Волков Филипп Григорьевич

Волков Филипп Григорьевич (1901, Катеринопольский район[d]1949, Бурлин[d], Западно-Казахстанская область[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫарӑн хӗрлӗармеецӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Украина фрончĕн 6-мĕш гварди кавалери корпусĕн 13-мĕш гварди кавалери дивизийӗн 50-мĕш гварди кавалери полкĕн тĕллекенĕ, гварди хӗрлӗармеецӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1901 ҫулта Украинӑри Черкассы облаҫӗн Катеринополь районӗнчи Лисичья Балка ялӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Волкова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне 2-мӗш Украина фрончӗн 6-мӗш гварди кавалери корпусӗн 13-мӗш гварди кавалери дивизин 50-мӗш гварди кавалери полкӗн танка хирӗҫ пӑшалӑн тӗллекенӗ, гварди красноармеецӗ пулнӑ. Чехословакие ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[4].

1945 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче Волков Морава юханшывӗ урлӑ чи малтан каҫнӑ. Акан 10-мӗшӗнче Ланжгот ятлӑ ял ҫывӑхӗнче вӑл темиҫе тӑшман салтакне пӗтернӗ те тата виҫҫӗшне тыткӑна илнӗ. Ҫав кунах вӑл эскадрон шыв урлӑ каҫмалли вырӑна танка хирӗҫле пӑшалтан персе хӳтӗленӗ[4].

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Филипп Иванович гварди хӗрлӗармеецне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[4].

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Волков Урал облаҫӗнчи Бурлин ялӗнче пурӑннӑ, ӗҫленӗ. 1949 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Казахстан Республикин Анӑҫ-Казахстан облаҫӗнчи Бурлин ялӗн тӗп паркӗнче пытарнӑ[4].

Ҫавӑн пекех 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ[4].

Астӑвӑм

Волков ячӗпе Бурлин салинчи урама ят панӑ, унта палӑк лартнӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Филипп Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Филипп Григорьевич.
  3. ^ Волков Филипп Григорьевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Волков Филипп Григорьевич (выр.). AZ Library. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Герои Приуралья. Уральск, 1965. / стр.13-14.
  • Герои Советского Союза — казахстанцы. Алма-Ата. 1968, кн. 1. / стр.183-184.

Каçăсем