Волков Михаил Евдокимович

Волков Михаил Евдокимович (1913 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ, Верх-Тарка[d]1957 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ, Верх-Тарка[d], Çĕн Çĕпĕр облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мĕш Беларуç фрончĕн 5-мĕш çарĕн 45-мĕш стрелоксен корпусĕн 159-мĕш стрелоксен дивизийĕн 558-мĕш стрелоксен полкĕн командирĕ, подполковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1] [2] [3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Михаил Волков 1913 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнчеНовосибирск облаҫӗнчи Кыштово районенчи Верх-Тарка ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс.

Волковӑн ашшӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче фронтра пуҫне хунӑ, ҫавӑнпа Михаилӑн хӑйӗн те мӗн пӗчӗкренех тара кӗрӗшсе тарҫӑра ӗҫлеме тивнӗ. 1924 ҫултанпа ялти шкулта вӗреннӗ, 1928 ҫултанпа — Кыштовӑри рабочи ҫамрӑкӗсен шкулӗнче. 1929 ҫулта Волков ВЛКСМ членӗ пулса тӑнӑ, комсомолӑн районти организацийӗн хастарӗ пулнӑ. 1933 ҫулта вӑл Каинскри педагогика техникумӗнчен (халӗ — Новосибирск облаҫӗнчи Куйбышев хулинче) вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Кыштов районӗнчи Верх-Майзас вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ пулнӑ.

1934 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. 1937 ҫулта вӑл М. В. Фрунзе ячӗллӗ Омскри ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халхин-Гол юханшывӗ ҫинчи ҫапӑҫусене 1939 ҫулта хутшӑннӑ, икӗ хутчен аманнӑ, ал вӗҫҫӗн ҫапӑҫнӑ чухне 7 штык уколӗ илнӗ. Ҫав ҫапӑҫусенче палӑрнӑшӑн ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ.

1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа аслӑ лейтенант М. Е. Волков — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Мускавшӑн пынӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, батальон командирӗ пулнӑ, аманнӑ. 1942 ҫулта Волков «Выстрелл» курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн ӑна Анӑҫ фронтне фронт штабӗн оперативлӑ пайӗн офицерӗ куҫарнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра 16-мӗш ҫарӑн 325-мӗш перевҫӗсен дивизин 1101-мӗш перевҫӗсен полкӗн командирӗ, капитан. Ҫак должноҫре Жиздра тата Смоленск операцийӗсене хутшӑннӑ.

3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн 45-мӗш перевҫӗсен корпусӗн 159-мӗш перевҫӗсен дивизин 558-мӗш перевҫӗсен полкӗн командирӗ, подполковник. Белорусси операци вӑхӑтӗнче палӑрнӑ. 1944 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче чакса пыракан тӑшмана хӑвалакан полкӑн малти пайӗсене унӑн чи пысӑк вӑйӗсене контратакӑлама хӗтӗртнӗ. Кӗтмен ҫӗртен пулнипе усӑ курса, Волков Подрубанок ялне ярса илнӗ те, тӑшман чаҫӗсене хӑйсене юрӑхсӑр условисенче ҫапӑҫма ирӗксӗрлесе, унти оборона организациленӗ, ҫавна пула вӗсен мӗнпур контратакисене сирсе янӑ та, наступление куҫсан, Ландрово станцине ярса илнӗ. Ҫав кун Волков полкӗнчи боецсем 800 яхӑн тӑшман салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ, 7 артиллери орудийӗпе 3 танкеткӑна туртса илнӗ. 1944 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче полк Литва ССРӗнчи Алитус районӗнчи Понемоники ялӗ патӗнчи Неман урлӑ чи малтан каҫнӑ, плацдарма ярса илнӗ те тӑшманӑн 500 ытла салтакӗпе офицерне, 6 танка, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен 4 артиллери орудине пӗтерсе тӑшманӑн нумай контратакине сирсе янӑ. Июлӗн 17-мӗшӗнче Волков йывӑр аманнӑ, анчах ҫапӑҫу хирне ҫӳлти командовани приказӗ таран пӑрахса кайман. Госпитальте пӗр уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн хӑй ирӗкӗпе строя таврӑнчӗ. Ҫурлан 17-мӗшӗнче Волков полкӗ дивизире чи малтан СССР патшалӑх чиккине Тухӑҫ Пруссипе тухнӑ. Августӑн 18-мӗшӗнче полка нимӗҫ пехотин пысӑк вӑйӗпе 17 танк тата 6 хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллери орудийӗ пулӑшнипе контратакӑланӑ. Полк тӑшманӑн хаяр 15 контратакине сирсе янӑ. 1944 ҫулхи августӑн 23-мӗшӗнче Волков иккӗмӗш хут йывӑр аманнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Михаил Евдокимович подполковника Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№5967) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Сывалса ҫитсен Волкова Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренме янӑ, анчах та аманнӑ хыҫҫӑн Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑма пултарайман, 1946 ҫулта ӑна запасран хӑтарнӑ.

Черкасра пурӑннӑ, металлоштамповка завочӗн директорӗнче ӗҫленӗ. 1947 ҫулта тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Тури Таркӑн шкулӗн историпе географи учителӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти педагогика институтне веренсе пӗтернӗ, 1948 ҫултанпа тӑван ялӗнчи вӑтам шкул директорӗ вырӑнне йышӑннӑ.

1957 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче вилнӗ. Верх-Тарка хулине пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 5967);
  • Ленин орденӗ (24.03.1945);
  • икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (29.08.1939, 26.07.1944);
  • Суворов орденӗн 3 степенӗ (28.09.1943);
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (10.04.1943);
  • «Ҫарти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (30.04.1945);
  • «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944 панӑ);
  • ытти медальсем.

Астӑвӑм

  • Верх-Таркӑра бюст вырнаҫтарнӑ.
  • Ҫавӑн пекех Верх-Таркӑра 1968 ҫулта унӑн ячӗпе хӑй ертсе пыракан шкула панӑ, шкул ҫурчӗ ҫинче — асӑну хӑми.
  • Мемориал хӑмине Новосибирск облаҫӗнчи Куйбышев хулинчи педагогика колледжӗн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.
  • М. Е. Волкова чысласа Кыштовка яленчи пӗр урама ун ят панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Михаил Евдокимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Михаил Евдокимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Михаил Евдокимович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Дриго С. В. За подвигом — подвиг. — Калининградское книжное издательство, 1984.
  • Новосибирцы — Герои Отечества. — Новосибирск, 2010.
  • Волков М. Е. / Энциклопедия города Омска: в 3 т. — 2012. — Т. 3.: Омск в лицах. — С. 224.

Каçăсем