Волков Пётр Павлович

Волков Пётр Павлович (19241943 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ, Курск облаçĕн Поныр районĕ, Курск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар гварди хӗрлӗармеецӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (07.08.1943)[1][2][3]. Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра Вӑта фронтӑн 13-мӗш ҫарӗн 75-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 84-мӗш гварди танксене пӗтерекен артиллери дивизионӗн 45-мм орудин тӗллекенӗ, гварди хӗрлӗармеецӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Пётр Павлович Волков 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Ача ҫурчӗн воспитанникӗ. Ҫара 1942 ҫулта чӗнсе илнӗ.

Курск пӗккинче пынӑ ҫапӑҫура Волков П. П. хӗрлӗармеец Петров А. И. гварди кӗҫӗн сержанчӗ ертсе пына расчётра ҫапӑҫнӑ, расчётра ҫавӑн пекех Чепрасов М. М., Чичерин А. К., Макаров гварди хӗрлӗармеецӗсем пулнӑ. Расчёт 84-мӗш гварди уйрӑм танксене пӗтерекен артиллери дивизионӗн Пахомов М. И.гварди капитанӗ ертсе пынӑ батарея шутне кӗнӗ. Ҫак ҫапӑҫура дивизион стрелоксен 75-мӗш гварди дивизийӗн 241-мӗш гварди стрелоксен полкӗн хӗлевӗн малти линийӗнче позици йышӑннӑ.

1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине нимӗҫ ҫарӗсем, танксен ҫӗнӗ пысӑк вӑйӗсене ҫапӑҫӑва кӗртсе, Поныри станци таврашӗнче малалла наступлени тунӑ.

Нимӗҫ вӑйӗсене кӗтсе Петровӑн расчёчӗ хӑйӗн туппине чылай мала кӑларса, тӑшман танкӗсем патне 100 метра ҫывхарнӑ. «Тигр» танксемпе пӗр хӑрамасӑр ҫапӑҫӑва кӗнӗ.

Оруди расчечӗн хӑюллӑ та чӑрсӑр витӗмӗпе анкӑ-минкӗленнӗ фашистсем ун ҫине пилӗк вӑтам танк янӑ. Атакӑна хӑюллӑн кӗтсе илсен, расчёт икӗ танка пӗтернӗ, ыттисене каялла чакнӑ.

Вара фашистсем, расчёта ярса илме шутласа, ун ҫине рота таран пехота янӑ. Тӑшман йышлине пӑхмасӑрах, расчёт тӑшмана ҫирӗппӗн кӗтсе илнӗ те тӑшманӑн мӗнпур атакине сирсе янӑ, 100 ытла гитлеровеца тӗп тунӑ.

Пилӗк совет воинӗн паттӑрлӑхӗпе, ҫирӗплӗхӗпе урса кайнӑскерсем тата пӗр ывӑҫ харсӑрсем ҫине тӑрса хирӗҫ тӑнипе пысӑк ҫухатусем тӳснӗскерсем, фашистсем «Тигр» виҫӗ танка янӑ. Тӑшман танкӗсем виҫӗ енчен тапӑнса пырса, паттӑрла расчёта вутлӑ унка илнӗ. Расчёт икӗ танка пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне персе аркатнӑ, виҫҫӗмӗшӗ ҫитсе туппине те, салтаксене те лапчӑтнӑ. Хӑрлӑ Ҫар расчёчӗ, 5 паттӑр тӑшмана малалла ирттерсе яман.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫурланн 7-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Пётр Павлович гварди хӗрлӗармеецне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ[4].

П. П. Волкова Ольховатка (Курск облаҫӗ) ялӗнче пытарнӑ.

Ҫак ҫапӑҫушӑн ҫавӑн пекех А. И. Петрова тата М. М. Чепрасова Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн), Чичерин А. К. «Ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ[5].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Курск облаҫӗнчи Поныри посёлокӗнче мемориал комплексне йӗркеленӗ, унта П. П. Волков портречӗпе стела вырнаҫтарнӑ[6].
  • П. П. Волкова пытарнӑ Курск облаҫӗнчи Поныри районӗнчи Ольховатка ялӗнче тӑванла вил тӑпри ҫинче Курск пӗккинчи Ҫурҫӗр ен паттӑрӗсене асӑнса Мемориал туса хунӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Пётр Павлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Пётр Павлович.
  3. ^ Волков Пётр Павлович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  4. ^ http://www.podvignaroda.mil.ru/ - Фонд 33. - Оп.682525, д.33, 47291153, стр. 4.
  5. ^ http://www.podvignaroda.mil.ru/ - Фонд 33. - Оп.686044, д.2012, запись 19010221, стр. 3.
  6. ^ К 70-летию Курской битвы в Понырях появится новый мемориальный комплекс | Официальный сайт Администрации Курской области. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].