Волков Пётр Тимофеевич

Волков Пётр Тимофеевич (1918, Покров районӗ[d], Донецк облаҫӗ[d]1943 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ, Вышгород районӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар сержанчӗ, артиллерист, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (09.02.1944)[1][2][3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 38-мĕш çарĕн 21-тӳпе артиллери дивизийӗн 1334-мӗш тӳпе артиллери полкĕн тупӑ командирĕ, сержант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1918 ҫулта Волчье ялӗнче (халӗ — Донецк Халӑх Республикинчи Красноармейски районне кӗрет) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ. Красноармейскинчи пӑравус деповӗнче токарьте ӗҫленӗ. 1938 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ.

1941 ҫултанпа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн тӗлне 1-мӗш Украина фрончӗн 38-мӗш ҫарӗн 21-мӗш тӳпе артиллери дивизийӗн 1334-мӗш тӳпе артиллери полкӗн оруди командирӗ, сержант пулнӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ.

1943 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче унӑн расчёчӗ Украина ССРӗн Киев облаҫӗн Вышгород районӗнчи Лютеж сали патӗнче стрелоксен чаҫӗсене хӳтӗленӗ. Нимӗҫ бомбардировщикӗсен ушкӑнӗ ҫине пеме тытӑнсан, малта пыракан самолёта персе антарнӑ. Юпан 26-мӗшӗнче Вышгород сали районӗнче аманнӑ наводчик вырӑнне тӑшманӑн 5 бомбардировщикне персе антарнӑ. 1943 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче, Яблонка ялӗ патӗнче артиллери позицийӗсене хӳтӗлесе, вӑл тата тепӗр самолёта персе антарнӑ. Ҫав ҫапӑҫура вӑл пуҫ хунӑ. Кивӗ Петровцы ялӗ патӗнчи тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Пётр Тимофеевич сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ[5].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Ӑна халалласа Донецк Халӑх Республикинчи Красноармейск хулинчи урама ят панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Пётр Тимофеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Пётр Тимофеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Пётр Тимофеевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому и сержантскому составу артиллерии Красной Армии» от 9 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 24 февраля (№ 11 (271)). — С. 1
  5. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому и сержантскому составу артиллерии Красной Армии» от 9 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 24 нарӑсӑн (№ 11 (271)). — . 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Десницкий К. С. Подвиги зенитчиков. М., 1966.
  • Кавалеры Золотой Звезды. — Донецк: Донбас, 1976.

Каçăсем