Волков Василий Александрович (1914 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ, Журавлёво[d], Новгород кĕперни — 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ, Пикалёво[d], Ленинград облаçĕ) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.02.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Беларуç фрончĕн 5-мĕш тапăнакан çарăн 94-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 283-мĕш гварди стрелоксен полкĕн отделени командирĕ, гварди сержанчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1914 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Журавлёво ялӗнче (халӗ — Ленинград облаҫӗ) рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, унтан машинӑпа трактор станцийӗнче ӗҫленӗ.
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Волкова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ, ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче.
1945 ҫулхи кӑрлач тӗлне 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш тапӑнакан ҫарӗн 94-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 283-мӗш гварди стрелоксен полкӗн отделени командирӗ, гварди сержанчӗ пулнӑ. Магнушев плацдармӗнче ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ[4].
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче плацдармран тапӑнса Волков отделенийӗ ытти подразделенисемпе хутшӑнса Пилица юханшывӗ урлӑ каҫнӑ та поляксен Варка хулинчен 10 ҫухрӑм кӑнтӑр-анӑҫалла Михалув-Дольна пурӑнан вырӑна атакӑланӑ[4].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Василий Александрович гварди сержантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№5630) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[4].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Волков старшина званийӗнче демобилизациленӗ.
Тӑван ялӗнче пурӑннӑ, Дерябино» ялхуҫалӑх эртелӗн председателӗнче вӑй хунӑ, кайран — колхозникра. 1970-мӗш ҫулсенче Ленинград облаҫӗнчи Пикалёво хулине куҫнӑ. Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче каллех Журавлёво ялне таврӑннӑ[4].
Ленинград облаҫӗн депутачӗсен районти канашӗн депутачӗ пулнӑ.
1996 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче вилнӗ, ялта пытарнӑ[5].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.02.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 5630);
- Ленин орденӗ (27.02.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (11.03.1985);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (19.04.1945);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (24.05.1945);
- медальсем[4].
Астӑвӑм
- Паттӑр вил тӑпри ҫине палӑк лартнӑ;
- Ленинград облаҫӗнчи Пикалёво хулинче В. А. Волков пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ (2008);
- Паттӑр ячӗпе асӑну хӑмине Ленинград облаҫӗнчи Бокситогорск районӗнчи Журавлёво ялӗнче вырнаҫтарнӑ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ Волков Василий Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Василий Александрович.
- ^ Волков Василий Александрович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Волков Василий Александрович (выр.). AZ Library. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Памятники истории и культуры Бокситогорского района (выр.). [1]. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ Волков Василий Александрович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Антон Бочаров. Василий Александрович Волков. Сайт «Герои страны». Дата обращения: 28 октября 2015.