Воронько Александр Григорьевич
Воронько Александр Григорьевич (1917 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ, Змиёвский район[d] — 1997 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ, Харьков) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.02.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Балтиçум фрончĕн 3-мĕш сывлăш çарĕн 3-мĕш гварди пĕтерекен авиаци дивизийӗн 63-мĕш гварди пĕтерекен авиаци полкӗн эскадрилья командирĕ, гварди майорĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Александр Воронько 1917 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — 18-мӗшӗнче) Соколово ялӗнче (халӗ — Украинари Харьков облаҫӗн Змиёв районӗ) ҫуралнӑ.
1933 ҫулта вӑл фабрика-завод вӗренӗвӗн шкулӗнче вӗренсе тухнӑ, хыҫҫӑн Харьковри паровоз юсакан заводра токарь пулса ӗҫленӗ.
1936 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Воронько Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ.
1939 ҫулта вӑл Чугуеври ҫар авиаци шкулӗнче вӗренсе тухнӑ, 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен унта вӗҫевҫӗ-инструктор пулнӑ.
1943 ҫулта Воронько Ҫар-сывлӑш академийӗ ҫумӗнчи авиаци полкӗсен штурманӗсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ.
1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче.
Малтан вӑл 3-мӗш гварди истребитель авиадивизин 63-мӗш гварди истребитель авиаполкӗн командирӗн ҫумӗ, кайран эскадрилья командирӗ пулнӑ.
Вӑл Брянск, 3-мӗш Беларуҫ, 1-мӗш Балтика тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.
Курск ҫапӑҫӑвне, Беларуҫ ССРӗпе Польшӑна ирӗке кӑларнине, Берлина штурмланине хутшӑннӑ.
Ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑхӑтра гварди майорӗ Александр Воронько «Ла-5» тата «Ла-7» истребительсем ҫинче 158 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, 35 сывлӑшри ҫапӑҫура хутшӑннӑ, вӗсенче хӑй тӗллӗн 20 тӑшман самолечӗсене персе ӳкернӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчи Указӗпе «ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» гварди майорӗ Александр Воронько Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ, ӑна Ленин орденӗпе 7598 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Воронько Совет Армийӗнче хӗсметре малалла тӑнӑ, Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче эскадрилья командирӗ пулнӑ.
1948 ҫултан вӑл командирӑн пулӑшаканӗ, кайран ҫар авиацин полкӗн командирӗ пулнӑ.
1952 ҫулта вӑл Липецкри Ҫар-сывлӑш вӑйӗсен аслӑ офицер вӗҫев-тактика курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ.
Мускав ҫар округӗнче авиаполкӑн командирӗ, кайран командирӗн ҫумӗ пулнӑ.
1960 ҫулта подполковник званийӗнче Воронько запаса тухнӑ, 1975 ҫулта ӑна запаспа полковник званийӗ панӑ.
Харьковра пурӑннӑ.
1997 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ, Харьковри 2-мӗш ҫӑва ҫинче пытарнӑ.
Унсӑр пуҫне ӑна виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ, Александр Невский орденӗ, икӗ 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденне, икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ тата темиҫе медаль панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Воронько Александр Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Воронько Александр Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Воронько Александр Григорьевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.