Волков Семён Михайлович
Волков Семён Михайлович (1922 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ, Гусевка[d], Брянск кӗпӗрни[d] — 1945 ҫулхи акан 14-мӗшӗ, Хӗвелтухӑҫ Прусси[d], Прусси ирӗклӗ патшалӑх[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫарӑн аслӑ лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (01.11.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 4-мĕш Украина фрончĕн 51-мĕш çарĕн 126-мĕш стрелоксен дивизийӗн 366-мĕш стрелоксен полкĕн стрелоксен ротин командирĕ, аслă лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Калуга облаҫӗн Людиново районӗнчи Гусевка ялӗнче ҫуралнӑ. Шкулта пилӗк класс пӗтернӗ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Волкова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Ҫав ҫултанпах — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1942 ҫулта вӑл кӗҫӗн лейтенантсен курсне пӗтернӗ.
1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне 4-мӗш Украина фрончӗн 51-мӗш ҫарӗн 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн 366-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен ротин командирӗ, аслӑ лейтенант пулнӑ. Мелитополь хулине ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.
Хулашӑн ҫапӑҫнӑ чухне Волков роти 15 квартала ирӗке кӑларнӑ, тӑшманӑн 12 контратакине сирсе янӑ. 1943 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче вӑл пысӑк трофейсем илсе хула вокзалне алла илнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Семён Михайлович аслӑ лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 1303) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
1945 ҫулхи акан 14-мешӗнче Гросс-Хольштайн ял-хулинчи дивизи медсанбатӗнче акан 12-мӗшӗнче аманнӑ хыҫҫӑнхи йывӑр сурансене пула 33-мӗш гварди стрелоксен дивизин 84-мӗш гварди стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонӗн командирӗ, гварди капитанӗ Семён Волков вилнӗ. Калининградри «Мухтав курганӗ» ҫар ҫӑвинче, тӑванла вил тӑпринче пытарнӑ.
Ҫавӑн пекех ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ.
Астӑвӑм
- Мелитопольти Паттӑрсен аллейинче Паттӑр ятне ҫапса кӑларнӑ[4].
- Паттӑра асӑнса Луганскра асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[4].
- Калининград хулинче пытарнӑ вырӑнта мемориал-палӑк лартнӑ, мрамор хӑми ҫине ылтӑнпа касса кӑларнӑ: «Совет Союзӗн Паттӑрӗ гварди капитанӗ Волков С. М.»[4].
- Паттӑр ятне пулӑ тытакан морозильниклӗ траулера панӑ[5].
- 2000 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче «Людиново хулин хисеплӗ гражданинӗ» ят панӑ[5].
- Паттӑр бюстне Людиново хулинчи Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтарнӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Волков Семён Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Семён Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Семён Михайлович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Волков Семён Михайлович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Волков Семен Михайлович (выр.). lyudinovo.gosuslugi.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Булкин С. П. Герои Отечества. — 2-е изд. — Донецк: Донбасc, 1977.
- Звёзды не меркнут. — Калининград, 1982.
- Шёл парнишке в ту пору…: герои-комсомольцы в боях за Советскую Украину в годы Великой Отечественной войны 1941–1945 гг. / авт.-сост. В. Н. Немятый и др. — К.: Молодь, 1985. — 367 с.