Волков Виктор Фёдорович
Волков Виктор Фёдорович (1917 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ [нарӑсӑн 7-мӗшӗ] , Даниловский уезд[d], Ярославль кӗпӗрни[d] — 1998 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ, Ярославль) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (01.07.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 16-мӗш сывлӑш ҫарӗн 234-мӗш пӗтерекен авиаци дивизийӗн 157-мӗш пӗтерекен авиаци полкӗн командирӗ, майор.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1917 ҫулхи кӑрлачӑн 25 (нарӑсӑн 7)-мӗшӗнче хальхи Ярославль облаҫӗнчи Данилово районӗнчи Самсоново ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. ВКП(б)/КПСС пайташӗ (1940). Ярославльти пионерсен керменӗнче ӗҫленӗ, синтетика каучукӗн техникумне вӗренсе пӗтернӗ. Автозаводра, унтан синтетика каучукӗн заводӗнче ӗҫленӗ.
1936 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Летчиксен шкулне вӗренме янӑ, медкомисси витӗр тухнӑ та 1938 ҫулта вӗҫленӗ Одессӑри ҫар авиаци шкулне вӗренме кӗнӗ.
Вӑрҫӑ
Фронтра вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех. Пӗрремӗш ҫӗнтерӗве И-16 самолётпа, вӑрҫӑн иккӗмӗш сехетӗнче аэродрома атакӑлакан разведчиксенчен пӗрне ирхи 6 сехет тӗлнелле ҫапса антарнӑ. Калинин, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.
1942 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче ҫапӑҫура Ржев районӗнче ҫапса антарнӑ, парашютпа ҫунакан машинӑран сикнӗ. 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 7-мӗш пӗтерекен авиаци дивизин 157-мӗш пӗтерекен авиаци полкӗн командирне лартнӑ. Полк Курск пӗккинчи ҫапӑҫу, Днепр ҫинчи ҫапӑҫу витӗр тухнӑ. Волков ертсе пыракан полк летчикӗсем 1942 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1944 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗччен 2458 ҫапӑҫу вӗҫевне кайса 131 тӑшман самолётне персе антарнӑ.
Хӑйӗн чи пысӑк ҫапӑҫӑвӗсенчен пӗри В. Ф. Волков Рогачёв районӗнче Хӗрлӗ Ҫар кунӗнче ирттернӗ. Тӑшман истребителӗсенчен пӗрне — ФВ-190 персе антарсан, вӑл тӗп тӗллев патне — бомбардировщиксем патне — ҫӗмӗрсе кӗнӗ те Ю-87 ушкӑнӑн лидерне тӳртен персе чӗртсе янӑ.
В. Ф. Волков майор 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне 236 ҫапӑҫу вӗҫевне ҫӗкленнӗ, 59 сывлӑш ҫапӑҫӑвӗнче хӑй 15 самолёт ҫапса антарнӑ та тӑшманӑн 6 самолётне — ушкӑнпа.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Виктор Фёдорович майора Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 3047) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ тӗле 290 ҫапӑҫу вӗҫнӗ, 75 сывлӑш ҫапӑҫӑвне ирттернӗ, вӗсенче тӑшманӑн 15 самолётне тата ушкӑнри 6-шне персе антарнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
1951 ҫулта В. Ф. Волков Сывлӑш-ҫар академине (Монино) вӗренсе пӗтернӗ. Реактивлӑ ҫар самолёчӗсемпе нумай вӗҫнӗ. Дивизи командирӗн ҫумӗ пулнӑ. 1972 ҫулта вӗҫевсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн полковник хисепӗнче запаса тухнӑ.
Ярославльте ӗҫлесе пурӑннӑ. 1998 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вилнӗ. Ярославльте Ҫар мемориал масарӗнчи паттӑрсен аллейинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (01.07.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, № 3047);
- икӗ Ленин орденӗ (01.07.1944);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Александр Невский орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Волков Виктор Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Виктор Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Виктор Фёдорович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои огненных лет. — Ярославль: Верхне-Волжское кн. изд., 1985.
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь. Т.1. — М.: Воениз, 1987.
- Сто сталинских соколов. В боях за Родину. — 2е изд., доп. — М.: Яуза, Эксмо, 2005.
Каçăсем
Волков Виктор Фёдорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра