Волма (Свислочь юппи)

 

Волма (бел. Волма) — Свислочӗн (Днепр бассейнӗ) сулахай юппи. Беларуҫ Республикин Минск облаҫӗпе юхса иртет. Юханшыв тăршшĕ 103 км, бассейн лаптӑкӗ 1150 км2, шыв вӑрричи ҫулталӑк хушшинче шыв тӑкакланин вӑтам кӑтартӑвӗ — 6,7 м3/ҫ.

Географийӗ

Минск районӗнчи Королёв Стан ялӗ ҫумӗнче ҫурҫӗр-тухӑҫра вырнаҫнӑ мелиораци каналӗнчен пуҫланать, Смолевичи(выр.)чăв., Червень(выр.)чăв. тата Пуховичи(выр.)чăв. районӗсем тӑрӑх Минск сӑртлӑхӗпе тата Тӗп Березино айлӑмӗпе юхса иртет. Вӑрри Пуховичи районӗнчи Светлый Бор ялӗнчен 1 км хӗвелтухӑҫнерех вырнаҫнӑ. Юханшыв юхӑмӗн пӗтӗмӗшле тайлӑкӗ 54,1 метрпа танлашать, шыв ҫийӗн вӑтам тайлӑкӗ 0,5 ‰.

Гидрографийӗ

Тавралӑхӗ ытларах енӗпе лаптак, тури юхӑмра сӑртлӑрах, вӑл хӑйӑрлӑ тата хӑйӑрлӑ тӑпрасенчен йӗркеленнӗ, тавралӑхӑн 35% сухаланӑ. Шыв хӗрринчи вӑрмансем (41 %) хутӑш. Айлӑмӗн хурми трапеци евӗр, сарлакӑшӗ 0,4–0,6 км, Петровинка ял патӗнче 3 км таран ҫитет. Юханшыв айлӑмне, тӗпрен илсен, типӗтсе сухаласа пӗтернӗ. Юханшыв ҫинче гидрографи режимне йӗркелесе тӑракан 4 пӗве пур. Вӑтам юхӑмӗнче шыв ҫулне тарӑнлатнӑ тата тӳрлетнӗ, тури юхӑмра шыв сарлакӑшӗ 3–4 м танлашать, анатарах — 8–10 метрпа, вӑрри патӗнче — 40 м таран. Ҫыранӗсем чӑнкӑ та ҫӳллӗ, 0,4–2 м ҫӳллӗш[1].

Волмӑра ейӳ вӑйлӑ иртет. Ҫурхи тапхӑра ҫулталӑк хушшинче шыв юхса тухнин 37 % пырса тивет. Аялти юхӑмри чи ҫӳллӗ шайри ейӳ пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртет, межа шайӗнчи вӑтам ҫӳллӗшӗ 1,4–2,2 м танлашать, чи пысӑкки 2,9 м пулнӑ. Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче шӑнса ларать, пӑр пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче арканма тытӑнать. Ҫуркунне пӑр 3–4 талӑк юхать. Мелиораци системисен шыв усравӗ пек усӑ кураҫҫӗ.

Юханшыв хӗрринче хула евӗрлӗ Смиловичи(выр.)чăв. посёлок, Петровичи шыв управӗ вырнаҫнӑ.

Юпписем

Тӗп юпписем: Вожа, Гать, Червенка (сулахайри), Слоуст (сылтӑмри). Юханшыв сарӑлӑвӗн ҫӑралӑхӗ 0,33 км/км².

Этимологийӗ

В. Н. Топоровпа О. Н. Трубачёв пӗлтернӗ тӑрӑх, ячӗ балт чӗлхинчен(выр.)чăв. тухнӑ, авалхи пруссен Wolmen ятпа ҫывӑх[2].

И. Ласков шучӗпе, ячӗ финн-угор чӗлхисенчи воль сӑмахран тухнӑ — вӑл «вармантан тасатнӑ вырӑн» тенине пӗлтернӗ, шыв ячӗ ма гидронимика терминӗпе ҫыпӑҫса йӗркеленнӗ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Блакітная кніга Беларусі : Энцыклапедыя / рэдкал.: Н. А. Дзісько і інш. — БелЭн, 1994. — 415 с. — 10 000 экз. — ISBN 5-85700-133-1.(белар.)
  2. ^ Топоров В. Н., Трубачёв О. Н. Лингвистический анализ гидронимов Верхнего Поднепровья. — Изд-во АН СССР, 1962. — С. 180.
  3. ^ Ласкоў І. А. Летапісная літва: Сваяцтва і лёс. — Наша будучыня, 2011. — 288 с.

Вуламалли

  • Энцыклапедыя прыроды Беларусі / Рэдкал.: І. П. Шамякін (гал. рэд.) і інш. — БелСЭ, 1983. — Т. 1. Ааліты — Гасцінец. — С. 485. — 575 с.(белар.)